Чӑваш чӗлхи
![]() Александр (Алпарух) Блинов Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем тӑван чӗлхемӗршӗн» страницӑра Алпарух (Александр) Блинов «хальхи тӑрӑмпа усӑ курса» Ашшӗ-амӑшӗсен тата вӗрентекенсен ассоциацине йӗркелеме сӗнет. «Халь пирӗн ҫӑмӑл мар самана, анчах та пурнӑҫри кашни пулӑм пире опыт пухтарать, вӗрентет е ҫӗнӗ майсем парать. Ҫавӑнпа паянхи лару-тӑру алӑ усмалли самант мар. Ку вӑл ҫӗнӗрен хамӑр чӗлхемӗр ҫине пӑхмалли, ӑна уйрӑмӑн хаклама пуҫламалли самант. Хальхи тапхӑр пирӗншӗн хӑйне евӗрлӗ Бородино, пире пӑрӑнма тивет пулсан та, парӑнма ниепле парӑнмалла мар», — тесе ҫырнӑ Алпарух. «Тумалли чи пӗрремӗш япала» — кил-йышӑмӑрта чӑвашла ытларах усӑ курма пуҫласси тесе шухӑшлать Александр Блинов. «Тепӗр питӗ кирлӗ япала — чӑваш чӗлхине ҫӗнӗлле вӗрентесси. Халь эпир грамматика меслечӗсемпе кӑна малалла каяймастпӑр ҫав, коммуникативлӑ меслетсемпе усӑ курмалли вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ», — иккӗленмест хастар. Чӑваш чӗлхипе усӑ курмалли «вырӑнсене»: клубсене, студисене, пӗрлехи чӑвашла мероприятисене йӗикелемеллине те палӑртнӑ вӑл. «Пирӗншēн, вӗрентекенсемшӗн, халь чӑваш чӗлхине интереслӗ вӗрентесси, ачасене кӑсӑклантарма вӗренесси, хамӑр тавракурӑма пуянлатасси пӗрремӗш вырӑна тухса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вячеслав Рыбаков Вячеслав Рыбаков ятлӑ ҫынна юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Навальныйшӑн» акци йӗркеленӗ тесе айӑпланӑ. Алексей Глухов юрист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, суд ӗнер пулса иртнӗ. Раҫҫейре экстремистла тесе йышӑннӑ «Артподготовка» юхӑм хастарӗ халӑхпа ирттермелли мероприятие йӗркелессине иккӗмӗш хут пӑснӑ иккен. Ӑна ятарлӑ приемника 15 талӑклӑха хупса хунӑ. «Навальныйшӑн» акцие кирлӗ пек ирӗк илсе ирттермен-мӗн. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӑна 5 талӑклӑха хупнӑ. Оппозиционерӑн ӗнер ирӗке тухмалла пулнӑ. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫӗршыври 80-а яхӑн хулара Алексей Навальный политика хӳтӗлесе акци иртнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарта та. Анчах Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пикет йӗркелеме хула влаҫӗ ирӗк паманнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Владислав Николаева хӑшӗсем драматург евӗр те пӗлеҫҫӗ-ха. Маттур чӑваш тӗрлӗ жанрпа хайлавсем ҫырать. Фейсбукра вӑл паян: «Сирӗн шухӑшӑра пӗлес килет, ҫавӑнпа ҫыратӑп та ку ҫырӑва», — тесе шӑрҫаланӑ май халиччен ҫырнисене пухса 2 кӗнеке кӑларас шухӑшлине пӗлтернӗ. Пӗрремӗшне вӑл калавсен пуххи евӗр кун ҫути кӑтартасшӑн, иккӗмӗшне — кулӑш калавӗсемпе юптарусене. «Ҫак кӗнекесем тухсан вӗсене туянакансем пулӗҫ-ши тетӗп, акӑ мӗн канӑҫсӑрлантарать мана», — Фейсбукри тусӗ-юлташӗпе, пӗлӗшӗ-паллаканӗпе канашлать Владислав Николаев. «Эсир, сӑмахран, вуланӑ пулӑттӑр-и?» — ыйтать вӑл. Шухӑша пӗлтерес кӑмӑллисем валли Владислав хӑйӗн электрон адресне те кӑтартнӑ Vlaq-Nikolayev-1974@yandex.ru. |
Раҫҫейре
![]() Вӑрманта хӑрӑк-харӑк пуҫтарас тесен ятарласа ирӗк илмелле. Хӑш чухне ӑна 4 уйӑх таранах кӗтме тивет. Раҫҫейри парламентарире ку йӗркене ансатлатасси пирки калаҫаҫҫӗ. Ку ыйтӑва регионсем те тишкереҫҫӗ. Халӗ вӑрмансенче хӑрӑк-харӑк туллиех пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ӑна вӑрманҫӑсем те тасатмаҫҫӗ, ахаль ҫынсене те ирӗк илмесӗр пуҫтарма памаҫҫӗ. Тепӗр тесен, ҫынсем хӑрӑк-харӑка турттарса вӑрмана тасатаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе ҫак ӗҫе ирӗк илмесӗр тусан ют пурлӑха вӑрланӑ пек хаклаҫҫӗ. Куншӑн штрафлаҫҫӗ. Вӑрмантан хӑрӑк-харӑк пӗрмай турттарсан 2 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма та пултараҫҫӗ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Патшалӑх Думин депутачӗсем ҫӗнӗ саккун проектне хатӗрлеме йышӑннӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем вӑрманти хӑрӑк-харӑка тӳлевсӗрех пуҫтарма пултараҫҫӗ. Халӗ ку проекта регионсене янӑ, унта хӑйсене кирлине кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ШӖМӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи уйрӑмӗнче ӗҫлекен участковӑй Татьяна Осокина «Халӑх участковӑйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне лекнӗ. Финал чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта «Халӑх участковӑйӗ» ята илессишӗн чи лайӑх участковӑйсем тупӑшӗҫ. Финал сасӑлав мелӗпе иртет. Татьяна Осокинӑшӑн эсир те сасӑлама пултаратӑр: https://www.kazan.kp.ru/daily/26750/3780121/?show.direction=future. Татьяна Осокина ҫынсене яланах пулӑшма хатӗр. Чылай чухне ҫынсем ун патне килти лару-тӑру пирки те калаҫма килеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне питӗ юратать. Конкурсра мала тухнисене РФ ШӖМӗ парнепе, грамотӑпа хавлахатарӗ. «Халӑх участковӑйӗ» ята тивӗҫнӗ ҫынна вара «УАЗ «Патриот» парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 50 ҫул каялла ҫырӑва капсула ӑшне чикнӗ. Ӑна 1967 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче КПСС райокомӗн пленумӗнче тата Шупашкарти хапрӑкра ӗҫлекен депутатсен канашӗн сессийӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫырнӑ. Ун чухне унта 20 пин ҫын вӑй хунӑ, вӗсенчен ҫурри ҫамрӑксем пулнӑ. Комсомолецсем ҫак ҫырӑва Октябрь революцийӗ 100 ҫул тултарнӑ чухне уҫма хушнӑ. Паян ҫав ҫырӑва вулама КПРФӑн Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ Андрей Игнатьев, Совет Союзӗнче хапрӑкра ӗҫленӗ ҫынсем пухӑннӑ. Ҫырура текстильщиксен ҫитӗнӗвӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ: Ҫӗнтерӳ паркне хута яни пирки пӗлтернӗ. Тата комсомолецсем ӗҫлекен ҫын телейӗшӗн хӑрамасӑр кӗрешме суннӑ. Ҫак куна пухӑннисем чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Иртнине аса илсен вӗсен куҫӗсем шывланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче пысӑк инкек пулнӑранпа 56 ҫул ҫитнӗ. 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шкулта уява ячӗпе концерт иртнӗ, пӳлӗме ачасем, вӗрентекенсем пухӑннӑ. Ӑнсӑртран пушар тухнӑ, хӗвӗшӳ пуҫланнӑ. Ҫав хӑрушӑ кун 3-15 ҫулсенчи 106 ачан тата 4 вӗрентекенӗн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Хуракассисем кашни ҫулах чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пушарта вилнисене асӑнса митинг ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та унта МЧС ӗҫченӗсем, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн ӗҫченӗсем, Хуракасси ялӗнчи ҫынсем хутшӑннӑ, вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечексем хунӑ. Кӗркуннехи каникул вӗҫленсенех Хуракасси шкулӗнче вӗренекенсемпе МЧС ӗҫченӗсем тӗл пулӗҫ, «Асӑрханӑр – ҫулӑм!» темӑпа калаҫу ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Коми Республикинчи тӗп управленийӗ гражданла оборона памяткисене коми чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ. Хыпара «Контактра» халӑх тетелӗнче «За разноообразие языков в мире» (чӑв. Тӗнчери чӗлхесен нумай енлӗхӗшӗн) ушкӑнра пӗлтернӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки ТАСС ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх ҫырнӑ. «Внимание всем!» (чӑв. Пурне те пӗлме) сигнал пулсан мӗнле тытмаллине асӑрхаттарса ҫынсем валли ятарлӑ хутсем кӑларнӑ. Унта сывлӑш тревоги, хими тата радиаци хӑрушлӑхӗ сиксе тухсан, шыв илес чух епле тытмаллине коми ҫыннисене коми чӗлхипе ӑнлантарнӑ. Пӗрремӗш тиража Сыктывкар хулинче валеҫсе тухнӑ. Коми Республикинче те, ытти наци регионӗнчи евӗрех, патшалӑх чӗлхисем иккӗ: вырӑс тата вырӑнти чӗлхе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елчӗк районӗнчи клубсем машина пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки елчӗксемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ. «Елчӗк районӗнче ҫынсемпе йышӑну ирттертӗм. Асӑннӑ ыйтусен шутӗнче — ялти культура ҫурчӗсене автотранспортпа тивӗҫтересси, — ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче. — Кашни ялтах культура ҫурчӗ ҫук пирки аякри ялсенчисем концертпа килекен коллективсене курма хавас пулӗҫ. Ҫак ыйтӑва татмалли ҫул-йӗртен пӗри — мобильлӗ культура ҫурчӗсем тӑвасси». Маларах ку ыйтӑва Омскра культура темипе иртнӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин форумӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫакӑ чылай региона пӑшӑрхантарать-мӗн. Депутат ку енпе РФ Культура министерствипе ӗҫленине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, Шупашкарта Вырӑссен маршне тухакансем пулнӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем Шупашкарти Чапаев палӑкӗ патне пуҫтарӑннӑ. Унта ятарласа тытнӑ вӑхӑтлӑх картана кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенче те пуҫтарманччӗ, пакунлисем унта 6-7 ҫын унта тӑратчӗҫ. Алена Блинова ятлӑ хӗрарӑм Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, марша тухнӑ темиҫе ҫынна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти хула пульницинчи Антон Сидоров врач та ҫавсен хушшинче. Сӑн ӳкерчӗкре вӑл сылтӑмран иккӗмӗшӗ, чи вӑрӑмми тесе ҫырнӑ. Аса илтерер, «Ирӗклӗх» наци пӗрлӗхӗ Шупашкарта вырӑссен маршне ирттерессине хирӗҫ пулнине, кунашкал пулӑм наци республикинче килӗшӳсӗррине вӗсем М. Игнатьев Элтепере, Шупашкар хулин мэрне А. Ладыкова, Чӑваш Ен прокурорне В. Пословскийне, Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрне С. Неяскина ҫырупа пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |