Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Ятлӑ-сумлӑ журналист 65 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.01.2019 06:12 | 1761 хут пӑхнӑ
Персона

Ӗнер, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енри чӑннипех те ятлӑ та сумлӑ, паллӑ та ӑста журналист Александр Белов 65 ҫул тултарнӑ.

Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсенчен ун ятне илтмен ҫын ҫук пулӗ. Ҫамрӑкраххисем ӑна «Советская Чувашия» хаҫатри ҫивӗч статйисем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ, аслӑраххисем вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Путь к коммунизму» (хальхи «Грани» хаҫатра) ӗҫленине кура пулӗ. Александр Белов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн пӗрремӗш редакторӗ пулнине те пӗлетпӗр. «АиФ-Чувашия» хаҫатра та редактор должноҫӗнче тимленӗ. Паян вӑл тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФо» хаҫатра тӑрӑшать.

Ӗнер Александр Белов 65 ҫул тултарнӑ. «65 — ҫак число мана питех килӗшмест. Юбилей тейӗн, анчах темле пиҫсе ҫитейменскер. Ҫавӑнпа ӑна мӗнпе те пулин пуянлатас килет», — аса илсе ҫырнӑ ӗҫтешӗмӗр ӗнер Фейсбукра.

Александр Белов амӑшӗпе, Зоя Уманскаяпа, ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗке вырнаҫтарнӑ май унпа темле йывӑрлӑха та ҫӗнме май пуррине палӑртнӑ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #МИХсем, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Виттус // 4746.0.6777
2019.01.21 20:02
Маттур хыпарҫӑ, вичкӗн куҫ, ҫивӗч тӑн=пуҫ! Саламлатпӑр!
Атнер // 1726.84.3785
2019.01.22 16:11
Вӗренӗр Белов юлташран чӑваш журналисчӗсем.
Agabazar // 2648.49.4447
2019.01.23 15:15
Agabazar
А мӗн вӗренмелли пур Белов журналистран? Паллах, вырӑсла ҫыракансем вӗренме пултараҫҫӗ.

Чӑвашла ҫырасси вара пачах та вырӑсла ҫырасси пек мар. Вӑл уҫлӑхра "Беловран вӗренмелле" тени кулӑшла илтӗнет.

Александр Белова чӑн малтанах журналист пек мар, ҫын пек, этем пек курмалла. Вӑт ку тӗлӗшпе унран вӗренмелли, чӑн та, пайтах.
Атнер // 1726.84.3785
2019.01.24 10:10
А мӗн вӗренмелле Белов юлташран этем пек.?.ЭДЕМ пек тен?.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем