Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн амӑшӗн правине чикӗленӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн тӗпренчӗкӗсене алимент тӳлеме тивӗ. Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫул ҫитмен ачисене тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе ӗҫлемен. Суд хӗрарӑма икӗ ачине алимент тӳлеттерме те йышӑннӑ. Тата ҫакна палӑртмалла: ҫамрӑк амӑшӗ ниҫта та ӗҫлемен. Ачасене воспитани парас енӗпе кукамӑшӗ ӗҫленӗ. Суд прокурор ыйтнине тивӗҫтернӗ. Хӗрарамӑн амӑшӗн правине чикӗлеме йышӑннӑ. Унӑн ӗҫлесе илнӗ укҫан 1\3 пайне алимент тӳлемелле. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкар хула администрацийӗнче общество вырӑнӗсенче кальян, электронлӑ пирус туртма пӑрахтарас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Кун пирки тӳре-шара планеркӑра калаҫнӑ. Алексей Ладыкова акӑ мӗн пӑшӑрхантарать: юлашки ҫулта кальян туртма сӗнекен заведенисен йышӗ 50-ран та иртнӗ. Халӗ пӗтӗмпе кунашкал 74 заведени ӗҫлет. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Алексей Ладыков общество вырӑнӗсенче кальян, вейп, электронлӑ пирус туртма чарасси пирки постановлени алӑ пуснӑ. Анчах пурпӗрех унашкал заведенисен йышӗ чакмасть, ӳссех пырать. Алексей Ладыков вӗсене хупас тӗллевпе рейд ирттерме хушнӑ. Вӑл икӗ эрнене тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 59-мӗш шкулта вӗрентекенсем ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтараҫҫӗ тесе ЧР прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Ведомство ку хыпара ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш классенче йӗркеленнӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ пуҫарнипе шкулти пӳлӗмсенче юсама, чӳречесене улӑштарма, сӗтел-пукан туянма тата хуралҫӑ тытма укҫа пухнӑ. Нухрат шкул счечӗ ҫине куҫман, комитет пайташӗн аллине лекнӗ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенкӗ мӗнле расхутланнине пӗлеймен. Пӗрремӗш класс ачисен ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенке шкул ӗҫченӗсем вӑйпах пуҫтарма хушнине ҫирӗплетмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Материала следовательсене процессуаллӑ тӗрӗслев йӗркелеме ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мускаври Медицина технологийӗсен институтӗнче черетлӗ сиплев тухма Шупашкарти Морозовсен ҫемйине 199 пин те 430 тенкӗ кирлӗ. Ултӑ ҫулти Владпа унта ҫулталӑк каялла та пулнӑ иккен. Хӑйсен ӗҫне пӗлекен специалистсем ачашӑн тӑрӑшни, ӑна пулӑшни усса кайнӑ: халӗ ача хӑй тӗллӗн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн утайрать. Владӑн чирӗ — ача-пӑчан церебраллӑ тытамакӗ. Ҫавна пулах ӑна шурӑ халатлисен пулӑшӑвӗ питех те кирлӗ. Мускава тепӗр хутчен кайма 200 пине яхӑн кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсемпе «Русфонд» тата «ХимТекс» общество пулӑшнипе тупран пысӑк пайне пухса ҫитернӗ. Тепӗр 39 пин тенкӗ ҫитменрен халӗ вӑл укҫана СМС ҫырусем урлӑ пухаҫҫӗ. 5542 номерпе «ДЕТИ» тесе ҫырсан 75 тенкӗ тытӑнса юлать. Ҫыру шучӗ шутлӑ мар — кӑмӑл пулсан темиҫе хут та яма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсем кӑҫалхи сакӑр уйӑхра хӑйсен производство калӑпӑшне палӑрмаллах ӳстернӗ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн Правительствин канашлӑвӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин асӑнса хӑварнӑ. Канашлура республикӑн кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчи аталанӑвне малтанласа пӗтӗмлетнӗ. Владимир Аврелькин каласа кӑтартни тӑрӑх «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупӑ обществинче производство калӑпӑшне 18 хут ӳстерни курӑнать, «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ обществӑра — 4,3 хут, «Промтрактор» АУОра — 2,2 хут, Шупашкарти агрегат савутӗнче 1,3 хут ӳстернӗ. Сакӑр уйӑхри аталанӑва вице-премьер тишкернӗ май, промышленноҫра. ял хуҫалӑхӗнче, тавар ваккӑн сутассинче, халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессинче ӳсӗм пулнине асӑннӑ. Ҫынсен шалу виҫи те ӳснӗ-мӗн, инфляци вара Чӑвашра Раҫҫейринчен те пӗчӗк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарти темиҫе организаци-учреждение бомба хунӑ сӑмахпа ура ҫине тӑратнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ. Маларах вӑл хыпара автор шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнетчӗ пулсан, халӗ сӑмах-юмах чӑн пулни тӳрре килнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Бомба хунӑ тесе 10 сехет те 50 минутран пуҫласа 12 сехет те 10 минутчен «Звездный», «Восточный», «Рябинка», «Эльбрус», «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗсене, «Атӑл», «Ибис», «Раҫҫей», «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗсене, «Центральный» универмага, Шупашкар хула администрацине, республикӑн тӗп хулин Мускав район судне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн оперативлӑ мӗнпур тытӑм ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, бомба тупӑнман. Маларах асӑннӑ ҫуртсен таврашне халӗ те тимлӗн сӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ. Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ. Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Навальныйӑн Шупашкарти штабӗн волонтерне Алексей Миронова «Контактра» халӑх тетелӗнче репост тунӑшӑн йӗплӗ пралук леш енне 2 ҫул та 3 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Ҫапла майпа суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ — хупмах йышӑннӑ. Штаб хастарне тӳрех икӗ статьяпа — экстремизмшӑн тата нацисен туслӑхне аркатма хӑтланнӑшӑн — айӑпланӑ. Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк каялла вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче сӑнӳкерчӗк куҫарса лартнӑ. Айне ӑнланмалла мар шухӑшлӑ тата мӑсӑльмансене хирӗҫле комментари вырнаҫтарнӑ имӗш. «Чебоксары24» пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тӳре Алексей Миронова хӳтӗлеме пынӑ «Уҫӑ Раҫҫейӗн» Чӑваш Енри координаторне тата Алексей Навальнӑйӑн Шупашкарти штабӗн пуҫлӑхне залран кӑларса янӑ. Ҫав сайтах пӗлтернӗ тӑрӑх, хастара 40 ҫул эрех ӗҫекен, интернет мӗнне пӗлмен арҫын каласа кӑтартнинчен йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть Эльдар Черкесов Шупашкар хула администрацийӗн ҫамрӑксемпе общество аталанӑвӗн пайне ертсе пыма пӑрахни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку пукана халӗ ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Малашне пая Станислав Трофимов ертсе пырӗ. Эльдар Черкесов ку должноҫре нумай ҫул ӗҫленӗ. Станислав Трофимов вара общество ӗҫне яланах хастар хутшӑнать. Вӑл ЧР Ҫамрӑксен правительствин, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ҫамрӑксен палатин пайташӗ. Кашни ҫулах «Ҫамрӑксен хули» канашлура директорта ӗҫлет, Чӑваш Енри «Ҫамрӑк Гвардие» нумай ҫул ертсе пырать. Биографие илес тӗк, Станислав Трофимов Красноармейски ялӗнче 1992 ҫулта ҫуралнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл «Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн» директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Шупашкарти темиҫе учреждение йӗрке хуралҫисем пӗр харӑс пырса кӗни паллӑ. Кун пек сисчӗвленнин сӑлтавне официаллӑ органсем пӗлтернине хальлӗхе курмарӑмӑр. «ПроГород» кӑларӑм пӗлтернине ӗненсен, йӗрке хуралҫисем ҫавӑрса илнӗ учрежденисенче полицейскисем, васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, й темиҫе учреждение мина хунӑ сӑмах йӗрке хуралҫисене ирхи 11 сехетре ҫитнӗ имӗш. Мина хунӑ тенисен шутӗнче «Дом торговли», «Звездный», «Рябинка», «Шупашкар», «Лидер» тата «Восточный» суту-илӳ ҫурчӗсене асӑннӑ. Тет хыҫҫӑн кайсан Шупашкар хула администрацийӗнчен, «Эльбрус» бизнес-центртан, «Раҫҫей», «Атӑл» тата «Чӑваш Ен» хана ҫурчӗсенчен ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |