Пӑтӑрмахсем
![]() Паркри электроподстанци Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арьитраж судӗнче республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин ӗҫне пӑхса тухӗҫ. Андрей Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, ведомство «Энергосервис» компанипе судлашать. Вӑл предприяти Шупашкара 500 ҫул паркра тӑвакан «Этника Чӑваш Енӗ» кластер валли ҫутӑ кӗртнӗ. Анчах хайхин электроподстанцине икӗ хутчен ҫаратнӑ имӗш: пӗрремӗшӗнче — 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче 3,6 миллион тенкӗлӗх, иккӗмӗшӗнче — 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче 4 миллионлӑх. Министерство «Энергосервисран» 35 млн тенкӗ ыйтать иккен, унпа ӗҫ килӗшӗвне татасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков (парк хулара-ҫке) вара министерство малтан ӗҫе актпа йышӑннине, подстанцие кайран ҫаратнине пӗлтерни паллӑ. Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрура кам айӑплипе кам тӗрӗссине суд палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта «Матильда» фильм проката тухнине хирӗҫлесе пикет ирттерме палӑртса хунӑ. Хула администрацийӗ апла тума ирӗ панӑ. Хастарсем Сосновка поселокне пуҫтарӑнӗҫ. Алексей Учитель режиссер лартнӑ «Матильда» фильм православи тӗнне, нравственноҫа хирӗҫ, суя тесе хурлаҫҫӗ иккен хастарсем. Фильма хурлакансен пикета Сосновкӑра авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухӗҫ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, православи тӗнне ӗненекенсем хирӗҫ-тӑру акцине хула варринче ирттерме ыйтнӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкарти общество хастарӗ Шупашкарти Ленин палӑкӗ умӗнче пикет тӑвассине пӗлтернӗччӗ. Юрий Шакеев ӑна пӗчченех йӗркеленӗ. Общество хастарӗ Ленин палӑкӗ умӗнче палаткӑра ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурӑнма тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Унта вӑл тепӗр кун та, ҫу уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче те кун кунласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем географие мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултарӗҫ. Халӗ акцие ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ. Ку акци Раҫҫейӗпех иртет. Кӑҫал вӑл виҫҫӗмӗш хут йӗркеленет. Ҫавӑн пекех географи диктантне ют ҫӗршывра та ҫырӗҫ. Вӑл вырӑнти вӑхӑтпа 12 сехетре пуҫланӗ. Диктантра 30 тест заданийӗ пулӗ. Вӗсене виҫӗ блока уйӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче – терминсемпе географи ӑнланӑвӗсем, иккӗмӗшӗнче – карттӑпа ӗҫлесси, виҫҫӗмӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсене кун кӗнкинче тата илемлӗ хайлавсенче ҫырнӑ объектсене палӑртасси. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта диктанта икӗ лапамра ҫыртарӗҫ: Чӑваш наци музейӗнче тата Республикӑри ача-пӑча вулавӑшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ пульницӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн, Хулари клиника центрӗн тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин тухтӑрӗсем пациентсене йышӑнӗҫ. Республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунне сӗт парӗсемпе тата ӳтпе ҫыхӑннӑ ыйтусене халаллӗҫ. Малтанах ҫырӑнас тесен электронлӑ регистратурӑна кӗмелле. Хӑвӑрпа пӗрле анализсен пӗтӗмлетӗвӗ, полис тат паспорт пулмалла. Специалистсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара терапевт, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ тата ансӑр специалист йышӑнӗ. 1-мӗш поликлиникӑра флюорографи тата маммографи пӳлӗмӗсем ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче парк мӗн ятлӑ пулӗ? Ун валли ят шыраса ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Онлайн-сасӑлав авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Финала вунӑ ят тухнӑ: Раҫҫейри ҫамрӑк патриотсен паркӗ, «Шупашкар» канупа культура паркӗ, Кадет рашчи, Кадетсен аллейи, «Патриот» парк, Шупашкарти кадетсен паркӗ, «Чӗрӗлӳ» парк, Ҫамрӑксен паркӗ (Парк молодежи), Ҫамрӑксен паркӗ (Молодежный парк), Ҫемье паркӗ. Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. «Кадетсен рашчи» ят чи нумай сасӑ пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – «Шупашкар» канупа культура паркӗ, виҫҫӗмӗш вырӑнта – Кадетсен аллейи. Ҫапла парк Кадетсен рашчи пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрсем ҫапла майпа укҫа ӗҫлесе илме шухӑшланӑ ахӑртнех. Анчах ҫӑмӑл мел вӗсене ырри патне илсе ҫитермен. Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 16 ҫулти икӗ хӗре йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем мопед вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 28 пин тӑракан мопед кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчех ҫухалнӑ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫыннин пулнӑ. Анчах мопед «ураланни» пирки вӑл полицие нумаях пулмасть ҫеҫ пӗлтернӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: мопеда 16 ҫулти икӗ хӗр вӑрлама пултарнӑ. Траснпорта хӗрсенчен пӗрин гаражӗнче тупнӑ. Ӑна вӗсем сӳтнӗ. Хайхискерсем пайӗсене, двигателӗпе кустӑрмисене, сутма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Куккуклӑ сехет» спектакль афиши. Марина Карягина сӑн ӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Мускавра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн гастролӗ пырать. Унта артистсем виҫӗ спектакльпе: «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун», «Куккуклӑ сехет», «Манра Пихампар чунӗ» — ятлисемпе кайнӑ. Ӗнер кӑтартнӑ Марина Карягинӑн «Куккуклӑ сехет» драмине курма «чӑваш артисчӗсен виҫӗ ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ профессорсем те» пынӑ. Кун пирки артистсемпе Мускава кайнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищин профессорӗсем Татьяна Аносова тата Тамара Лякина спектакле те, артистсене те ырланӑ. Татьяна Аносова, сӑмахран, Сергей Ивановпа Петр Садовникова хӑй вӗрентнине палӑртнӑ. Вӗсем пирки вӑл: «Маттур», — тесе каланӑ. Ҫакна та аса илтерер: Ӗпхӳре тӗрӗк театрӗсен «Туганлык» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнче «Куккуклӑ сехет» спектакль лартнӑччӗ, «Чи лайӑх сценографи» номинацире Валерий Яковлев режиссера палӑртнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара 500 ҫул кану паркӗнчи тавралӑхпа киленмелли кӑшӑл хула ҫыннисемпе хӑнисене ӗнертенпе ҫӗнӗ сӑнпа кӗтсе илӗ. Кӑшӑла техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑлариччен ӑна ҫутатмалла тунӑ. Шупашкар хули Мускав район администрацийӗн сайтӗнче халӗ вӑл 16 миллион тӗспе вылянине ӗнентереҫҫӗ. Ҫынсене лармалли кабинӑсене те улӑштарнӑ, электродвигатель те ҫӗнни, аттракциона тытса тӑракан хатӗрсене ылмаштарнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла ярӑнмалли кӑшӑла ӗҫлеттерсе янӑ. 2779 модультен тӑракан, кашнине 12 тӗслӗ ҫутӑ диочӗ вырнаҫтарнӑ аттаракциона каҫхине ҫутатса пӑхнӑ. Халӗ вӑл — ачасемпе ҫамрӑксене, аслисемпе ваттисене ярӑнмалли вырӑн ҫеҫ мар. Хулана илем кӳрекен кӑшӑл тесе те ҫирӗплетсех калама пулать. Каҫхине вӑл уйрӑмах илемлӗн курӑнса ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин грамматикипе пунктуацийӗ халӗ чӗлхеҫӗсене хӑйсене кӑна мар, чӗлхе пӗлӗвӗнчен чылай аякра тӑракансене те кӗнеке ҫырма хистет пулмалла. Салтавӗ те пухӑнса кайрӗ курӑнать. Вӑл е ку сӑмахсене пӗрле-уйрӑм ҫырмалли пирки ӗнтӗ темиҫе ҫул тупӑшатпӑр. Ял шкулӗсенче пӗр тӗрлӗ, университет-институтра тепӗр тӗрлӗ вӗрентеҫҫӗ, кӗнекисемпе хаҫат-журналӗнче тата урӑхла ҫыраҫҫӗ. Паллах, кун пек чухне вунҫуллӑхра пӗрре кӗнеке алла тытакан та тарӑхса кайӗ. Ҫавӑнпах ӗмӗрӗпе вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ Леонид Андреев пенсие тухсан чӑваш чӗлхине тӗпчеме тытӑннӑ, хӑй валли псевдоним та илнӗ: Лесник. Ҫак кунсенче «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире унӑн иккӗмӗш кӗнеки «Чӑваш чӗлхин грамматики. Фонетикӑпа морфологи» ятпа кун ҫути курнӑ. Вӑл кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗн пӳлӗмне хӑй килсе пӗлтерчӗ. Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш унта, тӗпрен илсен, хальхи грамматика правилисене парахӑҫласа 1938 ҫулта хатӗрленипе усӑ курма сӗнет. Куславкка, пӑтавкка, лавкка сӑмахсенче икӗ к ҫырнипе мӗншӗн килӗшменнине уҫса парать. |
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарта ҫитес ҫул 36 ҫула юсама палӑртнӑ. Программӑна хӑш ҫулсем кӗнине палӑртнӑ. Хальлӗхе ку ҫирӗплетнӗ список мар-ха. «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн 2018 ҫулта Шупашкарта 36,11 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетӗҫ. Кун валли 800 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 70 миллион тенкӗ ытларах. Хӑш ҫулсене юсамалли пирки ҫынсенчен ыйтнӑ. Авӑн уйӑхӗн варричен сӗнӳсене йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта электронлӑ майпа 127 сӗнӳ янӑ, 58 хутчен шӑнкӑравланӑ. Ҫынсем ытларах Граждан, Кӑкшӑм, Ленин Комсомолӗн урамӗсене, Трактор тӑвакансен проспектне, Лапсар, Склад, Монтаж тӑкӑрлӑкӗсене юсама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |