Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: флешмоб

Чӑваш чӗлхи
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗ «Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче» Раҫҫей шайӗнче флешмоб пуҫарса янӑ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Флешмоба хутшӑнакансен чӑвашла сӑвӑ вуламалла.

Акцие Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ Элтияр Александров тата Альбина Юрату поэт чӑвашла сӑвӑ вуласа пуҫарса янӑ.

 

Культура
чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри муниципалитетсенче ҫак кунсенче «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) пӗтӗм ҫӗршыври фестиваль-марафон иртӗ. Вӑл паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланмалла. Ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче артистсем 9 ҫӗрте концерт лартса парӗҫ. Раҫҫей кунӗнче вӗсем Шупашкарти сцена ҫине тухӗҫ.

Фестиваль-марафон ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина пысӑк культура мероприятийӗ умӗн флешмоб ирттерессине пӗлтернӗ. Концерт курма чӑваш тумне тӑхӑнса кайма май пур.

«Хаклӑ чӑвашсем, ахӑртнех сирӗнтен нумайӑшӗн килӗнче халӑх костюмӗн хатӗрӗсем — пуҫа тӑхӑнмаллисем, капӑрлӑхсем... — пур. Тен, костюм та! Пирӗн концертсене курма пынӑ чух ҫавсене илме сӗнетӗп. Атьӑр пӗрле капӑрланар, пӗр шухӑшлӑ пулар, хавасланар тата пурнӑҫпа пӗрле савӑнар!

Сире юратса, Надежда Бабкина», — чӗнсе каланӑ пултаруллӑ сцена ӑсти.

 

Культура
chnmuseum.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chnmuseum.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул Чӑваш тӗррин кунне уявлӑпӑр. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗ «Я и чувашская вышивка» (чӑв. Эпӗ тата чӑваш тӗрри) флешмоб ирттерессине пӗлтернӗ.

Тӗрӗ — халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и — кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.

Флешмоба хутшӑнас тесен кашни ҫынах хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне (унта чӑваш тӗрри пулмалла) #ЯиЧувашскаяВышивка хэштегпа вырнаҫтарма пултарать. Музей ӗсченӗсем сӑнӳкерчӗксенчен коллаж хатӗрлесе учреждени сайтӗнче тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче вырнаҫтарӗҫ. Пурин ытла лайк пухнӑ автора музей парнепе хавхалантарӗ.

 

Хулара

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫыхарнӑ май республикӑра тӗрлӗ акци иртет. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта патриотлӑхпа ҫыхӑннӑ флешмоб йӗркеленӗ. Унта ҫамрӑксен общество организацийӗсен пайташӗсем, хулари вӗренӳ учрежденийӗсенчи студентсем, хастар ҫынсем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе – 800 ытла ҫын.

Ҫакӑн чухлӗ ҫын мӗн тунӑ-ха? Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене хисепленине, тав тунине палӑртса «Эпир астӑватпӑр!» (ӑна вырӑсла «Мы помним!» тесе ҫырнӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, флешмоба хутшӑнакансем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Созвучие» вокал ансамблӗпе пӗрле «Катюша» юрра шӑрантарнӑ.

Сӑмах май, флешмобра мӗнле сӑмаха ҫырассине «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерсе палӑртнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисен 60 проценчӗ «Мы помним!» сӑмах ҫаврӑнӑшне суйланӑ.

 

Хулара

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ, ҫитиччен вӑхӑт нумай юлмарӗ. Ҫамрӑксем уява хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ: вӗсем флешмоб ирттересшӗн, пӗр сӑмах е сӑмах ҫаврӑнӑшӗ суйласа ӑна пӗрле пухӑнса тӑрса «ҫырасшӑн».

Анчах вӗсем хальлӗхе ветерансене мӗнле сӑмахпа саламламаллине пӗлмеҫҫӗ. Ҫамрӑксем ыттисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать, унта хутшӑнса хӑвӑра килӗшнӗ сӑмахшӑн сасӑлӑр. «СПАСИБО!», «МЫ ПОМНИМ!», «ПОБЕДА!», «9 МАЯ» сӑмахсенчен пӗрне суйламалла.

Сӑмах май, пӗлтӗр ҫамрӑксем «Мы помним» тесе ҫырнӑ, флешмоб Республика лапамӗнче иртнӗ. Ун чухне кашни саспалли валли 50-70 ҫын кирлӗ пулнӑ. Сӑмаха ҫырнӑ чухне ҫамрӑксем фронт юррисене шӑрантарнӑ тата «Асаттене Ҫӗнтерӳшӗн тав!» (шел те, вырӑсла) тесе кӑшкӑрнӑ.

 

Хулара

Шупашкарта «Республика символӗсем – халӑх символӗсем» флешмоб иртнӗ. Ӑна патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Паян Анне палӑкӗ умӗнче халӑх йышлӑн пухӑннӑ. Унта килнисем Чӑваш Республикин гимнӗ янӑранӑ хушӑра хӗрлӗ хут тытса Патшалӑх гербӗнчи элемента – «Пурнӑҫ йывӑҫне» - сӑнарланӑ.

Акцие кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑннӑ. Унта шкул ачисем, студентсем, культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем, вӗренӳ, спорт тытӑмӗнче тӑрӑшакансем тата иртен-ҫӳрен пынӑ. Пӗтӗмпе 1000 ытла ҫын пухӑннӑ.

Акци пуҫланас умӗн палӑк умӗнчи лапамра концерт иртнӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем хатшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41368
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ