Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ, ҫитиччен вӑхӑт нумай юлмарӗ. Ҫамрӑксем уява хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ: вӗсем флешмоб ирттересшӗн, пӗр сӑмах е сӑмах ҫаврӑнӑшӗ суйласа ӑна пӗрле пухӑнса тӑрса «ҫырасшӑн».
Анчах вӗсем хальлӗхе ветерансене мӗнле сӑмахпа саламламаллине пӗлмеҫҫӗ. Ҫамрӑксем ыттисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать, унта хутшӑнса хӑвӑра килӗшнӗ сӑмахшӑн сасӑлӑр. «СПАСИБО!», «МЫ ПОМНИМ!», «ПОБЕДА!», «9 МАЯ» сӑмахсенчен пӗрне суйламалла.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫамрӑксем «Мы помним» тесе ҫырнӑ, флешмоб Республика лапамӗнче иртнӗ. Ун чухне кашни саспалли валли 50-70 ҫын кирлӗ пулнӑ. Сӑмаха ҫырнӑ чухне ҫамрӑксем фронт юррисене шӑрантарнӑ тата «Асаттене Ҫӗнтерӳшӗн тав!» (шел те, вырӑсла) тесе кӑшкӑрнӑ.