Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Тӳре-шара ҫамрӑксемпе хоккейла вылянӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Галина Никитина 25.01.2019 17:57 | 250 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян пирӗн ҫӗршывра Студентсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑн тп хулинчи «Шупашкар – Арена» пӑр керменӗнче хоккей выляссипе юлташла матч ирттернӗ. Пӑр ҫине Чӑваш Енӗн Правительствипе республикӑри студентсен пӗрлештернӗ ушкӑнӗ тухнӑ.

Министрсен Кабинечӗн хоккей ушкӑнне яланхиллех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.

Студентсен командинче республикӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен каччӑсем пулнӑ. Сав шутра — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Мамонты – ЧГУ», Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн «Академия», Шупашкарти коопераци институчӗн «Коопер» тата Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗн «С.К.А.Л.А» командин пайташӗсем.

Вӑйӑ туслӑх ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ.

#ҫамрӑксем, #уявсем, #тӳре-шара, #ӑмӑртусем, #спорт, #ЧПУ, #ЧППУ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш студенчӗсене ҫӗршыв Президенчӗ саламланӑ
2018, 01, 25
Чӑваш Енри студентсем кӑнтӑра тухса кайнӑ
2018, 05, 29
Шупашкарта велоспорт енӗпе ӑмӑртӗҫ
2018, 06, 02
Ют хулари SUP-серферсем Шупашкарта ӑмӑртнӑ
2018, 06, 13
Сергей Кудряшова министр пуканне панӑ
2018, 11, 07

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org