Паян Раҫҫейре Студентсен кунне анлӑ паллӑ тунине пурте пӗлетпӗр-ха. Чӑваш студенчӗсене ҫав ятпа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин саламланӑ.
Ӗнерпе паян Хусанта студентсен клубӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле малалла» вӗренӳ форумӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри 40 хӗрпе каччӑ хутшӑннӑ. Йышра И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн тата Шупашкарти коопераци институчӗн студенчӗсем пулнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие федерацин Ҫамрӑксен ӗҫӗсен агентстви тата Тутарстан Правительстви йӗркеленӗ. Унта 38 регионти ҫамрӑксем пухӑннӑ. Каччӑсемпе хӗрсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, тӗрлӗ ӑсталӑх класне, тренд-сессисене хутшӑннӑ. Уяв ячӗпе вӗсене ҫӗршыв Президенчӗ саламланӑ.