Хулара
![]() Шупашкарта транспорт реформине ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Улшӑнусене 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗртесшӗн. Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хӑш-пӗр улшӑну пулнӑ ӗнтӗ. 34-мӗш тата 36-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫланӑ. Шупашкарти маршрут карттине Питӗрти ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата проект институчӗ тишкерсе ҫӗннине хатӗрленӗ. Ҫапла майпа пӗр ҫулпа ҫӳрекен маршрутсене чакарасшӑн, ҫынсене ытларах троллейбуспа ҫӳреттересшӗн. 15 пассажир автобусӗ маршрутне улӑштарнӑ ӗнтӗ: 7-мӗш (Воробьев композиторсен, Ярославль, Сергий Радонежский, Калинин, Текстильщтксен, Энергетиксен урамӗсемпе те кайӗ), 12-мӗш (Воробьев композиторсен, Калинин, Николаев, Энгельс урамӗсем хушанӗҫ), 20-мӗш (Яковлев проспекчӗ, Ашмарина, Орлов, Айзман урамӗсем, Канаш ҫулӗ, Аш-какай комбиначӗ), 22-мӗш (Никольски проспекчӗ, Гухзовский урамӗ, Горький проспекчӗ, Шупашкар: 500 ҫул урам), 26-мӗш ("Финская долина" микрорайона кӗмӗ), 30-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Гагарин, Фучик, урамӗсем, Айхи проспекчӗ, Хмельницкий урамӗ, Улатӑр ҫуле хушӑнӗҫ), 32-мӗш (Университет урамӗпе Чантӑра ҫитӗ), 33-мӗш (Фучик урамӗпе, Президент бульварӗпе, Гладков урамӗпе те кайӗ), 35-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Ярославль, Воробьев композиторсен урамӗпе кайӗ), 41-мӗш (Трактор тӑвакансен проспекчӗпе, Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Машиностроительсен, Гремячево, Соляное проезчӗсемпе ҫӳрӗ), 44-мӗш (Мускав, Никольски проспекчӗсемпе, Граждан, Чернышевски урамӗсемпе ҫулӗ тӑсӑлӗ, "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 46-мӗш (Яковлев проспекчӗпе, Гладков урамӗпе, Президент бульварӗпе, Фучик урамӗпе малалла кайӗ), 47-мӗш (Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Яковлев проспекчӗпе кайса "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 52-мӗш (Университет урамӗпе, Етӗрне ҫулӗпе Заовражныйне ҫитӗ), 54-мӗш (Мускав проспекчӗпе, Пирогов, Шупашкар: 500 ҫул, Уруков, Савут, Пирогов урамӗсемпе, Мускав проспекчӗпе "Радужный" микрорайона кӗрӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фестиваль афиши Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртет. Аса илтерер, пӗлтӗр ӑна авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче йӗркеленӗччӗ. «Сказочная палитра» (чӑв. Асамлӑ палитра) театр канашлӑвне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленеччӗ. Хальхинче Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ те укҫа уйӑрать. Кӑҫалхи фестивале Якут Республикинчен те килӗҫ. Театр канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе кӑтартӗҫ. Вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ. |
Республикӑра
![]() Николай Муратов Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви хӑйне пӑхӑнакан учрежденисен ертӳҫисене суйламалли конкурс ирттернӗ. Ҫавсен шутӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗ патшалӑх архивӗ, Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ пур. Вӗсенчен кашни валлиех министерство пуҫлӑхсем шыранӑ, анчах пӗрин валли те палӑртма май килмен. Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи иккӗшӗ валли пӗрер ҫын ҫеҫ конкурса хутшӑннӑ, культура эткерлӗхне упракан центр ертӳҫине ларма вара пӗр ҫын та ӑнтӑлман. Рита Кириллова шухӑшӗпе культура отраслӗнчи «зубрсене» (вырӑс чӗлхинче ку сӑмахпа пысӑк шайри специалиста хакланӑ чух усӑ кураҫҫӗ) кӑларса яраҫҫӗ те унта ӑнтӑлакансем пуласси иккӗленӳллӗ. Пысӑк шайри специалистсен хушшинче журналист Николай Муратов (вӑл Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен патшалӑх центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ) тата Наталья Фошина (Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн тата культура керменӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ) ячӗсене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен «Мускав—Хусан» магистрале тӑвассипе, ҫавна май Шупашкар район территорийӗнче вокзал хӑпартассипе юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ятарлӑ канашлу пулнӑччӗ. Ун чухне вокзалпа ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳсе явнӑччӗ. Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ, ҫӗршыв шайӗнчи ертӳҫӗсем урӑхларах калаҫни палӑрчӗ. Раҫҫей Правительствин Ертӳҫин ҫумӗ Аркадий Дворкович авӑн уйӑхӗнче ирттернӗ канашлура магистрале малтанласа Улатимӗр хули патне хать ҫитермелле, унтан магистрале малалла тӑсмалла тесе каланӑ иккен. Хусан патне ҫул хывма укҫа ҫитмест иккен. «Ведомости» хаҫат «Раҫҫейӗ чукун ҫулӗсем» предприятипе ҫывӑх ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх, концессилле килӗшӗве алӑ пусмалла, унта трафика, билет сутса пулакан тупӑша, макроэкономика кӑтартӑвӗсене шута илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлассине, ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пуҫарнӑ мероприяти тунтикун Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта «Мамы» кино кӑтартнипе уҫӑлнӑ. Кайран киномобиль асӑннӑ районти Пархикассине кайнӑ, ӗнер Элӗкре пулнӑ. Аса илтерер: кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ фильмсене суйласа илнӗ: «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек». Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти культура ҫуртне пуҫтарӑннисене «Чӑвашкино» киностуди директорӗ Николай Медведев саламланӑ, элӗксене — киностудин секторӗн ертӳҫи Артур Галкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Семенов депутат Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Экономика политики тата агропромышленноҫ политики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ пулнине ӗнентерекен удостоверение тавӑрса панӑ. Ҫапла хӑтланнишӗн парламент ертӳҫисем «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне депутат этикине пӑснишӗн ӳпкеленӗ теҫҫӗ. Сергей Семенова тӳлевсӗр ҫак должноҫе маларах лартнӑ. Чӑваш парламентӗнчи укҫаллӑ вырӑнсене епле валеҫнине сӑнаса тӑракансем Семенов депутата должноҫ пани маларах асӑннӑ партин парламентри фракцийӗ ертӳҫине Игорь Молякова тӳлевлӗ вырӑн парас килменнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтерер, ку истори пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнченпех тӑсӑлать. 2016 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Иван Хорварт тӑлмач тата чӑвашла тухнӑ кӗнекен хуплашки Нумай пулмасть Михаил Петров удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ венгрла пичетленсе тухнӑ. Куҫараканӗ — чӗлхеҫӗ тата тӑлмач Иван Хорварт. «Известия Удмуртской Республики» (чӑв. Удмурт Республикин хыпарӗ) хаҫат нумай пулмасть куҫаруҫӑпа калаҫу ирттерсе ҫакӑн пирки статья кӑларнӑ. «Кивӗ Мултан» — удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ шутланать. Унӑн сюжечӗ 125 ҫул каялла пулса иртнӗ «Мултанское дело» ят панӑ хурлӑхлӑ пулӑм тавра пулса пырать. Романа Михаил Петров 20 ҫул яхӑн ҫырнӑ, вӑл хӑйӗн кун ҫутине 1954 ҫулта курнӑ. Тепӗр ҫул вара, шел те, ҫыравҫӑ куҫне хупнӑ. 1956 ҫулта роман Мускавра вырӑсла тухнӑ. Ку хайлавпа эпир чӑвашла та паллашма пултаратпӑр. 1999 ҫулта вӑл «Кивӗ Мултан» ятпа Шупашкарта 1000 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. Чӑвашла куҫараканӗ — Роза Петрова-Ахтимирова. Кӗнекене ҫавӑн пекех тутарла, эстонла тата хрантсусла куҫарнӑ. Каласа хӑварас пулать, венгрла тухнӑ куҫарӑвӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ пысӑках мар — пурӗ те 100 кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳри районсен хушшинчи судпа медицина экспертизин бюро уйрӑмӗн унчченхи ертӳҫи ӗҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗ тата ҫынсене улталанӑ, уйрӑмри санитаркӑсем ӑна саккунсӑр ҫак ӗҫе тума пулӑшнӑ тесе шанмаҫҫӗ. Уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хайхи морг ертӳҫи пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпех вилнӗ ҫынсен ӳтне пытарма хатӗрленӗшӗн укҫа илме юраманнине пӗлсе тӑрсах ахаль те пысӑк хуйхӑллӑскерсенчен сӗтев илнӗ. Укҫана вилнӗ ҫын тӑванӗсем юнашар вырнаҫнӑ ритуаллӑ таварсен лавккинче панӑ, унта уйрӑм сӗтел хушшинче дежурствӑри санитарка ларнӑ, укҫана шӑпах вӑл илнӗ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавсен хапсӑнчӑклӑхне пула 19 ҫын шар курнӑ. Вӗсем пурӗ пӗрле 83 пин тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне морг ертӳҫи Ҫӗрпӳ районӗн хӗрарӑмӗнчен амӑшне пытарма хатӗрленӗшӗн улталаса 4930 тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Шкулти апатланӑш. Лариса Фёдорова тунӑ сӑн Тутарстанра чӑваш ялӗсем сахал мар. Хӑш-пӗр районсенче вӗсен шучӗ ҫирӗмрен те иртет. Ҫав вӑхӑтрах тӗл-тӗл ҫеҫ тӗл пулаканнисем те пур. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шешме районӗнче пӗр ял кӑна — Чӑваш Шупашкарӗ. Шӑп та лӑп ҫав ял пирки хаҫатӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ хыпарлать те. «Чувашская Чебоксарка – село потомков Ивана и Лукерьи» (чӑв. Чӑваш Шупашкарӗ — Йӑванпа Лукарье тӑхӑмӗсен ялӗ) ят панӑскерте ялти культура тытӑмӗпе паллашма пулать. Ялти вулавӑшра, сӑмахран, 656 кӗнеке чӑвашлисем тесе пӗлтерет хаҫат. Статья авторӗ, Лариса Фёдорова, ялти шкула та ҫитсе курнӑ, кунти апатланӑш мӗнпе сӑйланине пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех вулакан ял халӑхӗ епле пурӑннине вуласа пӗлме пултарӗ — кам ӑҫта ӗҫлеме ҫӳрет, укҫа-тенке мӗнле тӑвать тата ытти те. Сӑмах май, тутарла пӗлекенсем статьяпа тутарла та паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тольятти хулинчи Чӑваш наципе культурин автономийӗ тӑрӑшнипе иртнӗ шӑматкун, юпан 14-мӗшӗнче, черетлӗ хут «Чӳклеме» уяв иртнӗ. Ӑна вырӑнтисем чӑваш чӗлхине, литературине, культурине тата йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. «Все мы — Россия» (чӑв. Эпир пурте — Раҫҫей) информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кашни ҫул кунта ҫӗршер-ҫӗршер чӑваш пухӑнать. Кӑҫал 300 ытла ҫын килсе ҫитнӗ — вырӑнтисем те, ытти хуларисем те пулнӑ. Уявра наципе культура автономийӗн ертӳҫине Александр Бикмурзина тата пултарулӑх ушкӑнӗсене хисеп хучӗсемпе чысланӑ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки пирки ӳкернӗ фильмпа паллашнӑ. Ҫавӑн пекех уява пынисем тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе паллашма пултарнӑ, чӑваш апатне тутанма пултарнӑ, вырӑнти чӑвашсен пултарулӑхӗпе паллашайнӑ. Паллах, уяв юрӑ-кӗвӗсӗр иртмен. Пултарулӑх ушкӑнӗсем Самартан та, Тольяттинчен те, Чӗмпӗр облаҫӗнчен те ҫитнӗ. Ачасем те хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.