Республикӑра
![]() Арҫын ҫемйипе Сӗнтӗрвӑррине кайма тухнӑ та ҪҪХИ ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Ӑна инспекторсем ахальтен чарман. Водитель руль мсне ӳсӗрле ларнӑ. ҪҪХПи ӗҫченӗсем патакне ҫӗклесе чарӑнма ыйтсан хайхи арҫын арӑмӗпе вырӑнпа улшӑнма хӑтланнӑ. Анчах ҫакна инспекторсен ҫивӗч куҫӗ асӑрханӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫав кун туйран таврӑннӑ. Хӑй эрех сыпкаланӑ пулсан та руль умне ларнӑ. Салонра ачасем пурри те ӑна шиклентермен. Водитель медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен. Халӗ ун руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн явап тытма тивӗ. Ахӑртнех, вӑл правасӑр юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫитес эрнере, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарта 2018 ҫулта хӑш урамсене плана кӗртмеллине халӑхпа сӳтсе явӗҫ. Вӗсене «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» федераци программипе килӗшӳллӗн юсӗҫ. Хӑш урамсене плана кӗртмелли пирки Шупашкар хула администрацийӗн пысӑк залӗнче 14 сехетре калаҫӗҫ. Унта ҫитеймесен хӑвӑрӑн сӗнӳсене электронлӑ почтӑпа яма пултаратӑр. Унӑн адресӗ: gkhb_po@gcheb.cap.ru. Е шӑнкӑравлама май пур: 23-42-63. Сӑмах май, кӑҫал федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн 27 ҫула юсанӑ. Тата ҫул хӗресленекен 4 вырӑна юсамалли юлнӑ. Ҫапла кӑҫаллӑха ӗҫ вӗҫленӗ. Ҫитес ҫул 36 ҫула ҫӗнтеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Пушкӑртстанра ящур чирне тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри ветеринарсемпе эпизоотологсем те ыйтупа ҫивӗчрех ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура та выльӑх-чӗрлӗх чир-чӗрӗпе кӗрешессине сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енри Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов палӑртнӑ тӑрӑх, ветеринари ӗҫченӗсем республикӑра выльӑх чирӗсем анлӑ ан сарӑлччӗр тесе тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ, профилактика ӗҫне сахал мар пурнӑҫлаҫҫӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑха лейкоз чирӗнчен сыхлама тӑрӑшаҫҫӗ. Килти сыснасене, хир сыснисене ҫивӗч тӗрӗслеҫҫӗ. Уртаракан чир выльӑхсем хушшинче ан сарӑлтӑр тесе ятарлӑ вакцинӑсем туса ӗлкӗрнӗ. Патшалӑхӑн ветеринари службин, Ветеринари тата фитосанитари надзорӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин специалисчӗсем республикӑра хӑрушлӑх ҫуккине ҫирӗплетеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кӑҫал тӗрлӗ программӑсемпе мӗнпур хыснаран пурӗ 3,2 млрд уйӑрнӑ, 5,7 пин ҫемьене хӑтлӑ хваттер пама тӗллев лартнӑ. Кун пирки паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Михайлов патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫнӗ граждансене патшалӑх пулӑшӑвне вӑхӑтра куҫарнине асӑннӑ. Ял тӑрӑхӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан 562 ҫамрӑк ҫемьене 403 млн тенкӗлӗх пулӑшнӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пурӗ 357 ҫамрӑк мӑшӑр 254 млн тенкӗлӗх пулӑшупа усӑ курнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, пурӗ 86 ватӑна, 99 млн ҫурт-йӗрсем лайӑхлатма куҫарнӑ. РФ Правительстви пулӑшнипе 2010-мӗш ҫултан пуҫласа кӑҫалччен пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 5964 ветеранӗ патшалӑх пулӑшӑвӗпе хваттерлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин тӗп хулинче – Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 3—6-мӗш кунӗсенче чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв «Пӗрлӗхре пирӗн вӑй» ятпа митинг-концерт пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ лапамра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче халӑхпа иртӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура уяв мероприятийӗсен планне право хуралӗнче тӑрӑшакансем патне илсе ҫитернине пӗлтернӗ. Чаплӑ пулӑмра халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме чӗнсе каланине те пӗлтерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. «Уява ытларах та ытларах ҫамрӑксене, тин ҫеҫ ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсене, аслисене те явӑҫтармалла. Уяв пӗтӗм чуна савӑк кӑмӑл тултарасса шанатпӑр. Халӑхӑн пӗр чӑмӑра пухӑнние, пӗр-пӗрин туслӑхне туймалла», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ ҫакӑнта пулӗ Чӑваш Республикинчи Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӑлать. Кун пирки паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑ. Мероприятине курма пыракансене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ, ташӑ ӑстисен пултарулӑхӗсем кӗтеҫҫӗ. Программа питӗ кӑсӑклӑ пулассине палӑртнӑ министр. Ҫак кун Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ҫавра сӗтел мелӗпе тӗплӗ калаҫу ирттерме палӑртнӑ, регионта патшалӑх политикин наци культурине пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗн пӑхса тухма плана кӗртнӗ. Халӑхӑн пӗрлӗхӗн кунне халалласа республикӑри районсемпе хуласенче пӗтӗмпе чӳк уйӑхӗн 1-5-мӗш кунӗсенче 500 яхӑн мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ паллиативлӑ уйрӑм чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хупӑнать. Вӑл Республикари онкологи диспансерӗн уйрӑмӗ шутланать. Уйрӑмра 30 ҫын вырнаҫайнӑ. Унта онкологи патлогийӗ ҫук ҫынсене тӳлевлӗ вырттарнӑ. Паллиативлӑ уйрӑма мӗншӗн хупаҫҫӗ-ха? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Энгельс урамӗнчи ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ. Тӑватӑ хутлӑ пульницӑна «СервисСтройПроект» тӗрӗсленӗ. Вӑл ӑна авариллӗ лару-тӑрура тесе йышӑннӑ. Ҫавна май уйрӑма Гладков урамӗнчи паллиативлӑ пулӑшу паракан уйрӑмпа пӗрлештерме йышӑннӑ. Хӑш-пӗр койкӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнчи уйрӑма парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче ачана ҫӗнӗ меслетпе операци тунӑ. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ку операцие Чӑваш Енӗн тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский республикӑри ача-пӑча клиника больницин нейрохирургӗпе Владимир Родионовпа тата Чӑваш Енӗн тӗп анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа пӗрле тунӑ. Пӗчӗк пациента пуҫ мимин юн пусӑмӗн датчикне вырнаҫтарса панӑ. Ҫак мониторпа ачасемпе аслисене сипленӗ чухне те усӑ кураҫҫӗ иккен. Анчах паянхи кунччен республикӑра унпа усӑ курса ачасене операци туман. Ҫак хатӗр пациентӑн сывлӑхне тӗрӗс палӑртма, пусӑм улшӑнӑвне курса тӑма, диагнозне пӗлсе сиплеве кирлӗ пек йӗркелеме май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(2017 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Х съездӗнче каланӑ сӑмахран)
Ҫуркуннеччен выҫса вилетпӗр пуль тесен те, чӑвашсем ыраш анине пӗрех шуратса хӑварнӑ. Раҫҫейри вак халӑхсен чӗлхисем тавра, республикӑсемпе автономисем ҫинче каллех хура пӗлӗтсем явӑнма пуҫларӗҫ пулсан та, чӑваш халӑхӗ вилсе выртма шухӑшламасть-ха. Ҫултан-ҫул пайӑрланать те ушкӑнланать, ушкӑнланать те Чӑваш наци конгресӗ тавра тата хытӑрах чӑмӑртанать. Аслисем астӑваҫҫех тетӗп: ҫак чӑмӑртану патне хаяр кӗрешӳ витӗр ҫитмелле пулчӗ. Шовинистсем таптанине чӑтма патша саманинчех хӑнӑхнӑ. 1907 ҫулта Чӑваш Пухӑвне Юмансемпе Хурисен Чӗмпӗрте полици сӑмси айӗнче вӑрттӑн ирттернӗ, 1917 ҫулта — 100 ҫул ӗлӗк — Никольскипе Комиссаровсем, Алюновпа Николаевсем — чӗмсӗрлӗхе хӑюллӑн сирме пултарнӑ. ЧНКана никӗслесен вырӑссем мар, чӑваш ҫыннисем пирӗн ҫине ҫав тери хаяр сиксе ларни тӗлӗнтерме пӑрахмасть. 1992-1996 ҫулсенчи элек ҫырӑвӗсене упратӑп. Кунта пире националист, тӑшман, сӑрӑ кашкӑр, ухмах тата ытти ярлӑксемпе илемлетнӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Каҫхи клуба канма пынӑ ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ малалла тӑсӑлать. Ҫавӑншӑн халӗ хуралҫӑна хупса усрамалла тунӑ. Вилнин тӑванӗсем ҫав вӑхӑтрах хуралҫӑ пӗччен пулман, вӗсем виҫҫӗн пулнине ӗнентереҫҫӗ. Вилӗмпе аӗҫленнӗ пӑтӑрмаха Пӗрремӗш телеканалпа эфира тухакан «Мужское/Женское» кӑларӑмра ҫивӗч хускатнине эпир сайтӑн вырӑсла пайӗнче «Смертельное происшествие в чебоксарском ночном клубе обсудили с Александром Гордоном» статьяра ҫырса кӑтартнӑччӗ. Паллӑ журналист ертсе пыракан сумлӑ телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑнах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ телекӑларӑмра каланӑ фактсемпе тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтерчӗ, тепӗр кунхине — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви. Иртнӗ эрнекун хуралҫӑна хупса усрама йышӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑнма пултарнӑ ытти ҫынсем тӗлӗшпе те тӗпчев пынине пӗлтерет, унсӑр пуҫне каҫхи клуба хураллакан предприяти ячӗпе пӑтӑрмаха сирменшӗн асӑрхаттару ҫырса панине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.