Республикӑра
![]() Шупашкарта арӑмӗпе упӑшки ҫухални пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: иртнӗ эрнере, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, вӗсем ачине ача пахчине илсе кайнӑ та хӑйсем ҫухалнӑ. Полици вӗсене шырама тытӑннӑ. Тӑванӗсенчен, пӗлӗшӗсенчен ыйтса пӗлнӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ведомство сайтӗнче вӗсен сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. 31 ҫулти арҫынпа 36-ри хӗрарӑма тепӗр кунхине тупнӑ. Вӗсем ачине ача пахчине леҫсен урамра такампа паллашнӑ та ун хыҫҫӑн утнӑ-мӗн. Ҫавӑнтанпа вӗсен телефонӗ сӳннӗ. Полицейскисем ҫав ҫынна тупса унӑн хваттерне кайнӑ. Ҫавӑнтах арӑмӗпе упӑшки пулнӑ. Хайхискерсем хӑйсене шырани пирки шухӑшламан та. Хӗрарӑмӑн пичӗ-куҫӗ кӑн-кӑвак пулнӑран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Арӑмӗпе упӑшки ҫав палламан ҫын патӗнче мӗн тунӑ? Хӗрарӑмӑн мӗншӗн пичӗ кӑвак? Ҫакна полицейскисем уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӳнер каҫӗ» акци иртӗ. Кӑҫал ӑна музейсем, театрсем, вулавӑшсем, культура ҫурчӗсем «Ӳнер пӗрлештерет» ятпа йӗркелӗҫ. «Ӳнер каҫӗ» акци иртекен лапамсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем, концертсем, экскурсисем, пултарулӑх квесчӗсем, тавлашу лапамӗсем йӗркелӗҫ, спектакльсем кӑтартӗҫ. Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗнче клоунада пирки ӑсталӑх класӗ иртӗ, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вара «Юрату пурах иккен» спектакль кӑтартӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗнче «Революци ӳнерӗ, революци – ӳнерте» тавлашу лапамӗ ӗҫлӗ. А.Г.Николаев космонавт ячӗллӗ асӑну комплексӗнче астрономи сӑнавӗ пулӗ. Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, патшалӑх истори архивӗ те акци валли программа хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫӗнӗ масарӗнче те виле пытармашкӑн вырӑн сахаллансах пырать иккен. Ҫакна шута илсе вырӑнти влаҫ унӑн лаптӑкне тата пысӑклатасшӑн. Патшалӑх туянӑвӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, хыпар вырнаҫтарнӑ. Унти информаци тӑрӑх контракт мӗн хака кайса ларасси те паллӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗн саккасӗпе килӗшӳллӗн конкурсра ҫӗнтерекен предприятин ҫак ӗҫе 1 879 695 тенкӗпе пурнӑҫламалла пулӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ, пысӑклатнӑ масар тавра икӗ метр ҫӳллӗш тата 600 ытла метр тӑршшӗ карта тытса ҫавӑрӗҫ, шала юлнӑ лаптӑкри йывӑҫсене йӑлтах касса тирпейлӗҫ, тымарӗсене кӑларса илсе кайӗҫ, ҫӑва территорийӗнче тирпей-илем кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Тӗменти патшалӑх университечӗн психологипе педагогика институтӗнче шӑматкун чӑваш чӗлхин пӗрремӗш урокӗ иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Ксения Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш урокра алфавитпа паллашнӑ, ударени правилисемпе, хупа сасӑсем мӗншӗн хыттӑн янӑранипе. Вӗренекенсем урока ӑша хывма тӑрӑшса нумай ыйтнӑ. Вӗсем, сӑмахран, щ тата ҫ саспаллисен янӑравӗпе кӑсӑкланнӑ. Ксения Маслова ятлӑ хӗр Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, занятисем малашне те иртмелле. Унта чӑваш чӗлхи вӗренес текен кирек хӑш ҫулти ҫынна та йыхравлаҫҫӗ, пурне те кӑмӑлтан йыхравлӗҫ, чӑваш чӗлхине вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти «Трактор савучӗсем» пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫаҫҫӗ. Унта ӗҫлекен 9 пин ҫын ыранхи куншӑн пӑшӑрханать. Савут шӑпине паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттерекен тунтикунхи канашлура сӳтсе явнӑ. «Промтрактор» предприятире производство калӑпӑшӗ 246 процентпа танлашнӑ тесе пӗлтернӗ унта экономика министрӗ Владимир Аврелькин. «Промтрактор-Промлитпа» тата «Промтрактор-Вакун» предприятисенче тата пысӑк. Предприятире панкрутлӑха кӑларнине министр трактор савутне сыватма кирлӗ тесе ӑнлантарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче унашкалли Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савутра та пулнӑ тесе ҫирӗплетнӗ. «Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсене «Ростех» тытӑмне куҫарасшӑн иккен. Ку ӗҫ чӳк уйӑхӗнче вӗҫленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алексей Иванов. Иртнӗ эрнере Чӑваш наци вулавӑшӗнче республикӑра пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен канашне йӗркеленӗ, председательне суйланӑ. Конференцие Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, ассамблея президиумӗн пайташӗсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, ял хуҫалӑх академийӗнче тата коопераци институтӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв ҫамрӑкӗсем хутшӑннӑ. Константин Геннадиевич республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсем туслӑ пурӑнасса, пӗрлехи проектсем шухӑшласа кӑларасса шаннине палӑртнӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен канашне тӗрлӗ диаспорӑн 30 ҫулчченхи яшӗсемпе хӗрӗсем кӗнӗ. Председательне уҫӑ сасӑлав ирттерсе суйланӑ. Вӑл — телерадиоертӳҫӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Алексей Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министр ҫумне Вячеслав Оринова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. 792-р номерлӗ ӗҫлӗ хутра министр ҫумне мӗншӗн ведомствӑри пукансӑр хӑварнине ӑнлантарса тӑман. Йышӑнӑва премьер-министр паян алӑ пуснӑ, хыҫҫӑнах ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫапах та официаллӑ ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем калани тӑрӑх хакласан, министр ҫумӗпе министрпа ӑнланманлӑх пулнӑ имӗш. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑччӗ. Ӑна пӗлекенсем калашле, пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне 25 ытла сӑнар калӑпланӑ. Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те пӗрре кӑна мар ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Ларура 3 асӑрхаттару пулнӑ, 13 штраф ҫырса панӑ. Пӗтӗмпе – 6200 тенкӗлӗх. Йӗркене пӑсни ҫук тесе 2 ӗҫе пӑрахӑҫланӑ, тепӗр 2 ӗҫе тӗплӗнрех пӑхса тухма янӑ. 2 ҫамрӑка профилактика шутне тӑратма йышӑннӑ. 4 ҫамрӑкпа тата япӑх лару-тӑрури 5 ҫемьепе (вӗсенче 8 ача ӳсет) профилактика ӗҫӗ ирттерме палӑртнӑ. Лару пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, 6 ҫамрӑка тата 2 ашшӗ-амӑшне тухтӑр нарколог патӗнче сипленме янӑ. Вӗсенчен 1 ҫамрӑкӗ унта пӗрремӗш хут каймасть. Пӗр ачан ҫывӑх ҫыннисене ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарасси пирки каланӑ, ку тӗлӗшпе документсем пухма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ӗпхӳре шеф-поварсем тупӑшнӑ. Пирӗн кулинарсем унта малти вырӑнсене йышӑннӑ, жюрие наци апат-ҫимӗҫӗпе тӗлӗнтернӗ. Кӗҫех Пӗтӗм тӗнчери поварсен кунӗ ҫитет. Ҫавна май Ӗпхӳре ҫак професси ҫыннисен тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта 170 ытла специалист тупӑшнӑ. Чӑваш Ен кулинарӗсене ЧР Кулинарсен ассоциацийӗн председателӗ Николай Уездный ертсе пынӑ. Вӗсем фестивальтен наградӑсемпе таврӑннӑ. Ирина Щетинина кулинар «Арт-класс» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Красноармейски районӗнчи ушкӑн карвинг енӗпе иккӗмӗш пулнӑ. Вӗсем наци апат-ҫимӗҫӗн хӑтлавӗнече те кубокпа диплом ҫӗнсе илнӗ. «Шеф-поварсен тупӑшӑвӗ» номинацире Сергей Абрамов виҫҫӗмӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Мускав проспектӗнче общество транспорчӗн чарӑнӑвне куҫарнӑ. Малашне «Афанасьев урамӗ» чарӑну И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хими факультечӗн корпусӗ патнерех пулӗ. Ҫакна мӗн тӗллевпе тунӑ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чарӑнӑва куҫарни «час пик» вӑхӑтра пӑкӑран хӑтӑлма пулӑшӗ. Тата акӑ мӗн интереслӗ: иртне ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче «Афанасьев урамӗ» шӑпах ҫав вырӑнта пулнӑ-мӗн. Каласа хӑвармалла: Шупашкар хула администрацийӗ маршрутчиксене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса ҫӳреме ыйтать. Астӑвӑр: ҫынсене чарӑнура ҫеҫ антарса хӑварма юрать. Ку йӗркене пӑснӑшӑн водителӗн 3-5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.