Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм теприне сӑмахпа хӑртса пӗтернӗ. Чӗлхине чараймашӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм теприн патне киле пынӑ. Хайхискерсем унччен те пӗр-пӗрне килӗштермен-ха. Хальхинче те вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Килнӗ хӑна кил хуҫи хӗрарамне ытти ҫын умӗнчех темӗн те пӗр каласа пӗтернӗ. Ҫак сӑмахсем унӑн чысне вараланӑ тесе хур курӑ хӗрарӑм ӑна суда панӑ.
Суд ун майлӑ пулнӑ. Харкашу ҫӗкленӗ хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 1000 тенкӗ штраф тӳлемелле.