Етӗрне районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын утӑ вӑрланӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ.
Етӗрне районӗн сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискерсем калаҫса татӑлнӑ та грузовик ҫине ларса «Чебаково» предприятин утӑ рулонӗсене вӑрлама кайнӑ. Вӗсем предприяти район администрацийӗнчен тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫитнӗ, 253 килограмм таякан ултӑ рулон тиенӗ. Палӑртмалла: пӗри 1100 тенкӗ тӑрать.
Арҫынсем кайран полицие пырса вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Айӑпне каҫарттарас тесе хайхискерсем предприятие утӑ рулонӗсен хакне тӳленӗ. Ҫапах суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Вӗсене патшалӑхшӑн 6-шар пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.