Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче пурӑнакансем те малашне ҫӗнӗ ФАПа ҫӳреме пуҫлӗҫ. Унти 250-а яхӑн ҫынсӑр пуҫне кӳршӗллӗ Ырашпулӑхӗнчи 120 ытла ҫын та пулӑшу ыйтма унта кайӗ. Паян ФАПа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Сывлӑх сыхлав учрежденийӗн хӗрлӗ хӑйӑвне каснӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумӗ —хысна, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Альбина Егорова, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тата ыттисем пулнӑ.
ФАПа, ҫӗнӗ ытти ҫавӑн пек учреждени евӗрех, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма пандус туса хӑварнӑ.
Фельдшерпа акушер пунктӗнче отрасльти пуян опытлӑ Калерия Иванова ӗҫлет. Тухтӑрта вӑл 38 ҫул ытла тӑрӑшать.