2018—2019-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енре тепӗр 50 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлмалла. Ҫакна паян республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялне фельдшерпа акушер пунктне уҫма кайсан вырӑнти халӑха каланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче республикӑри хӑш-пӗр районта тухтӑр ҫурчӗсем тата уҫмалла. Вӗсенчен пӗри Шупашкар районӗнчи Карачурара пулӗ. Анчах фельдшерпа акушер пункчӗ мар, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ. Хальччен те унта аслӑ пӗлӳллӗ тухтӑр ӗҫленӗ-ха. Анчах офисӑн хӑйне ята ҫурт пулман.
Ҫакна та пӗлтерер: 2013—2017 ҫулсенче ореспубликӑра 150 ФАП уҫнӑ. Маларах эпир асӑннӑ Красноармейски районӗнчи Шывпуҫӗнчи шучӗпе — 151-мӗш.