Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сергеев Леонид Павлович

Сергеев Леонид Павлович — чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ. 1929 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ҫурлатӑри ялӗнче ҫуралнӑ.

Леонид Павлович Раҫҫей Федерацийӗн (2002) тата Чӑваш Республикин (1990) тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1992, 2013), Чӑваш Енӗн Ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн Н.И.Ашмарин ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (2002) пулнӑ. 2000 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн профессиллӗ аслӑ пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ ятне панӑ.

Пурнӑҫӗ

1950 ҫулта Чӑваш патшалӑх пединститучӗн филологи факультетне, 1964 ҫулта чӑваш чӑлхипе литература кафедрин аспирантурине пӗтернӗ. Вӗрентекен, шкул директорӗ, районти ҫутӗҫ пайӗн пуҫлӑхӗ, ӑслӑлӑх сотрудникӗ пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсен институчӗн (халӗ ЧПГӐИ) чӗлхе пайне, вуникӗ ҫул (1972-1984) РСФСР Ҫутӗҫ министерствин Наци шкулӗсен ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн Шупашкарти лабораторине ертсе пынӑ. 1984–1991 ҫулсенче педагогика институчӗн пуҫламӑш вӗрентӳ кафедрин тата чӑвашпа вырӑс чӗлхисен кафедрин пуҫлӑхӗ пулнӑ. Халӗ — педуниверситетӑн чӑваш чӗлхи кафедрин профессорӗ.

Ӗҫӗсем

«Чӑваш чӗлхин Вӑрмар калаҫӑвӗ» темӑпа кандидат диссертацине (1965), «Чӑваш чӗлхин диалект системи (Диалектологи атласӗ)» темӑпа доктор диссертацине (1973) хӳтӗленӗ. 300 ытла ӑслӑлӑх, вӗренӳ, вӗрентӳпе меслетлӗх ӗҫӗсен авторӗ. Наука шыравӗсен тӗп теми — тӗрлӗ вырӑнти чӑвашсен калаҫу уйрӑмлӑхӗсем. Унӑн ӗҫӗсене В.М. Жирмунский, М.Ш. Ширалиев (Баку) академиксем, Ш.Ш. Сарыбаев профессор (Алма-Ата) тата ытти паллӑ ученӑй-диалектологсем пысӑк хак панӑ.

Леонид Сергеев чӑваш лексикографине те чылай пуянлатнӑ: «Чӑваш чӗлхин тӳнтер словарӗ», «Чӗлхе терминӗсен ӑнлантаруллӑ словарӗ», тӗрлӗ йышши фразеологи, синонимсемпе антонимсен тата орфографи словарӗсем пичетлесе кӑларнӑ.

Ача сачӗнчен пуҫласа аслӑ шкул таранах Леонид Сергеев ӑсталанӑ вӗренӳ кӗнекисемпе усӑ кураҫҫӗ. Аслӑ шкулсем валли кӑна 9 вӗренӳ кӗнеки пичетлесе кӑларнӑ, вӗсенчен пӗри — «Чӑваш чӗлхи» (ӑна ҫырма В.И.Котлеев хутшӑннӑ) Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме тивӗҫ пулнӑ. 2013 ҫулта вӑл тепӗр хут Патшалӑх премине тивӗҫнӗ, хальхинче — «Чувашский язык: диалектологический аспект. Том 1,2» ӗҫшӗн.

Леонид Сергеев гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн йышне кӗрет, аспирантсене ертсе пырать.

Пичетленнӗ ӗҫсем

  • Чӑваш чӗлхин диалектологи словарӗ. Ш., 1968;
  • Чӑваш диалектологийӗ. Аслӑ шкулсен вӗренӳ кӗнеки. Ш., 1992;
  • Чӑваш чӗлхи. Аслӑ шкулсен чӑваш филологи факультечӗссм валли. Ш., 1993, 2012;
  • Кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗ. Вӗренӳ кӗнеки. Ш., 1988;
  • Чӑваш чӗлхи методики. Пуҫламӑш шкул учителӗсемпе вӗсене хатӗрлекен факультет студенчӗсем валли. Ш., 2002 (ытти авторсемпе пӗрле);
  • Моргаушский район. Краткая энциклопедия. Ч., 2002;
  • Чувашский язык: диалектологический аспект. Том 1,2. Ч., 2008;
  • Сӑмах тӗнчи. Вӑтам шкулта вӗренекенсем валли. Ш., 2011.

Вуламалли

  • Тепляшина Т.И. Л.П. Сергеев. Диалектологический словарь чувашского языка. Ч., 1968. // Советское финноугроведение. Уфа, 1969;
  • Чернов М.Ф. Чӑвашсен паллӑ диалектологӗ // Ялав. 1979. 6 №;
  • Павлов И.П. Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи // Тӑван Атӑл. 1979. 6 №;
  • Петров Н.П. Первое вузовское//Сов. Чувашия. 18.1.1989;
  • Горшков А.Е. Паллӑ профессорӑн ҫӗнӗ кӗнекисем // Хыпар. 27.1.1996;
  • Федотов М.Р. Пурсӑмӑра та кирлӗ грамматика // Ком. ялавӗ. 14.1.1989.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-06-29 01:29:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10793 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем