Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 19 сехетсенче Шупашкарти 21-мӗш номерлӗ троллейбус Президент бульварӗпе пынӑ чух «Ярмарка» чарӑну тӗлӗнче инкеке лекнӗ: унӑн хыҫалти сулахай урапин корчӗ (тепӗр майлӑ каласан, каркасӗ) юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула транспортри чӳрече ваннӑ, троллейбус та сиенленнӗ. Транспортри пассажирсенчен пӗри урине ыраттарнӑ, ӑна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Инкек пулнине пӗлсен РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Аса илтерер, Шупашкарти троллейбус управленийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Чӑваш Енӗн Финанс министерстви предприятие республика хыснинчен 30 миллион тенкӗ укҫана 0,1% ставкӑпа 3 ҫуллӑха пама палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 1–2-мӗшӗсенче уйӑрасшӑн.

 

Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳри изолятор
Ҫӗрпӳри изолятор

Шӑп та лӑп талӑк каялла, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче (учреждени ҫав хулари Совет урамӗнчи 81-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) хуралҫӑ виллине асӑрханӑ. Инкек хурал пӳлӗмӗнче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын талӑклӑх дежурствӑра тӑнӑ.

Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку фактпа тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Асӑннӑ службӑн официаллӑ сайтӗнче изолятор пирки хыпарлакан хыпарта палӑртнӑ тӑрӑх, учреждени ертӳҫи — Антон Федоров. Унта 312 ҫынна тытма май пур.

Маларах эпир Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Балан Лапсарта тӑвакан следстви изоляторӗнче пулнине, унта харӑсах пӗр 500 ҫын вырнаҫаяссине пӗлтернӗччӗ.

 

Чӑвашлӑх

«Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли юрӑсем ҫырма укҫа малалла пухаҫҫӗ. Халӗ 30 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Тепӗр ҫавӑн чухлӗне яхӑн кирлӗ.

«Чӗлхене вӗренмелли уроксенче юрӑсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа май килнӗ таран ӑна ӗҫе кӗртмелле. Вӗренӳ министерстви укҫа ҫук тесе пулӑшмарӗ. Анчах эпир ӗҫе тӑсатпӑр, юрӑсене халех хатӗрлетпӗр. Аудифайлсем валли те укҫа кирлӗ. 100 тенкӗрен ытларах уйӑрнӑ кирек епле пулӑшу та пӗлтерӗшлӗ», — теҫҫӗ ку ӗҫпе тӑрӑшакансем. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кала-ха» страницӑна ҫыру ҫырма пулать е 68-50-51 номерпе шӑнкӑравламалла.

Хальлӗхе ҫак ҫынсем пулӑшнӑ: Алексей Осипов (Шупашкар), Александр Ковалев (Мускав), ятне кӑтартман ҫын (Шупашкар), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Евгений Никитин (Етӗрне), Ольга Николаева (Ульпи, Париж), Анатолий Миронов (Швеци), Марина Андреева (Шупашкар), Николай Иванов (хӑй ӑҫтанне кӑтартман).

 

Аçтахар Плотников 28.10.2017 08:14 | 9108 хут пӑхнӑ
Онлайн Чӑвашлӑх

Кунта эсир ЧНК ирттерекен Аслӑ пуху мӗнле иртнипе паллашма пултаратӑр. Аслӑ пуху иртнӗ май эпир сире унта мӗн пулса иртни пирки тӳрремӗн пӗлтерсе тӑрӑпӑр.

Аса илтеретпӗр, вӑл шӑматкун, 11 сехетре пуҫланмалла. Шучӗпе вӑл 10-мӗш, ҫавӑн пекех тепӗр ҫавра дата та пур — конгресс йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитрӗ!

//тӳрех асӑрхаттарар: смартфонпа ҫырнӑран текстра йӑнӑшсем нумай пулӗҫ. Фотосемпе аудиофайлсем те тӳрех, вырӑнтах лартнӑран, редакцилеменнисем пулӗҫ.

#ЧНК, #академи драма театрӗ, #пухусем, #чӑвашлӑх

Ҫакӑнпа эпир хамӑрӑн пӗрремӗш онлайн-трансляцие вӗҫлетпӗр. Пӗтӗмлетсе каласан, ЧНК тӗшшийӗ малтанхиех юлчӗ. Николай Угаслов — президент, Валерий Клементьев пӗрремӗш вице-президент. Вице-президентсен йышӗнче вара улшӑнусем. Унчченхисенчен унта эпир малашне Алексей Леонтьева, Нина Петровӑна, Олег Мешкова курмӑпӑр. Вӗсем вырӑнне Тимӗр Тяпкин, Олег Мустаев, Анатолий Ухтиарӑв пулӗҫ. Президиум йышӗ улшӑнманнипе пӗрех.

Ку онлайн хыпарлава илес пулсан ҫапла пӗтӗмлетӳсем тума пулать: шел те смартфон зарядки Аслӑ пухӑва йӑлт ҫутатма ҫитмерӗ. Паллах, эп маларах пуҫларӑм, 9 сехетрех. 13 сехетччен хамӑн смартфонпа кантармасӑр усӑ куртӑм теме пулать. Ҫапла май унӑн аккумуляторӗ 4 сехете ҫеҫ ҫитрӗ. Мероприятисен ытларах пайӗ кӗскерех пулнине шута илсен ҫитмелле.

Хальлӗхе онлайн функционалӗнче текста тӳрлетмелли пая ӑсталаман, ҫавна пула орфографи йӑнӑшӗсене тӳрлетме май ҫук. Каярах ӑсталӑп та пур текста та юсаса тухӑп. Ку онлайн хыпарлавра тем тесен те чи малта информацие сирӗн пата хӑвӑрт ҫитересси пулчӗ. Ҫавӑнпа та кӑлтӑксемшӗн каҫарма ыйтатӑп. //сӑмах май, Михаил Игнатьев сӑмахне тӗрӗслесе илӗп, енчен те вӑл пӗтӗмпех кӗмен пулсан тулли вариантне кӗртме тӑрӑшӑп.

Константин Яковлев Вера Кузьминичнӑна чечек ҫыххи парнелемесӗр чӑтаймарӗ.

К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи пай вӗҫленнӗ хыҫҫӑн халӑх оперӑпа балет театрне куҫрӗ. Кунта вара конгресс 25 ҫул тултарнине анлӑн палӑртрӗҫ. Аслӑ пуху вӑхӑтӗнче тухса калаҫманнисем вара хӑйсен сӑмахӗсене кунта каларӗҫ. Вӗсен йышӗнче Константин Яковлев, Атнер Хусанкай тата ыттисем.

Президиумра 24 ҫын хӑварчӗҫ.

//аккумулятор ларать.

Вице-президент пулма Клементьева (пӗрремӗш), Ивантаева, Мустаева, Тяпкина, Ухтиарова суйларӗҫ.

Мӑн Канаш ларӑвӗ пуҫланчӗ.

Ревизи комиссийӗн председательне Капитоновах хӑварчӗҫ.

Иккӗмӗш хут шутлаҫ.

Болгарскийне кӗртме сӗнчӗҫ, анчах 105-пех ҫырлахатпӑр терӗҫ. Болгарскийне кӗртмерӗҫ.

Пур ҫынсен хушамачӗсене вуласа пачӗҫ.

Унта пурӗ 105 ҫын кӗртрӗҫ. Хирӗҫ ҫук.

Халь Мӑн Канаш ҫыннисене суйлаҫҫӗ.

Угаслов малалла та президент пуласси пирки пӗлтерчӗҫ. Ваттисен пилне пачӗҫ.

Ухтиаровшӑн ... 2 ҫын иккен, вӗсенчен пӗри Тимӗр Тяпкин.

283 Угасловшӑн.

Ытти чухне шутламасӑрах сасӑларӗҫ те ку чухне шутласах теҫҫӗ. Кайран ыйусем ан пулччӑр тесе.

Угасловшӑн сасӑлаҫҫӗ. Мӗн чухлӗ сасӑланине шутлама пуҫларӗҫ.

Мустаева кандидатран илчӗҫ. Ухтиаровпа Угаслов хушшинче суйлӗҫ. :)

Олег Мустаев сӑмах калать. Мана шаннӑшӑн тавтапуҫ тет, пирӗн вӑхӑт ҫитӗ-ха тет. //ӳкерсе илеймерӗм.

Ухтиарова хӑварчӗҫ кандидатра.

Ухтиаров тухрӗ. Конгресс лайӑх ӗҫлет тет. Сӗннӗшӗн тав тет, анчах хам кандидатурӑна илме ыйтап тет.

Ӗҫлеме хатӗр тесе вӗҫлерӗ.

Халь вӗсен сӑмахӗсене итлетпӗр. Малтан Николай Угаслов тухрӗ. Николай Федорович ман команда пур, ӗҫлет тет. Влаҫрисемпе пӗрле ӗҫлетпӗр тет.

Виҫӗ кандидат иккен.

Тепри тухрӗ. Олег Мустаева сӗнчӗ.

Вӑл Шӑмӑршӑ каччине Анатолий Ильич Ухтиарова сӗнет.

Тяпкин тепӗр кандидатура сӗнет.

Президента суйлама пуҫларӗҫ. Угаслова виҫҫӗн сӗнчӗҫ рулас.

Ку документсем ӗнтӗ каярах вӗсен сайтӗнче пулӗҫ.

Чӗнсе каланине тата хушнине никӗс шутӗнче йышӑнчӗҫ, сасӑларӗҫ.

100 пинрен ытла пурӑнакан тӑрӑхсенче чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи шайне хӑпартмалла текен сӗнӳ пур.

Тухса калаҫакансем пӗтрӗҫ. Халь пӗтӗмлетӳллӗ сӑмаха Угаслов калать.

Алексей Леоньтев Архипов вӑхӑтӗнче лачакара пулманни пирки каларӗ, Станьял йӑнӑшать терӗ.

Всемирный конгресс чувашского народа ят ҫине улӑштарма сӗнчӗ.

Самартан хӗрарӑм тухрӗ. Ятне-хушаматне астуса юлаймарӑм.

Патшалӑх ӗҫӗпе пӗрлешсе ӗҫлесен ӗҫ тума пулать терӗ

Халь Олег Мустаев сӑмах илчӗ.

Елена Еньккана чи тӑвӑллӑ алӑ ҫупрӗҫ.

Стеоеотипсемпе кӗрешмелле терӗ.

Чӑвашла япаласем ачасеи валли ҫук, вырӑслисем кӑна терӗ.

Чӑвашсем вырӑсланса пынине курӑмлӑн кӑтартрӗ.

Елена Енькка сӑмах илчӗ. Чӑваш букварӗ 1991 ҫулта 31 пинпе тухнӑ терӗ, заль вара 3000 кӑна терӗ.

Тепӗр хут тӑвӑллӑ алӑ ҫупрӗҫ.

Пӗчӗк ыйтусемпе пысӑк ҫынсене чӑрмантармалла мар терӗ. Стратеги ыйтӑвӗсене тупмалла терӗ.

ЧНК-ран Путин патне ҫыру ҫырмалла терӗ.

Станьял та Угаслова хӑварма сӗнчӗ. Вӑл киличчен ЧНК "лачакараччӗ" терӗ.

1917 ҫулхи йышӑнусем, конгресӑн пӗрремӗш йышӑнӑвӗсене тепӗр хут вуламалла терӗ.

Халь Станьял сӑмах илет. Малтанхи тапхӑр йывӑр иртсеччӗ терӗ, 1992 ҫулхи ҫырусене вуласа пачӗ.

Малалла та Угаслова хӑварма сӗнӳпе тухрӗҫ.

Ивантаев кам-кам саламлӑ ҫыру яни пирки пӗлтерчӗ.

- Чӑваш халӑхне юратман ҫын вӑл лайӑх ҫын пулма пултараймасть, - терӗ Кураков

Кураков халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫакан уява чӗнчӗ. Парк тӑватпӑр терӗ. Вӑл Шупашкарти чт чаплӑ вырӑн пулӗ терӗ.

Атнер Хусанкач тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ.

Кураков Лев Понтелеймонович сӑмах илчӗ, ЧНК ӗҫне "лайӑх" тесе хак парать.

Иркутск облаҫӗнчи икӗ шкулта факудьтаиив шайӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентеҫ тет. Куншӑн пире укҫа-тенкӗпе те тивӗҫтереҫ тет.

ЧНК ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫей Акатуйӗсем питӗ пӗлтерӗшлӗ тет. Вӗсене хурлакансем йӑнӑшаҫҫӗ тет. Сирӗншӗн, республикӑрисемшӗн вӑл уявсем укҫана ахаль тӑкаклани пек кӑна курӑнать пулсан пире вӑл чӑваш культурипе сывласа илме май парать тет.

Иркутскри чӑвашсем ЧНК вӗсене яланах пулӑшать тет, мӗн ыйтан пӗтӗмпех питӗ хӑвӑрт тивӗҫтерет тет.

Хальхи ЧНК малтанхинчен лайӑхрах ӗҫлет терӗ.

Тӑхтав вӗҫленчӗ, Аслӑ пуху ӗҫе малалла тӑсрӗ. Андрей Яковлев, Крым культурӑпа наци автономийӗн ертӳҫи сӑмах илчӗ. Крым Раҫҫее кӗнӗ хыҫҫӑн пирӗн аталану ҫӑмӑлланчӗ ткрӗ.

Мандат комиссийӗн докладне сасӑласа ҫирӗплетрӗҫ.

Делегатсенчен хӑшӗ миҫере, мӗгле чыса тивӗҫнине каласа парать. 51% сӑмахран Аслӑ пухӑва пӗрремӗш хут хутшӑнаҫҫӗ.

//телефон зарячӗ ларать. Мӗн чухлӗ ҫырирап, ҫавӑн чухлӗ лартӑп. Кун хыҫҫӑн тӑхтав пулмалла, тег, ун вӑхӑтӗнче авӑрлайӑп.

Мандат комиссийӗн докладне Ара Мишши тӑвать. Пурӗ 320 кандидат терӗ.

Хӑйсем пирки каласа пачӗ, Угаслова тӳпеттей парнелерӗ.

Пӗтӗм тутарсен конгресӗн хӑни Шакиров сӑмах илчӗ.

Тӗмен КНАн 20 ытла уйрӑм, вӗсем пурте хастар ӗҫлеҫҫӗ терӗ.

Ираида Маслова сӑмах калать.

ЧНК-ан хальхи вӑхӑтра ГАЗ 3102 машин пур терӗ.

Конгресра паянхи куна пурӗ 949 пайташ тӑрать терӗ. Аслӑ пухура паян 320 делегат патнелле.

Тӗрӗслевпе ревизи комиссийӗн отчетне тӑвать. Капитонов хушаматли. Налук органӗсем вырӑсла ыйтнӑран хам отчета вырӑсла тӑвӑп терӗ.

Ҫамрӑксен театрӗ Ҫеҫпӗл кинотеатр ҫуртне куҫнӑшӑн Михаил Васильевича тав тӑватӑп терӗ.

Чӑвашла чи малтан ашшӗ-амӑшӗ вӗрентмелле терӗ. Вӗсем вӗрентмесен ри шкул ни интернет ку ӗҫе тӑваймасть терӗ.

Ача пахчисенче чӑвӑшла вӗренме пултараймарӑмӑр терӗ.

Ҫыравҫӑсене пӗр ушкӑна пӗрлештерме вӑй-хӑват ҫитереймерӗмӗр тет.

Республикӑра шкулсем, ача пахчисем, спортпа сывлӑх ҫирӗплевӗн комплексӗсене хута янӑ тесе Михаил Василтевича мухтаса илчӗ. Шел те, ҫав шкулсемпе ача пахчисенчен пӗри те чӑвашлӑхшӑн ӗҫлемест ҫав. Вӑй-хал культурипе сывлӑх ҫирӗпленӗвӗн комплексӗсем пирки сӑмах та ҫук. Хӑшӗ-пӗрин ячӗ чӑвашла пулнисӗр пуҫне шалта чӑвашли нимех те ҫук пуль вӗсенче.

Чӑваш ял ячӗсем вырӑсла хитре мар янрани пирки ыйту ҫӗклеҫҫӗ терӗ, ку ыйтупа ӗҫлетпӗр тет. Кун пирки ман шутпа 8-мӗш Аслӑ Пуху вӑхӑтӗнчех хускатма пуҫласа, анчах ыйту вырӑнтан хускални ӑирки илтмен-ха.

Регионсенчи наципе культура пӗрлешӗвӗсем лайӑх ӗҫлеҫҫӗ тесе каласа пачӗ.

Пирӗнтен уйрӑлнисене асӑнса пӗр минут ура ҫинче шӑп тӑчӗҫ.

ЧНК президенчӗ отчет турӗ. Ӑна йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитни пӗлтерӗшлӗ терӗ. Алексей Леонтьева ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ пирки хатӗрленӗ кӗнекешӗн тав турӗ.

Патшалӑх Канашӗн парнисене параҫҫӗ. Конгреса пачӗҫ.

Валерий Николаевич Филимонов сӑмах калать.

Элтепер 6 минут ытла калаҫрӗ, аудио тем кӗскерех пек... Йӗркеллех вырнаҫрӗ-ши?

Элтепер парнисене параҫҫӗ.

Михаил Игнатьевӑн салам сӑмахӗ.

Регламент ушкӑнне сасӑласа ҫирӗплетрӗҫ.

Мандат ушкӑнне виҫ ҫынран суйларӗҫ, шутлав ушкӑнне (5 ҫын), кун йӗркине ҫирӗплетрӗҫ.

Редакци ушкӑнне ҫирӗплетрӗҫ. Хирӗҫҫисем те тӑхтанисем те ҫук.

Президиум йышӗ

Президиум йышне ҫавӑн пекех Игнатьева, Филлимонова тата Черкесова кӗртрӗҫ.

Президиум йышне ҫирӗплетрӗҫ. Хирӗҫ ҫук тесе сасӑларӗҫ. Президиумра 12 ҫын.

Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хума ҫынсем яраҫҫӗ.

Алран кайми аки сухи гимн юрлаҫҫӗ.

Капла лайӑхрах.

Пуҫланчӗ.

Ҫиччас пуҫланать.

Халӑх зала вырнаҫать.

Михаил Васильевич ҫитрӗ.

Валери Туркай, Чӑваш халӑх поэчӗ:

Зал халӑха йышӑнма хатӗрленет.

Халӑх пухӑнса пырать.

Олег Цыпленков, Чӑваш патшалӑх киностудийӗн ертӳҫӗ ҫумӗ:

Федор Мадуров ЧНК-ра мӗнле улшӑнусем кӗртмелли ҫинчен каласа пачӗ.

Хырарсен стенчӗ.

Юрий Сементер, Чӑваш халӑх поэчӗ:

Пире йытӑ та сыхлать. Вӑт ҫапла.

Геронтий Никифоров, ЧНК президиум пайташӗ хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

Алексей Сӗрмек паянхи Аслӑ пуху пирки хӑй шухӑшӗсене пӗлтерчӗ.

Аслӑ пуху валли ҫапла кӗнеке кӑларнӑ. Хулӑм вӑл. Делегатсене парнелеҫҫӗ.

Аслӑ пуху программи ҫакнашкал.

Ак ҫапла саламлаҫҫӗ.

Аслӑ Пуху кунӗ те ҫитрӗ. Пирӗнпе юлсан эсир ҫак пухӑвӑн чи кӑсӑклӑ саманчӗсемпе паллашма пултаратӑр! Кӗске интервьюсем, пуху саманчӗсем, хыпарсене чи малтан пӗлтерни — йӑлт пирӗн сайтра пулӗ! Интернечӗ кӑна ӗнтӗ (леш, 4G текенни) театр ҫывӑхӗнче аван ӗҫлетӗр.

Интереслӗ пулмалла теҫҫӗ. Сас-хура ҫапларах пӗлтерет. Енчен те 8-мӗш пухӑва Николай Егорович Лукианов пӑлхатса илесшӗнччӗ пулас, паянхине вара Тимӗр Тяпкинсен команди интереслӗрех тӑвӗ. Хама та кӑсӑклӑ, ҫавӑнпа та театр патне Лапсартан халех тухатӑп.

Сӑнӳкерчӗксене тишкерсен ҫыннисем чӑвашла калаҫни темскер курӑнмасть. Ҫавра сӗтел ятне те пулин чӑвашла куҫарман. Икӗ енче икӗ пысӑк экран ҫакӑнса тӑрать. Иккӗшин ҫинче те — вырӑсла.

//пӗлсех тӑратпӑр, чи хуйхӑллӑ тема чӑваш чӗлхи пулнӑ ӗнтӗ. Анчах чӗлхене унпа усӑ курсан ҫеҫ ҫӑлса хӑварса аталантарма пулни пирки халӗ те пирӗн тӳре-шарасен пуҫне кӗреймест. Конгресс пуҫлӑхӗсен пуҫне те ҫак шухӑш ҫул уҫаймасть ҫав.

Тинех ҫавра сӗтел пирки официаллӑ информаци тухрӗ пулас.

gov.cap.ru/Info.aspx?type=news&id=3695793&gov_id=12 — кунта тӗплӗн кам тухса калаҫнипе, сӑнсемпе паллашма пулать.

VIII Аслӑ пухура тата тепӗр программа та пурччӗ. Унпа Николай Угаслов тухнӑччӗ.

chnk.ru/a/documents/10.html - вӑл программӑпа кунта паллашма пулать.

Аслӑ пуху пуҫланиччен «Алран кайми аки-сухи...» юрра итлесе пӑхма сӗнетпӗр.

//сасӑ вырнаҫтармалли май пурӑм. Тен ыран камран та пулин кӗске интервью илейӗп.

Ҫавра сӗтелте, пире пӗлтернӗ тӑрӑх культурӑпа наци автономисен ертӳҫисемпе тӗрлӗ министрсем тӗл пулнӑ, тухса сӑмах каланӑ. Культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, информаци политикин министрӗ Александр Иванов тата ыттисем. Хӑш-пӗр министерствӑран ҫумӗсем пынӑ терӗҫ.

Юрий Николаевич хальхи вӑхӑтра чӑвашла вӗренмешкӗн справка ҫыртарнипе Чӑвашра ҫеҫ мар, ун тулашӗнче анлӑрах усӑ курма сӗннӗ. Тӗслӗхрен, Тӗменре, Ӗренпурта, Самарта. Ҫапла май чӑваш чӗлхине вӗренте вырӑнта хысна уйӑрма сӑлтав пулӗ имӗш.

//сӑн хальлӗхе тупимарӑмӑр.

Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ЧНК президенчӗ пулма Николай Фёдоровичах шанса парӗҫ.

gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=2180684&gov_id=712 - 16 сехетре паян Элтепер администрацийӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ҫавра сӗтел иртмелле тет. Унта чӑвашсен наципе культура автономийӗсен пуҫлӑхӗсем пухӑнмалла пулас.

www.irekle.org/articles/i50.html - кунта эсир Николай Лукианов 8-мӗш Аслӑ пуху валли хатӗрленӗ программӑпа паллашма пултаратӑр.

Вӑл паянхи кун та актуаллӑ шутланать тесен йӑнӑшмӑпӑр.

Сӑмах май, Аслӑ пуху мӗнле иртмеллипе кӗскен ЧНК сайтӗнче паллашма пулать: chnk.ru/a/news/1100.html

Аслӑ пуху Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртмелле.

Майӗпен Аслӑ пухӑва хатӗрленетпӗр. Сире валли ҫӗнӗ формат уҫса парасшӑн — «онлайн» мелне. Кунашкалли республикӑри МИХсенче ҫукччӗ пулас. Эпир — пӗрремӗш.

 

Тӗнчере
Казах чӗлхи латин саспаллисемпе
Казах чӗлхи латин саспаллисемпе

Казахстан Президенчӗ Нурсултан Назарбаев паян Хушу кӑларнӑ — пӗчӗкшерӗн те майӗпен казах чӗлхине латин саспаллисем ҫине куҫарасси пирки.

Латин саспаллисем ҫине куҫасси темиҫе утӑмран тӑрать. Чи малтан — саспаллисен йышне ҫирӗплетесси. Ку ӗҫе паянхи хушупа пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫӗнӗ алфавитра пурӗ 32 саспалли, вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ — апострофлӑ пулӗ («ш», сӑмахран, «s'» пек ҫырӑнӗ).

Пӗтӗмӗшле кириллицӑран 2025 ҫул тӗлне хӑтӑлма йышӑннӑ. Латин саспаллисем ҫине вӑл вӑхӑт тӗлне кӗнеке пичетлессине, пичет кӑларӑмӗсене, хут ҫаврӑнӑшне куҫарса ҫитермелле. Шкулсенче латиницӑпа план тӑрӑх 2022 ҫултанпа вӗрентме тытӑнӗҫ.

Латиница ҫину куҫасси пирки Казахстанра 2012 ҫулта калаҫма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вара Н. Назарбаев латин саспаллисем ҫине куҫмалли плана хатӗрлеме ыйтнӑччӗ. Сӑмах май, Казахстанра латин саспаллийӗсемпе хальхи вӑхӑтра усӑ курма пуҫланӑ та. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи кӑтартмӑшсенче ял-хула ячӗсене кириллицӑпа та латиницӑпа та ҫырса хунӑ.

 

Хулара

Ҫак арҫын 1 399 тенкӗ тӑракан парфюм шывне вӑрланӑ. Шупашкарти Калинин районӗн сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрла Скворцов хушаматлӑ арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ «Магнит Косметик» лавккана кӗнӗ. Хайхискер «Lacost Natural» парфюм шывне кӗсьене чикнӗ те алӑк патне утнӑ. Сутуҫӑ ӑна таваршӑн тӳлеме ыйтнӑ, ку вара хӑлхине те чикмен.

Ҫакна пула унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Мӗншӗн приговор ҫав тери ҫирӗп-ха? Нивушлӗ парфюм шывӗ вӑрланӑшӑн 7 ҫул кирпӗч шутламалла? Арҫынна ҫирӗп айӑплама сӑлтав пулнӑ-мӗн. Вӑл унччен судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.

 

Республикӑра

2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ тӑкаксемшӗн хак каллех ӳсет. Анчах пирӗн республикӑра хак 3,9 процентран ытларах ӳсмелле мар.

Ӗнер РФ Правительстви регионсенче коммуналлӑ такаксемшӗн тӳлемелли виҫен вӑтам индексне палӑртнӑ. Чӑваш Енре ҫитес ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулта ку кӑтарту 3,9 процентран ытларах пулмалла мар. Кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта та ку кӑтарту ҫак процентпа танлашать.

2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра ку индекса 2,3 процент ӳстерме пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра

Улатӑр хули ейӗвӗ халех хатӗрленме тытӑнасшӑн. Ҫак кунсенче унта ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов пулса курнӑ.

Министр вырӑнти тӳре-шарапа тӗл пулса ейӳрен хӳтӗленмелли дамба тӑвасси пирки калаҫнӑ. Улатӑрта дамба хӑпартасси пирки хатӗрленӗ проекта Шыв ресурсӗсен федераци агентстви ырланӑ. Ӑна хӑш вырӑнсенче лартасси пирки юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче калаҫнӑ.

Дамбӑна хута ямашкӑн 450 миллион тенкӗ кирлӗ. Ӑна Улатӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыран хӗррипе тӑвӗҫ. Вӑл 7,8 ҫухрӑм тӑршшӗ, 3,5 метр ҫуллӗш пулӗ. Дамба 765 ҫурта ейӳрен хӳтӗлӗ.

Аса илтерер: 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче ейӳ вӑйлӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45486
 

Республикӑра

Пӑрачкаври ача ҫурчӗн директорӗн воспитани тата хуҫалӑх ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗ усӑ курманшӑн штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Виҫи пӗчӗкех мар: 80 пин тенкӗ.

Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ача ҫурчӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне, хӑйне преми парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн кӗсйине 70 пин тенкӗ кӗнӗ. Ҫапла вӑл ача ҫуртне 70 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Ҫак ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Директор тӗлӗшпе ку лару-тӑрӑва сирмелле тесе представлени ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45493
 

Тӗнче тетелӗ

Тӗнче тетелӗнче Шупашкарта хӑрушӑ маньяк ҫӳрет тесе сас-хура сарӑлнӑ. Вӑл ҫынсене вӗлерсе ваклать имӗш. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем пӗр-пӗрне хӑрушӑ историсем каласа кӑтартаҫҫӗ.

Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав маньяк темиҫе хӗре вӗлернӗ. Вӑрманта вӗсен виллин пайӗсене тупнӑ-мӗн, юнашар кӑвайт ҫуннӑ. Ҫавӑнтах маньякӑн перчеткине тупнӑ имӗш.

Шупашкарта маньяк чӑнах та пур-шим? Полици лӑпланма ыйтать: Шупашкарта нимӗнле маньяк та ҫук. Ку хыпар — суя. Следстви управленийӗ халӑх тетелӗнче, мессенджерсенче асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ. Унти пур хыпара та ӗненме ан васкӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45502
 

Страницӑсем: 1 ... 2251, 2252, 2253, 2254, 2255, 2256, 2257, 2258, 2259, 2260, [2261], 2262, 2263, 2264, 2265, 2266, 2267, 2268, 2269, 2270, 2271, ... 3901
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫу, 25

1957
68
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
53
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
44
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...