Вӗренӳ
![]() Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Первомайскинчи вӑтам шкула «Паянхи шкул вӗрентӗвӗнче чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсенче ҫӗнӗ ӑслайсемпе тухӑҫлӑ усӑ курасси» темӑпа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ. Килнӗ хӑнасене шкулти «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем (ертӳҫи- Елена Федоровна Сорокина вӗрентекен) юрӑ-сӑвӑпа кӗтсе илнӗ. Унтан уҫӑ уроксене саланнӑч. Алевтина Селиванова Трубина Мархви ҫырнӑ «Хӑнаран» хайлавӗ тӑрӑх ҫиччӗмӗшсемпе вернисаж урок кӑтартнӑ. Елена Сорокина ертсе пынипе 8-мӗш класра вӗренекенсем К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сӑнарсене тишкернӗ, паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Паянхи шкул вӗрентӗвӗнче чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсенче тухӑҫлӑ технологисемпе усӑ курмалли ҫинчен вӗрентӳ пайӗн методисчӗ Елена Перепелкина тухса калаҫнӑ, уҫӑ уроксене кирлӗ шайра, Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелесе ирттернине палӑртнӑ. Шкул ачисем «Нимене» чӑваш йӑли-йӗркине кӑтартнӑ, сӑвӑ каланӑ, юрланӑ, ташланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян Шупашкара республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем професси уявне пухӑннӑ. Календарьпе пӑхсан ку уяв юпа уйӑхӗнчех-ха, анчах вӑл вӑхӑтра уй-хирти ӗҫ вӗҫленсе ҫитеймест те, хресченсен уявне яланах чӳк уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Паянхи уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ. Професси уявӗсене пуҫтарӑннисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Залри пысӑк сцена ҫине тухиччен вӑл агропромышленность предприятийӗсен продукцийӗпе паллаштаракан курава пӑхса ҫаврӑннӑ. «Эпир сирӗнпе ака вӑхӑтӗнче, уй-хирти ӗҫ пынӑ вӑхӑтра час-часах тӗл пулнӑ. Эсир пурте пулас тухӑҫшӑн пӑшӑрханаттӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев. Вӑл отрасльте ҫаврӑнӑҫуллӑ ертӳҫӗсем йышланса пынине палӑртнӑ. Район администрацийӗсен ертӳҫисене Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма пулӑшма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Шупашкарта Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Аса илтерер, ӑна хӑҫан уҫассине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑччӗ. Туслӑх ҫуртне (вӑл Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ) юсама республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Раҫҫей Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Светлана Смирнова, Чӑваш Енри Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Лев Кураков, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, наци культура пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Паян Чӑваш Енӗн Стройминӗнче Хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗ иртрӗ. Малтанласа лару пӗр сехетре вӗҫленессе шанни тӳрре килмерӗ. Канаш ларӑвӗнче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ территорисене аталантарас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вӗсенчен иккӗшӗ микрорайон тӑвассипе ҫыхӑннӑ, тепри — яла аталантарассипе. Шупашкар районӗнчи Типҫырма патӗнче тӑватӑ хутлӑ ҫурт тӑвас шухӑшлисене ырламарӗҫ, юнашарти икӗ хула аталанӑвне шута илмен тесе «Спутник» микрорайон проекта тиркерӗҫ. «Юраково» микрорайон Шупашкар районӗнчи Арккасси ялӗнчен ҫурҫӗр еннелле вырнаҫӗ. 38,77 гектар лаптӑк ҫинче тӑватӑ хутлӑ ҫуртсем пулӗҫ. Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Кипечкасси ялӗ ҫумӗнчи 5 ытла гектар ҫинче ывӑлӗсемпе мӑнукӗсем валли пӳрт тӑвасшӑннине пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Алякинсем. Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче икӗ ачаллӑ хӗрарӑм пурӑнмалли вырӑнсӑр тӑрса юлнӑ. Алякинсен ҫурчӗ виҫӗ эрне каялла, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» портал пӗлтерет. Вут-ҫулӑм ҫӗрле алхаснӑ. Пушар хуралне ку хыпар ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра ҫитнӗ. Вырӑна тухнӑ пушарнӑйсем темӗнле кӗрешсен те пурӑнмалли ҫурта упраса хӑварайман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта ятарласа чӗртсе янӑ. «Вӑрӑран юлать, пушар вара нимсӗр хӑварать», — тенӗ ваттисем. Галина Алякина тата унӑн ҫул ҫитмен икӗ хӗрӗ пурӑнмалли вырӑнсӑр кӑна мар, документсемсӗр те тӑрса юлнӑ. Вут-ҫулӑм вӗсене пӗр тумтирсӗр, техника-япаласӑр хӑварнӑ. Алякинсем хӑйсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пулӑшасса чунран шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Оппозици активисчӗ Антон Кравченко ӗнер Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн ҫурчӗ умне пикета тухнӑ. Унта вӑл икӗ сехет таран тӑнӑ теҫҫӗ. Ҫапла тума ӑна Ҫӗрпӳри следстви изоляторӗнче арҫын хай ҫине алӑ хуни хистенӗ иккен. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра 2-мӗш следстви изоляторӗнче хуралҫӑ виллине асӑрханӑ. Кун пирки чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ_. Арҫын хӑйне мӑйӗнчен персе вӗлернӗ. Инкек хурал пӳлӗмӗнче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын талӑклӑх дежурствӑра тӑнӑ. Пӗччен пикета тухнӑ Антон хӑй те ҫав тытӑмра ӗҫленӗ иккен. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, алӑ хунӑ хуралҫӑ кредитпа хваттер илнӗ, арӑмӗпе уйрӑлнӑ. Хӑй ҫине алӑ хуриччен унчченхи мӑшӑрӗпе хирӗҫнӗ пулать. Пикета тухнӑ Антон Кравченко следстви изоляторӗнче кадр йывӑрлӑхӗ пуррине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Хусанкайсем: Гажидма Дамбаевна тата Атнер Петрович Бурят Республикинче тухса тӑракан «Информ Полис» хаҫатра иртнӗ уйӑхра «Хамбо лама благословил нашу семью» ятпа чӑвашри паллӑ ҫемье, Атнер Петровичпа Гажидма Дамбаевна Хусанкайсем, ҫинчен пысӑк статья пичетленнӗ. Атнер Петрович — филолог, литература критикӗ, публицист, наци юхӑмӗнче йӗр хӑварнӑ ҫын. Гажидма Дамбаевна — преподаватель, 1963-1982-мӗш ҫулсенче Буддистсен СССРти тӗп тӗн управленийӗн ертӳҫи пулнӑ Пандито Хамбо-лама XIX Жамбал-Доржи Гомбоевӑн пӗрремӗш куҫаруҫи пулнӑ. Бурят хаҫачӗ хӑйсен ентешӗ Гажидма Дамбаевна мӑшӑрӗпе тӑван тӑрӑхне пырсан ҫемьепе тӗл пулнӑ. Атнер Петрович мӑшӑрӗ Хамбо лама вӗсен ҫемйине ырӑ суннине тата вӑл чӑваш чӗлхине вӗренме хушнине те аса илсе каласа кӑтартнӑ. «Чӑваш чӗлхине вӗрен! Эсӗ унта пурӑнатӑн пулсан, вӑл — санӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыву», — тенӗ иккен буддистсен паллӑ манахӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ханты-Манси автономи округӗнче тӗпленнӗ Якимовсем «Ҫулталӑк ҫемйи — 2017» интернет-конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурса хутшӑнса финала тухнӑ 25 ҫемьерен чи маттурисене унти «Сургутская трибуна» (чӑв. Сургут трибуни) хаҫат сайтӗнче сасӑласа палӑртнӑ. Якимовсем, Юрийпе Майя, асӑннӑ тӑрӑха 2008 ҫулта тухса кайнӑ. Канаш районӗнче ҫуралнӑскерсем туя тӑван тӑрӑхра чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ. Майя Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче бухгалтера вӗреннӗ, Юрий — Канашри финанспа экономика колледжӗнче экономиста, каярах аслӑ пӗлӳ илнӗ. Пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑскерсем аякра пурӑнаҫҫӗ пулин те вырӑнти чӑвашсен «Туслӑх» наципе культура автономийӗпе ҫирӗп ҫыхӑну тытаҫҫӗ. «Пире атте-анне: «Чӑваш ятне ан яр», — тесе вӗрентнӗ», — пӗлтереҫҫӗ Якимовсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вячеслав Романов сӑн ӳкерчӗкӗ. Ӗнер паллӑ этнопедагог Геннадий Волков ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫачӗн паянхи номерӗнче ятлӑ-сумлӑ ҫак ҫыннӑн амӑшӗ ҫинчен Надежда Смирнова ӑш кӑмӑлпа ҫырса кӑтартнине пичетленӗ. Геннадий Никандровичӑн амӑшӗпе Евдокия Михайловна Волковӑпа, автор ӑна Альтук аппа тесе те палӑртнӑ, журналист икӗ хутчен тӗл пулнӑ иккен. Юлашкинчен тӗл пулнӑ чухне Евдокия Михайловна 92-ре пулнӑ. «Вӑтам пӳллӗ, имшеркке, шурӑ тутӑр айӗнчен кӗмӗл пӗрчӗсем вӗлтӗртетеҫҫӗ. Ӑсӗ-тӑнӗ хӑйпе пӗрлех. Шӳтлеме юратать. Калӑн, ун умӗнче пысӑк, сумлӑ ӗҫре палӑрнӑ ҫынсем мар, вун-вун ҫул каялли пекех катан пиртен ҫӗлетнӗ кӗпепе, ҫӳҫе шакла кастарнӑ пӗчӗк ывӑлӗсем лараҫҫӗ», — сӑнарлать автор этнопедагогӑн амӑшне. Кирек епле ватӑ пекех Евдокия Михайловна та ӑслӑ калаҫнине палӑрать статьяран. «Евдокия Михайловна чӑваш ачисем чӑвашла пӗлменнишӗн пит хурланса калаҫрӗ ун чухне: «Чӑвашла вӗрентмесен ача усал ӳсет, — терӗ вӑл. — Ӑсӗ хӗсӗнсех пырать, имшерленет. Вара чӑваш ачи тӑван килӗнче усрав ывӑл, усрав хӗр пулса тӑрать. Тӑван чӗлхесӗр тӑван кил ҫук, анне чӗлхисӗр ҫуратнӑ анне те — ама ҫури. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енре патшалӑх истори архивӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ хута кайнӑ. Ҫурта уҫма федерацин архив агентствин ертӳҫи Андрей Артизов, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра 750 пин ытла документа упранайӗ. Михаил Игнатьев Андрей Артизовпа Правительство ҫуртӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре архив тытӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ нумай ыйтӑва тишкернӗ. Хӑна пирӗн республикӑра архив ӗҫӗсен уйрӑмӗн пурлӑхпа техника бази чылай ҫӗнелнине, тытӑм ырӑ енне улшӑннине палӑртнӑ. Вӑл Патшалӑх архивӗн ҫуртне тӗпрен юсанине пысӑка хурса хакланӑ. «Объектра условисем ӗҫлеме ҫителӗклӗ. Документсем ӗмӗрӗпех паха упранасси те паллӑ. Информаци технологийӗ вӑй илсе пыни савӑнтарать. Пӗр сӑмахпа калас пулсан, хальхи пурнӑҫ таппипе тӳр килет ҫак учреждени», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |