Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ катинче вырнаҫнӑ «Йӗнӗ» (Берлога) кафене суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ уйӑхлӑха хупса хунӑ. Роспотребнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫапла тума тивнӗ. Суд приставӗсем кафе алӑкӗсем ҫине ҫӑра ҫактарнӑ та ӗнтӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Роспотребнадзор ӗҫченӗсемшӗн тӗлӗнмелли самай тупӑннӑ. Апатланӑш урайӗ, стенисем, холодильникӗ, савӑт-сапи таса мар пулнӑ, дезинфекцилемелли хутӑшсем вара пачах та курӑнман. Ку кӑна та мар, кафере ӗҫлеме ҫынсене санитари кӗнекисӗрех йышӑннӑ, вӗсене ятарлӑ тум та уйӑрса паман.

Ҫак кӑлтӑксене кура кафе хуҫине асӑрхаттарнӑ. Суд приставӗсем кафе ҫуртне тӑтӑшах пырса тӗрӗслӗҫ, виҫӗ уйӑхсӑр ӗҫлеме ирӗк памӗҫ.

 

Ӑслӑлӑх
Вӑл тӑрӑхри Улӑп тӑприсем
Вӑл тӑрӑхри Улӑп тӑприсем

Тува республикинче Раҫҫей тат Швейцари археологӗсем авалхи скифсен чи пысӑк Улӑп тӑприне тупнӑ. Унӑн диаметрӗ 140 метра ҫитет. Ӑсчахсен шучӗпе ӑна пирӗн эрӑчченхи VIII-IX ӗмӗрсенче хатӗрленӗ.

Улӑп тӑпри Уюк юханшыв хӗрринче вырнаҫнӑ, ҫавна май унӑн пӗр пайне шывпа юхтарса кайнӑ. Ҫавах ӑсчахсем унӑн 3D модельне хатӗрлесе вӑл мӗнле пулнине палӑрма пултарнӑ. Улӑп тӑприн пӗр кӗтесне чавса пӑхса йывӑҫ татӑкӗсене тупнӑ — вӗсем пирӗн эрӑчченхи IX ӗмӗрхисем пулни палӑрнӑ. Ҫавах та тӗп пайне тӗпченӗ хыҫҫӑн ӑсчахсем улӑп тӑприне тата та маларах вӑхӑтра тунине тупса палӑртасса шанаҫҫӗ.

Пурӗ ку тӑрӑхра темиҫе улӑп тӑпри вырнаҫнӑ. Пурӗ — ҫиччӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсенче чи сумлӑ ҫар ҫыннисене пытарнӑ. Сӑмахран, Аржаан-2 ятлинче 20 кило таран ылтӑн япаласем тупнӑ.

Аса илтеретпӗр, ӑсчахсен шучӗпе скифсем иран чӗлхеллӗ пулнӑ. Вӗсен тӳртен тӑхӑмӗ паянхи осетинсем шутланаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах скифсене чӑвашсен мӑн-мӑн аслашшӗ тесе шутлакансем те пур.

 

Раҫҫейре

Нумай пулмасть Тӗп банк 200 тата 2000 тенкӗллӗ хут укҫасене халӑха кӑларчӗ, вӗсем нумай пулмасть пирӗн тӑрӑха та ҫитрӗҫ. Ҫавах та ҫӗнӗ хут укҫа малтанхисенчен самай уйрӑлса тӑрать — хӑш-пӗр сутӑҫсем тата ахаль ҫынсем суя укҫа лекесрен шикленеҫҫӗ. Кӑна шута илсе «Гоззнак» смартфонсем валли ятарлӑ приложени кӑларӗ.

AppStore тата GooglePlay сервиссенче ӑна кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче уҫласа илме май пулӗ. Приложени ҫӗнӗ укҫасенчи кашни уйрӑмлӑхӗ пирки пӗлтерӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл япӑх тунӑ суя укҫасене те палӑртма пултарӗ.

Аса илтеретпӗр, 200 тенкӗллӗ хут укҫа ҫинче Севастополь хулине сӑнланӑ, икӗ пинлӗххи ҫинче вара — Восточный (чӑв. Тухӑҫ) космодромпа Русский (чӑв. Вырӑс) утрав ҫине хывнӑ кӗпере.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.ntv.ru/novosti/1971763/
 

Вӗренӳ
Гельнур Сабитова.
Гельнур Сабитова.

Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнчи вӑтам шкул директорӗ Гельнур Сабитова «Пӗтӗм Раҫҫейри «2017 ҫулхи шкул директорӗ» конкурсӑн дипломанчӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.

Патӑрьел районӗн официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи конкурс «Раҫҫейри шкул: ӑнӑҫу меслечӗсем» темӑпа иртнӗ. Пултарулӑх тупӑшӑвӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче Гельнур Нурулловна «Япӑх вӗренекенсӗр шкул: ертсе пырас ӗҫри ӑсталӑхӑм» ятлӑ эссе хайланӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта «Шкул ҫитӗнӗвӗсенче манӑн тӳпе те пур» ятпа хатӗрленӗ видеоматериалсене тӑратнӑ.

Палӑртса хӑварар, Пӗтӗм ҫӗршыври «Шкул директорӗ» конкурса Раҫҫей Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата «Сентябрь» издательство ҫулленех ирттереҫҫӗ. 2016 ҫултанпа йӗркеленекенскере вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисен курӑмлӑ ҫитӗнӗвӗсене асӑрхас тӗллевпе пуҫарнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Паян Шупашкарта хӗрарӑм-водителе пула ҫул ҫинче пысӑк инкек пулнӑ. «ВАЗ-21099» автомашина рульне тытса пыраканскер хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл «Лада Гранта» тата ВАЗӑн 15-мӗш моделӗпе ҫапӑннӑ.

«ПроГород» сайт пӗлтернине ӗненсен, инкекре хӗрарӑм-водитель хытӑ аманнӑ. Унсӑр пуҫне аварие лекнӗ автомобильсенчен пӗринчи пассажир суранланнӑ-мӗн.

Иртнӗ уйӑхра Шупашкар район территорийӗнче хӗрарӑм-водитель хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑччӗ. 28 ҫултискер Шупашкарти банксенчен пӗрне ӗҫе васканӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хирӗҫ ҫул ҫине кӗрсе кайса груз турттаракан «ГАЗель» машинӑпа ҫапӑннӑ. Кӳкеҫре ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи ялсенчен пӗринче пурӑннӑ хӗрарӑмӑн икӗ ҫулти ачи тата упӑшки юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/47200#&gid=1&pid=7
 

Ҫул-йӗр

Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 21 сехет те 45 минут тӗлӗнче, Шупашкар ҫывӑхӗнчи Сосновка поселокӗнче рейс автобусӗ инкеке лекнӗ. «Шупашкар—Сосновка» маршрутпа ҫӳрекен «ПАЗ» ҫине «ВАЗ-2110» автомобиль пырса кӗнӗ. Ҫулпа чипер пыракан автобуса ҫӑмӑл машинӑн шучӗпе ирттерсе ямалла пулнӑ. Анчах ҫакскер таҫта сӗкӗннӗ: те васканӑ, те хӑйне мӑнна хунӑ, те асӑрхаса ҫитереймен...

Инкек вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 3 пассажирпа 1 кондуктор ҫеҫ пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те, автобус водителӗ те аманман.

Ҫӑмӑл машинӑна тытса пыракан, Шупашкар хулинче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын кӑштах аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫӑмӑл машина хуҫине те, автобус водительне те эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленӗ. Автобус рульне тытса пыраканни тӑм урах пулнӑ, ҫӑмӑл машина хуҫи сыпни палӑрнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти агрегат савутӗнче инкек пулнӑ. Цехсенчен пӗринче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Хайхискер унта ӗҫленӗ. Инкек тӗлӗшпе следствичченхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун пирки паян, карлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков патӗнче иртнӗ канашлура Пӗрлехи хурал-диспетчер службин пуҫлӑхӗ Валерий Гладков пӗлтернӗ.

Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти цехӗнче тимӗр шӑратакан специалистра ӗҫленӗ хӗрарӑм виллине тупнӑ.

«Тӗп хулара вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пулса иртнӗ. Агрегат савучӗн цехӗнче предприятире вӑй хунӑ хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Ҫавна май халӗ тӗплӗ тӗрӗслев пырать», — хыпарланӑ Валерий Гладков.

Палӑртса хӑвармалла, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре производствӑра аманакан йышланнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта хула администрацийӗн ачалӑха сыхлакан пайӗн ӗҫченӗсем хулара ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ҫул ҫитмен ачана тупса палӑртнӑ. 15 ҫулти хӗрачан ашшӗ вилнӗ, амӑшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки паян «Про город» (чӑв. «Хула пирки») портал пӗлтерет.

Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хайхи ачан саккунлӑ опекунӗсем ҫук. Ҫул ҫитменскер кукамӑшӗ патӗнче пурӑнать. Хӗрарӑм мӑнукне лайӑх пӑхать, мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтерет.

Опекӑпа попечитель пайӗн ӗҫченӗсем ачана ӑҫта вырнаҫтарассине, кампа хӑварассине ҫитес вӑхӑтрах саккунпа килӗшӳллӗн татса парӗҫ.

Асӑнса хӑварар, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта тупса палӑртнӑ ку пӗрремӗш тӗслӗх. Иртнӗ ҫул ҫак вӑхӑталла тӳре-шара ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ виҫӗ ачана шута илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47187
 

Республикӑра

Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пичет ӗҫченӗсем професси уявне палӑртнине, вӗсене республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Калем ӑстисене, радиопа телевиденире, пичетӗн ытти органӗнче ӗҫлекенсене, ветерансене республика прокурорӗ Василий Пословский та саламланӑ. Вӑл ырӑ сунса ҫырнине прокуратура хайӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Пичет отраслӗнче ӗҫлекенсене надзор органӗн ертӳҫи пӗрлехи информаци пӗрлӗхне йӗркелекенсем тата пулса иртекен пулӑмсене вӑхӑтра ҫутатакансем тата тишкерекенсем, объективлӑ хак паракансем тесе хакланӑ. Журналистсене прокуратура органӗсен ӗҫне ҫутатнӑшӑн тав тунӑ.

Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Раҫҫей пичет кунӗ пулчӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Пичет отраслӗнче тӑрӑшакансен уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттерӗҫ.

 

Культура

Иртнӗ эрнекун Чӑваш Енре республикӑри культура ӗҫченӗсене чысланӑ. Ҫак отрасльте тӑрӑшакансене республика Элтеперӗ ячӗпе ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов саламланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн пурнӑҫ никӗсӗ — культура. Вӑл истори астӑвӑмне тата халӑхӑн ӑс-хакӑл хӑватне пӗр ҫӗре пухать. Ӳнер ӗҫченӗсем ҫынсене хайсен пултарулӑхне тата ӑсталӑхне панине те палӑртнӑ спикер.

Хӑйӗн сӑмахӗнче Валерий Филимонов Варнавӑна, Шупашкарӑн тата Чӑваш Енӗн митрополитне, ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.

Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Варнавӑна ведомствӑн «За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳшӗн) кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа хисеп тунӑ. Унпа ҫавӑн пекех СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫине Валерий Яковлева хавхалантарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2238, 2239, 2240, 2241, 2242, 2243, 2244, 2245, 2246, 2247, [2248], 2249, 2250, 2251, 2252, 2253, 2254, 2255, 2256, 2257, 2258, ... 3955
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.