Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнчи пӗр арҫын хреснамӑшне пусмӑрлама тӑнӑ. Хаяррине хыпса лартнӑ ҫав этем чиркӳре хӑйне тытнӑ хӗрарӑм патне сӗмсӗррӗн кӗрсе тӑнӑ. Ҫапла, Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 66-ри хӗрарӑм килне саккуна пӑсса пырса кӗнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна никам та кӗтсе тунсӑхламан.

Хӑнара хӑна пек тытас вырӑнне вӑл хреснамӑшӗ ҫумне ҫулӑхма тытӑнса кайнӑ. Лешӗ пӗтӗм вӑйран хирӗҫ тӑнипе ҫеҫ ирӗксӗрӗн пуҫтахланма май килмен. Тахӑш самантра хӗрарӑм чееленме шут тытна: хресна ывӑлне кухньӑран шыв ӑсса килме ыйтнӑ. Меллӗ самантпа усӑ курса вӑл чӳречерен тухса кӳршисем патне тарнӑ.

Суд арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха хупса хума йышӑннӑ.

 

Хулара

Юпа уйӑхӗнче Шупашкарти сакӑр общество чарӑнӑвӗн павильонӗсене улӑштарӗҫ. Вӗсем вырӑнне ҫӗннисене вырнаҫтарӗҫ.

Паянхи кун тӗлне хулари 12 павильона пуҫтараҫҫӗ. Ҫитес уйӑхра ҫӗннисене «Гастелло урамӗ», «53-мӗш шкул», «Ҫутҫанталӑк» лавкка», «Чебоксарец» лавкка», «Рашча», «Берендей вӑрманӗ», «Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗ», «Коопераци институчӗ» чарӑнусенче вырнаҫтарӗҫ.

Палӑртмалла: юлашки виҫӗ ҫулта Шупашкарта чарӑнусенчи 140 павильона ҫӗннипе улӑштарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗлӗшпе пӗтӗмпе 40 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Владимир Жерженов
Владимир Жерженов

Нумаях пулмасть Мускавра чӑваш салтакӗн виллине тупнине, ӑна 3 уйӑх шыранине сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 18 ҫулти ҫамрӑк унта контракт мелӗпе службӑна кайнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Владимир Жерженовӑн ӳтне Хӗрлӗ Чутай районне илсе килнӗ. Ӑна палласа илмешкӗн Мускав облаҫне амӑшӗ тата тӑванӗ кайнӑ.

Тӑванӗсене вилнине ӗнентерекен хут панӑ. Унта каччӑ мӗншӗн вилнине палӑртайманнине пӗлтернӗ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ-и е вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ-и? Хальлӗхе паллӑ мар. Тӑванӗ Владимир Муравьев каланӑ тӑрӑх, каччӑн малти пилӗк шӑлӗ пулман.

Ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнчи масар ҫине пытарӗҫ. Ун умӗн суд-медицина экспертизи ирттересшӗн, мӗншӗн тесен тӑванӗсен хальлӗхе уҫӑмланман ыйту нумай.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44865
 

Республикӑра

Чӑвашавтотранс пирки халӗ те калаҫма чарӑнман-ха. ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи парас ӗҫ малалла пырать.

Хальлӗхе Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсене парӑма парса татман-ха. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне ку кӑтарту 7 миллион тенкӗпе яхӑн танлашнӑ. Хальлӗхе ҫынсене авӑн уйӑхӗнчи шалӑва параҫҫӗ.

Предприяти пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм уйӑхсерен 3–4 миллион тенкӗ чакса пырать. Сӑмах май, Чӑвашавтотранс республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44917
 

Республикӑра

Халӗ тӗнче тетелӗнче япала сутакан нумай. Анчах ултавҫӑсем те тӗлӗрмеҫҫӗ, хӑйсем валли тупӑш тумалли майсем шырасах лараҫҫӗ.

Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм та ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хайхискер анлӑ сарӑлнӑ сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.

Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫамрӑк хӗрарӑм патне пӗр ҫын шӑнкӑравланӑ та ӗне илесси пирки пӗлтернӗ. Арҫынпа йӑлтах калаҫса татӑлнӑ вӑл, лешӗ унӑн карточки ҫине кӑштах укҫа куҫарма шантарнӑ. Ҫапла майпа арҫын хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлнӗ. Хӗрарӑм вара вӗсене никама та пӗлтермелле маррине шута хумасӑр йӑлтах каланӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑн карточки ҫинчен 6 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.

 

Хулара

Шупашкарта пӗр парк сахалрах. Ку — официаллӑ майпа кӑна, хӑй паркӗ вырӑнтах-ха.

«Шупашкар: 500 ҫул» паркӑн ятне официаллӑ майпа пӗтерме йышӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Алексей Ладыков ку парка пӗтересси ҫинчен алӑ пуснӑ.

Халӗ тӳре-шара пур документран та «Шупашкар: 500 ҫул» ята пӗтерме пуҫлӗ. Аса илтеретпӗр, паянхи кун ку лаптӑкра «Этническая Чувашия» (чӑв. Этникӑллӑ Чӑваш Ен) культурӑпа кану комплексне тӑвас ӗҫ пырать. Эппин, ҫитес вӑхӑтра транспорт чарӑнӑвӗн ятне те улӑштарӗҫ, урӑх ят парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44889
 

Республикӑра

Етӗрне районӗнчи полицейскисем автобуса чарнӑ. Унта вара Узбекистан ҫыннисем пулнӑ. Хайхискерсем Раҫҫейре саккунлӑ майпа пулман.

Узбексене Никольски салинче тытса чарнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем Мускавра ӗҫленӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхне кайма тухнӑ. Полицейскисем вӗсен докуменчӗсене тӗрӗсленӗ. Тӑххӑррӗшӗн Раҫҫейре пулмалли вӑхӑт иртсе кайнӑ-мӗн.

Йӗркене пӑснӑ ҫынсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав кунах вӗсене 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсен Раҫҫейрен каймалла, кунта вӗсем 5 ҫул килеймӗҫ. Водителе те лекнӗ. Ӑна та административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

 

Хулара

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пирус туртассипе кӗрешекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Ларура пурӑнмалли ҫуртсен подъездӗнче плакатсем ҫакма сӗннӗ.

Плакат ҫине пирус туртни сывлӑха сиен кӳни пирки ҫырмалла тата саккуна пӑснӑшӑн мӗн чухлӗ штраф тӳлемеллине кӑтартмалла.

Аса илтерер: саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, подъездра, лифтра, картлашка лапамӗсенче пирус туртма юрамасть. Ҫавӑн пекех нумай ҫуртлӑ хваттерсене кӗмелли алӑкран 15 метр ҫывӑхарах чӗлӗм мӑкӑрлантарма чарнӑ. Куншӑн 500-1500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.

Ларура ҫакнашкал сӗнӳсем те пулнӑ: тӑтӑшрах штрафламалла, йӗркене пӑснипе пирус туртман ҫынсене явӑҫтармалла, пирус туртма пӑрахнӑ ӗҫченсене хушма отпуск тата преми памалла.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри кашни районтах агрокласс уҫнӑ. Вӗсенче 500 яхӑн ача пӗлӳ илет.

Ҫавна май ӗнер, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта тӳре-шара, шкул директорӗсем, профессорсем, вӗрентекенсем тата 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем пухӑннӑ.

Паллӑ ӗнтӗ, шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксен хуласене тухса каяҫҫӗ те унтах юлаҫҫӗ, ял хуҫалӑх енӗпе диплом илнисен йышӗнче те тӑван тӑрӑхне таврӑнакан питӗ сахал. Юлашки вунӑҫуллӑхра ку ҫивӗч ыйтусем кӑларса тӑратрӗ. Ҫак сӑлтавпах иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Енри районсенче агроклассем уҫма пикенчӗҫ.

Ҫапла майпа агрокласс йӗркелекенсем паянхи ял хуҫӑлӑхӗнче чӗркуҫҫи таран пылчӑк ашмалла маррине, фермӑсем те тислӗк айне пулманнине ӗнентересшӗн. Аграрисем те тӑрӑшса ӗҫлесен укҫа тума пултарнине тӗслӗхсем урлӑ кӑтартса парасшӑн. Ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗсем вара аслӑ классенче вӗренекенсене ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Внешэкономбанк (чӑв. Тулашэкономбанк) «Трактор савучӗсем» концернран 30 миллиард тенке яхӑн шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫак хыпар хыҫҫӑн халӑхра тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хайхи савут панкрута тухасси пирки калаҫма-ҫырма тытӑнчӗҫ. Ку эрнере «Коммерсантъ» статья пичетлесе кӑларнӑ, унта Внешэкономбанк «Трактор савучӗсем» концернӑн аталану планӗ ӑнӑҫсӑррине, ҫавна май предприятие панкрута кӑлармашкӑн ыйту ҫӗклессине палӑртнӑ.

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин «Промтракторта» пулнӑ, асӑннӑ сас-хура пирки хӑйӗн шухӑшне каланӑ. Савутри лару-тӑрӑва хакланӑ май вӑл предприяти панкрута тухассине ҫирӗплетмен, ҫав вӑхӑтрах хирӗҫлемен те. Министр шантарнӑ тӑрӑх, концерн панкрута тухсан та ӗҫлеме пӑрахмӗ.

«Ку ыйту пирки ҫывӑх кунсенчех татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ, панкрутлӑх процедурине пурнӑҫлани предприяти ӗҫӗ-хӗлне витӗм кӳмӗ», — тенӗ вӑл.

Чӑваш халӑх сайчӗ республикӑри пысӑк предприятири ӗҫ-пуҫа сӑнаса тӑрӗ. Унта хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен 8 пине яхӑн ҫынна урама кӑларса ямасса шанас килет.

 

Страницӑсем: 1 ... 2231, 2232, 2233, 2234, 2235, 2236, 2237, 2238, 2239, 2240, [2241], 2242, 2243, 2244, 2245, 2246, 2247, 2248, 2249, 2250, 2251, ... 3855
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.