Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.8 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмне Юрий Кислов ертсе пырӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 09.11.2018 10:06 | 423 хут пӑхнӑ
Политика
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ конференци ирттернӗ, унта уйрӑм ертӳҫи пулма Юрий Кислова шаннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.

Депутатсен ытларахӑшӗ шӑпах Юрий Кисловшӑн сасӑланӑ, ҫавна май вӑл уйрӑм ертӳҫи пулса тӑнӑ. Аса илтерер: Юрий Кислов Улатӑр районӗнчи Кувакино салинче 1954 ҫулта ҫуралнӑ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӗренӳ мастерӗ, техникум директорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 30 ҫула яхӑн Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн директорӗ пулнӑ. Халӗ те вӑл унтах аталану директорӗнче вӑй хурать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, ача-пӑча фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗ.

#Улатӑр районӗ, #партисем, #депутатсем, #персона, #политика, #Кувакино

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пенси реформине камсем майли паллӑ
2018, 07, 20
Етӗрнере те оппозицие пухӑва кӗртмен
2018, 08, 14
Чӑваш Ен ҫыннисем «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫее» шанаҫҫӗ
2018, 09, 10
Чӑваш парламентӗнче пуҫлӑхсем ылмашнӑ
2018, 09, 22
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» Аксакова ылмаштарасшӑн
2018, 10, 31

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org