Политика
![]() Ӗнер пирӗн республикӑра Раҫҫейри пекех Пӗрлехи сасӑлав кунӗ пулчӗ. Ун вӑхӑтенче вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсене хушма суйлав иртрӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче 82 мандат валли депутат суйларӗҫ. Суйлав иртмен муниципалитетсем те пулчӗҫ. Вӗсем — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Элӗк районӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура суйлав ыйтӑвне те хускатнӑ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков унта пӗлтернӗ тӑрӑх, 82 мандатран 81-шне «Пӗрлӗхлӗ Раҫсей» парти пайташӗ йышӑннӑ. Тепринче — нихӑш парти те тӑратман кандидат. Александр Цветков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ республикӑра социаллӑ пурнӑҫпа политика тытӑмӗнче стабиллӗх хуҫаланнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |