Чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, 20-мӗш ӗмӗрпе 21-мӗшӗн пуҫламӑшӗнче тивӗҫлипех ырӑ йӗр хӑваракан Вера Кузьмина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарӗ. Сцена ҫине вӑл пуҫласа пуснӑранпа пӗлтӗр 70 ҫул ҫитнӗ. Ҫак икӗ паллӑ кун ячӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткин юбилей каҫӗ иртӗ.
Театр ӳнерне тарӑннӑн ӑнланакансем Вера Кузьмина амӑшӗн сӑнарне уйрӑмах ӑста калӑпланине палӑртма кӑмӑллаҫҫӗ. Чӑн та, хӑватлӑ, йывӑр пулсан та ҫирӗп кӑмӑллӑ амӑшӗсене сӑнарланӑ вӑл. Ҫакна пӗлсех Борис Чиндыков драматург хӑй вӑхӑтӗнче «Хура Чӗкеҫ» моноспектакль ҫырнӑ. Хайлава вӑл Вера Кузьмина валли ятарласа шӑрҫаланӑ.
Сумлӑ артистӑн юбилей каҫӗ чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Ун вӑхӑтӗнче саламсем янӑрӗҫ, Вера Кузьмина вылянӑ спектакльти сыпӑксене кӑтартӗҫ.