Культура
![]() Геннадий Афанасьев Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн йышӗнчи хастарсенчен пӗрне, Геннадий Афанасьев поэта, сӑвӑ кӗнеки пичетлесе кӑларма вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлӗхӗ тата облаҫ Думин депутачӗ Артем Зайцев (вӑл та чӑваш) пулӑшӗ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫуртне ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Геннадий Афанасьев Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш иккен. Анчах вӑл Ҫурҫӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ. Пӗлтӗр поэт Тӗмене куҫса пынӑ. Сӑввисене вырӑсла ҫырать. Хальлӗхе унӑн пӗр кӗнеке пичетленнӗ те иккен. Иккӗмӗшне кун ҫути кӑтартма «Тӑван» ассоциаци тата Тӗмен облаҫӗн Думин депутачӗ Артем Зайцев чӑваш пулӑшӗ. Геннадий Афанасьев вырӑнти чӑвашсен ассоциацийӗ Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе вырӑнти хастарсене пухса ирттернӗ уявра аякри ватӑ йӑхташӑмӑрсене хай ҫырнӑ сӑввипе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Элеватора чысланӑ самант Нумаях пулмасть Мускаври Тӗнчери промышленность академийӗ «Арман — 2017» Пӗтӗм тӗнчери XV конференци ирттернӗ. Унта "Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ" акционерсен обществи те хутшӑннӑ. Мероприятирен предприятин филиалӗ, Шупашкарти элеватор, ырӑ хыпарпа тата савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ: республикӑн тӗп хулинчи ҫӑнӑх авӑртакансем Раҫҫейри чи лайӑх арман шутне кӗнӗ. «Раҫҫейри чи лайӑх арман» иртнӗ ҫулхи конкурса темиҫе номинаципе пӗтӗмлетнӗ. Талӑкра 500 тонна ытла тӗш тырӑ тирпейлекеннисен хушшинче Шупашкарти элеватора Раҫҫейри чи лайӑх арман тесе йышӑннӑ. Ҫак ята предприяти хӑйӗн кун-ҫулӗнче тӑваттӑмӗш хут йышӑнать. Конференцире тыр-пул тирпейлес, продукци пахалӑхне лайӑхлатас, отрасле ҫӗнетес ыйтусене хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юманай ачисем Чӑваш Енре ҫурт-йӗре ӑшӑ пама пуҫларӗҫ-ха. Ӑна яланхиллех чи малтан социаллӑ учрежденисене ҫитереҫҫӗ, кайран — пурамалли ҫуртсемпе промышленноҫ предприятийӗсене. Ҫапах та республикӑри хӑш-пӗр объектра паян кун та сивӗ-ха. Ҫакӑ ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунти кунсерен ирттерекен канашлура палӑрнӑ. Нумай объекта тунти кун—ытлари кун ӑшӑ пама палӑртнӑ. Газпа тивӗҫтерекенсен умӗнчен парӑмсем пурри те чӑрмав кӳрет, ҫапах та яваплисем ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме шантарнӑ. Хальлӗхе 5 ача пахчипе 9 шкулта ӑшӑ паман иккен. Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗ Юрий Исаев вӗренӳ заведенийӗсене ӑшӑ парассине ҫывӑх кунсенчех вӗҫлеме шантарнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑшӑтма тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 25-мӗшӗччен таварсен хакӗ епле вылянине Чӑвашстат тишкернӗ, пӗтӗмлетӗве Чӑваш Енӗн Экономика министерстви хӑйӗн сайтӗнче пичетленӗ. Ӑна тишкерсен куллен кирлӗ хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хакланни курӑнать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ тапхӑрта кишӗр 22% (6,5 тенкӗ), ҫӗр улми 21% (4,6 тенкӗ), пуҫлӑ сухан тата панулми 15% (3,8 тата 13,4 тенкӗ), купӑста 14% (1,9 тенкӗ), сахӑр 14% (5,6 тенкӗ), хуратул 5% (2,1 тенкӗ), вермишель 3% (1,1 тенкӗ) йӳнелнӗ. Сысна какайӗн, кӑлпассин, ӳсен-тӑран ҫӑвӗн, хӑйман, тӑварӑн хакӗсем вара улшӑнман. Ҫав вӑхӑтрах чӑх ҫӑмарти хакӗ 14% таран ӳснӗ. Унсӑр пуҫне тӑпӑрчӑ — 6,7 тенкӗ, чей — 18,1 тенкӗ, 1 тата 2-мӗш сортлӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр — 1 тенкӗ, шӑнтнӑ пулӑ — 3 тенкӗ, сыр 6,6 тенкӗ хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Полицейскисем пысӑк парти наркотик ҫулне пӳлнӗ. 100 доза яхӑн синтетика хутӑшӗ сиенлӗ ҫак йӑлапа туслӑ ҫынсем патне ҫитмӗ. Наркотике Чӑваш Енре, Мари Элта, Новгород облаҫӗнче сарма палӑртнӑ-мӗн. Малтанах Шупашкарта кӳршӗ патшалӑхри икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем наркотик илсе килсе сарнӑ. Вӗсенчен 2 килограмм ытла наркотик туртса илнӗ. Унтан Самар облаҫӗнчи икӗ ҫынна тытнӑ. Вӗсем 7 килограмм наркотик кӳрсе кӗме хӑтланнӑ. Спайс тултарнӑ хутаҫсене вӗсем саппас кустӑрман камеринче пытарнӑ. Хайхискерсене Хыркасси постӗнче тытса чарнӑ. Тепӗр ҫынна, Аслӑ Новгород ҫыннине, каярахпа тытнӑ. Шупашкарта тара илнӗ хваттерте пурӑнакан 21 ҫулти каччӑна та тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 3 килограмм наркотик хутӑшӗ пулнӑ. Пурин тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: туртса илнӗ наркотик 50 миллион тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти икӗ шкул вӗренекенӗсем Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн солисчӗсен йышне кӗнӗ. 500 ачаран 19-шӗ ҫеҫ сумлӑ ята тивӗҫнӗ. «Артек пысӑкӑш шкул» 10-мӗш пултарулӑх сменине Раҫҫейри 65 регионти ачасенчен тӑракан Раҫҫей ача-пӑча хорӗ хутшӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 20-мӗшӗччен ачасем концерт программине хатӗрленисӗр пуҫне хорти чи лайӑх солист ятне илессишӗн тупӑшнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх 19 солист йышне Шупашкарти 47-мӗш шкулта ӑс пухакан Юлия Чапрасова тата 49-мӗш шкулта пӗлӳ илекен Евгений Сбитнев кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗнӗ «Артек-Арена» комплексра сцена ҫине тухнӑ. Чи лайӑх солистсен Кремльти патшалӑх керменӗн сцени ҫине тухмалла пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрманта ҫамрӑксем ҫухалса кайнӑ. Икӗ йӗкӗте ҫӗрӗпех шырани пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан икӗ ҫамрӑк авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. Вӗсенчен пӗри техникумра вӗренет, тепри – шкулта. Хайхискерсем вӑрмана пӗр шикленмесӗрех ҫул тытнӑ. Ара, унччен вӗсем унта пӗрре кӑна пулман вӗт. Анчах каччӑсем урӑх сукмакпа кайма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӗсем киле каймалли ҫула тупайман. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне, полицие шӑнкӑравланӑ. Ҫав вӑхӑталла тӗттӗмленме пуҫланӑ. Ҫамрӑксен вӑрмантах ҫӗр каҫма юлма тивнӗ. Полицейскисем вӗсене мӗн тумаллине вӗрентнӗ. Каччӑсем кӑвайт чӗртнӗ, ӑна ҫӗрӗпех сӳнтермен. Ирхине вӗсене каллех шырама пуҫланӑ. Каччӑсем ҫав вӑхӑталла вырӑнти лесникӑн палли патне тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри вӑрмансенче йывӑҫсен вӑррисене пуҫтарас ӗҫ хӗрсех пырать. Пухсан вӗсене Вӑрмана хӳтӗлекен центра кӳрсе килеҫҫӗ. Малтан вӑрра уйӑраҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫак ӗҫе алӑпа тӑваҫҫӗ. Унтан унӑн шӑтаслӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавна май унӑн класне палӑртаҫҫӗ. Экспертиза витӗр тухнӑ хыҫҫӑн вӑрра Йӗпреҫре вырнаҫнӑ фонда ӑсатаҫҫӗ Пӗр пайне саппас валли хатӗрлеҫҫӗ. Тепӗр пайне ҫуркунне питомниксенче акаҫҫӗ. Ытларах чухне хыр, чӑрӑш, ҫӑка тата хурӑн вӑррисене пухаҫҫӗ. Сӑтӑрҫӑҫем тупӑнсан вӑрмансене ятарлӑ хутӑшпа сапаҫҫӗ. Юманлӑхсем йӗркене кӗнӗ. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен вӑрманӗсенче вара лару-тӑру япӑхрах. Комсомольски районӗнчи вӑрман участокӗнче 100 яхӑн гектара ятарлӑ хутӑшпа сапнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Акци йӗркелӳҫисем. Ҫӗмӗрлере Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне халалласа «Аҫу-аннӳ патне шӑнкӑравла» ятпа хӑйнеевӗрлӗ акци ирттернӗ. Ҫапла майпа йӗркелӳҫӗсем аслӑ ӑрӑва тимлӗх кирлине, вӗсем патне уявсенче кӑна мар, куллен шӑнкӑравламаллине аса илтересшӗн пулнӑ. Эрнекун 3-мӗш вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекенсемпе Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан компекс ӗҫченӗсем урама тухнӑ, иртен-ҫӳрене листовка тата пӗчӗк ялавсем валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем иртсе пыракансене ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хула ҫыннисем ку акцие ырланӑ, ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравлама шантарнӑ. Тӗрӗссипе, паянхи кун кӗсье телефонӗ ҫумра, хамӑра ҫуратса ӳстернӗ ҫынсем патне шӑнкӑравлама пӗрре те кӑткӑс мар. Апла пулсан акци йӗркелӳҫисен сӗнӗвне асра тытар: уявра кӑна мар, ытти чухне те вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Владимир Горбунов вӗрентекен ачапа Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпах Патӑрьелӗнчи ӳнер шкулӗн Сӑкӑтри уйрӑмӗнче пултаруллӑ ачасене аталанма майсем туса парас, вӗсен ӑсталӑхне уҫса палӑртас тӗллевпе ҫамрӑк художниксен урокӗсем иртеҫҫӗ. Уроксене Владимир Горбунов ертсе пырать. Кун пирки Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ӳнер шкулӗн филиалӗ Сӑкӑт шкулӗнче чылай ҫул ӗҫлет. Ҫак пултарулӑх ҫулӗпех малалла кайнисем те пур иккен. Паян та кунта алла сӑрӑ-кӑранташ тытнисем — ҫирӗм тӑваттӑн. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса час-часах малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса те таврӑнаҫҫӗ. Патӑрьел районӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ «Асамат кӗперӗ» ачасен уявӗнче Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова, Екатерина Тестова, Лия Чернова арт-площадкӑра пулса хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарнӑ, Тав хучӗ илме тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдорова Любовь Михайловна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |