Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ӗҫ вӑхӑтӗнче пуҫлӑх патӗнче ӗҫленӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 11.04.2019 06:41 | 216 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе РФ Хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн подразделенийӗн ӗҫченӗсем тӑратнӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ. Колони пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн явап тыттарасшӑн.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен хайхи ҫын хӑйне пӑхӑнакансене килӗнче ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫлеттернӗ. Вӗсем пуҫлӑхӑн Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрринчи хваттерӗсемпе хуҫалӑхӗнче, ҫавӑн пекех арҫыннӑн паллаканнисен Шупашкарта тата Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ хуҫалӑхӗсенче ӗҫленӗ.

.

#хӑрушсӑрлӑх служби, #тӗпчевҫӗсем, #пуҫиле ӗҫсем, #Шупашкар, #Сӗнтӗрвӑрри, #Муркаш районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Министра пулӑшнисене хваттерӗсене ухтарма йышӑннӑ
2019, 01, 11
Ленинграда ирӗке кӑларнӑ ветеран 95 ҫул тултарнӑ
2019, 01, 27
Тӗрмерисене телефон панӑшӑн суд тунӑ
2019, 01, 25
Ачисене пӗччен ӳстерекен арҫынна айӑпласшӑн
2019, 01, 29
Укҫа пур ҫинчех курмӑш пулнӑ
2019, 03, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org