Культура
![]() «Четыре солдата в поисках мира» спектакль саманчӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗ Алекс Бьерклундӑн «Четыре солдата в поисках мира» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле куракан умне кӑларма хатӗрленет. Ку спектакле театр труппи «Пӗчӗк хулари театрсем» федераци проектне хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе лартать. Сӑнав театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Проворов палӑртнӑ тӑрӑх, театра федераци хыснинчен 5 миллион та 506 пин тенкӗ панӑ, республика та укҫа уйӑрнӑ: 611800 тенкӗ. Ҫак нухратпа театр хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсем, сцена эффекчӗсем валли ытти оборудовани, декораци тата тум туяннӑ. Асӑнса хӑварар, ҫак спектакле театр артисчӗсем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Чикмере, Чулхулара тата Чӗмпӗрте кӑтартасшӑн. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫитес ҫул Раҫҫейри пӗчӗк хуласен театрӗсен фестивальне хутшӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сызрань хулинче Халӑхсен туслӑхӗн «Добро пожаловать, соседи!» (чӑв. Кӳршӗсем, ырӑ сунса кӗтетпӗр) фестиваль иртнӗ. Мероприятие нимӗҫсен «Надежда» (чӑв. Шанчӑк) центрне пыракан Расима Салаватова йӗркеленӗ. Унта Сызраньти наципе культура центрӗсемпе автономийӗсем, ҫав шутра чӑвашсем те, хутшӑннӑ. Чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Надежда Назарова чӑвашсем хӑнасене епле кӗтсе илнипе паллаштарнӑ. Вӑл чӑвашсен «Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантарса яма пар» (ҫӑлкуҫра кӗлӗ сӑмахне «Продрогшего отогрей, голодного накорми» куҫарупа илсе кӑтартнӑ, ӑна ваттисен сӑмахӗ тенӗ — Авт.) кӗлӗ сӑмахӗсем пурри пирки пӗлтернӗ. Тарават тени те чӑвашсен хӑналанине, хисепленине пӗлтерет. Чӑвашсен ҫемье уявӗсем нумай тенӗ Надежда Назарова. Унта ҫемье пуҫӗн, кил хуҫи арӑмӗн, хӗрсемпе ывӑлсен ролӗ пуррине ӑнлантарнӑ вӑл. Чӑвашсен фольклор ансамблӗ те уява хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫтерлӗри (Стерлитамакри) патшалӑхӑн театрпа концерт пӗрлешӗвӗнче «Питравка» уяв иртнӗ май ҫамрӑк чӑваш эстрада юрӑҫисен «Шӑпчӑк сасси—2017» конкурс иртнӗ. Уява Пушкӑртстан Республикин Культура министерстви, Пушкӑртстанри Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ, Ҫтерлӗри чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Ҫтерлӗри «Самана» продюсер центрӗ, Суук-Чишмари чӑвашсен историпе культура центрӗ йӗркеленӗ. Конкурса 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи хӗрсемпе каччӑсем хутшӑннӑ. Мероприяти кунӗнче «Питравка» уяв иртнӗ май Виктор Захаров тата Николай Васильев шӑпӑрҫӑсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Уява «Шевле» фольклор ансамблӗ тата «Тавах» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Курав та ҫав кун ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар хулинче икӗ ача пахчине реорганизацилеме йышӑннӑ. 6-мӗш «Малахит» ача пахчине 137-мӗш ача пахчипе пӗрлештерӗҫ. 279-мӗш номерлӗ йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва хула администрацийӗн сайтӗнче паян пичетленӗ. Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче йышӑнӑва мӗнле-мӗнле саккунсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланине асӑнса кайнӑ. Ача пахчисем иккӗшӗ те Чапаев урамӗнче вырнаҫнӑ. «Малахит» ача пахчи 1-мӗш «Б» ҫуртра вырнаҫнӑ, 137-мӗшӗ асӑннӑ урамри 24-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗ тата пурлӑх комитечӗ халӗ реорганизаципе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫак кунсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Рэдиссон Ройал Москва» хӑна ҫурчӗн конгресс-паркӗнче этнос тата регионсенчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсен медиафорумӗ ӗҫлет. Ун пекки халиччен пулман. Мускаври форума «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ – тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина тата Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫат журналисчӗ Светлана Кузнецова хутшӑнать. Медиафорума Мускав хулин Наци политикин тата регионсем хушшинчи ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен департаментпа Этноссем хушшинчи журналистика гильдийӗ йӗркеленӗ. Форума РФ Журналистсен союзӗн ҫӗнӗ ертӳҫи Владимир Соловьев тата ыттисем тухса калаҫнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина «Детские и молодежные СМИ» (чӑв. Ача-пӑча тата ҫамрӑксен МИХӗсем) ятпа иртнӗ дискуссие хутшӑннӑ. |
Хӗсмет
![]() Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Питӗр хулинче Ҫӗрпӳре 60 ҫул каялла ҫуралнӑ контр-адмиралпа, морякпа, 2013 ҫултанпа Мурманск облаҫӗнчи халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулнӑ Владимир Воротниковпа сывпуллашӗҫ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче «Подводные лодки России» ушкӑнпа тата Мурманск правительствипе ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн хыпарланӑ. Ӗнер Мурманск облаҫӗнче иртнӗ канашлӑва регион кӗпӗрнаттӑрӗ Марина Ковтун пӗр минут ура ҫинче шӑпӑрт тӑнинчен пуҫланӑ. Марина Ковтун ентешӗмӗр пирки «чӑн-чӑн вырӑс офицерӗ» тесе хакланӑ. Мурманск облаҫӗ контр-адмирала юлашки ҫула ӑсатма укҫа уйӑрса пулӑшасси паллӑ. Владимир Воротников Каспири ҫарпа тинӗс аслӑ училищине вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл Кузнецов ячӗллӗ Ҫарпа тинӗс академийӗнче пӗлӳ илнӗ, патшалӑх служби енӗпе те вӗреннӗ. Пурнӑсӑн тӗп пайне вӑл Ҫурҫӗр флота халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Михаил Бабич Нумай пулмасть Атӑлҫи федераци округӗнчи Раҫҫей Президенчӗн тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисене икӗ сехет вӗрентме йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Тутарстана ӗҫпе ҫитнӗ май вӑл тӑван чӗлхесемпе патшалӑх чӗлхисене пӑтраштарма кирлӗ марри пирки каланӑ. Журналистсем ыйту панӑ хыҫҫӑн Михаил Бабич хӑйӗн хуравӗнче РФ вӗренӳ министерстви патшалӑх чӗлхисене вӗрентес енӗпе методика кӑтартӑвӗсене хатӗрлени пирки хыпарланӑ. «Ҫапла май вырӑс чӗлхине тата республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисемпе тӑван чӗлхесене вӗрентессине норма тата методика тӗлӗшӗнчен йӗркене кӗртнӗ», — тенӗ Михаил Викторович. Вӗсене ҫывӑх вӑхӑтра республикӑсене ҫитерме палӑртни пирки пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Михаил Бабич обществӑлла пӗрлӗхсемпе политика ӗҫченӗсене чӗлхе ыйтӑвӗ енӗпе лӑпланма ыйтнӑ, йышӑнусене тивӗҫлӗ йышӑнса вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра сӗтӗн пӗр литрне 19 тенкӗ те 40 пуспа туяннӑ. Эрне каяллахипе танлаштарсан хак 20 пус йӳнелнӗ. Ытти ҫул сӗт хакӗ хӗлле хӑпарнӑ пулсан, кӑҫал урӑхларах лару-тӑру пулнине Чӑваш енӗ Ял хуҫалӑх министерствинче типӗтнӗ сӗтӗн тата услам ҫавӑн интервенцийӗ пирки кӑҫал ҫӗршыв шайӗнче йышӑнманнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Сӗт хакӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва паян республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Халӑхран туянакан сӗт хакӗ Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай, Пӑракав районӗсенче 1 тенкӗ чакнӑ. Сергей Артамонов вице-премьер — министр шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ хӗлле чакни йӗркеллӗ япала мар, ку вӑл район администрацийӗсем ӗҫлесе ҫитерейменнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Виҫӗ кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта Хӗл Мучи пулнӑ. Кунта вӑл Аслӑ Устюгранах ҫитнӗ-мӗн. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ. Раҫҫейри тӗп Хӗл Мучи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хайӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ иккен. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗршыври хуласене ҫул ҫӳреве тухнӑ. Чӑваш Енре вӑл Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра, «Шупашкар — Арена» пӑр керменӗнче тата «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче пулнӑ. Шурӑ сухала курма пухӑннисем тем пирки те пӗлме ӑнтӑлнӑ. Ҫав шутра: «Мӗнле чӗлхесем пӗлетӗр?» — текен те тупӑннӑ. - «Тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗлхе. Кайӑксемпе те вӗсен чӗлхипе калаҫатӑп. Чӑвашла хальлӗхе пӗлместӗп-ха, анчах вӗренме сӑмах паратӑп», — ҫырса кӑтартнӑ Тина Федорова корреспондент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Виталий Станьял «Idel.Реалии» сайтра Виталий Станьял ертсе пыракан Чӑваш ваттисен тӗп канашӗ шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗренттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ҫӗршыв ертӳҫисен ячӗпе шӑрҫаланипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Унта Чӑваш халӑх сайтӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай сӑмахӗсене те илсе кӑтартнӑ: «Нумаях пулмасть эп ЧР пуҫлӑхӗн сайтӗнче Кураковпа Игнатьев тӗл пулнине ҫирӗплетекен видеона куртӑм. Хӑрушӑ! Кураков ӗмӗрӗ тӑршшӗпех политика ... (сӑмахӗ илемлӗ мар та, кунта ҫырмӑпӑр. — Авт.) пулнӑ. Кун пирки пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах та Кураков КУ ӖҪРЕ халь хӑйӗнчен те иртсе кайрӗ. Халь, пур чӑвашӑн та Тӑван Чӗлхемӗре хӳтӗлемелле чухне, вӑл, намӑссӑр, Станьяла питлет, «тӑрӑ шыв» ҫине кӑларать. Паянтан пуҫласа маншӑн Кураков текен чӑваш ҫук! Кун пирки эп ӑна тин кӑна шӑнкӑравласа каларӑм. Станьялпа та нумаях пулмасть калаҫса илтӗмӗр. Чыс та мухтав вилӗмсӗр Виталий Станьяла!», — тесе поэт сайтӑн хурал кӗтесӗнче каланине «Idel.Реалии» ӳкерчӗк евӗр илсе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |