Спорт
![]() Ӗнер «Шупашкар Арена» пӑр керменте Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисемшӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешнӗ. Раҫҫей кубокӗн шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнакансен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланӑ. Уҫӑ мелпе йӗркеленӗскере Эстонирен, Казахстанран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Монголинчен, Испанирен тата хамӑр ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ 147 спортсмен, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — хамӑр республикӑран, хутшӑннӑ. Вӗсем 8 ушкӑнра кӗрешнӗ. Элтепер ҫак кунсенче ҫеҫ Шупашкарта Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен тӗнче кубокӗ пысӑк шайра иртнине аса илтернӗ. 58 килограмчченхи виҫере ӑмӑртса бронза медале Шупашкарти 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри физкультура факульетчӗн студентки, Ҫӗрпӳ район хӗрӗ Анастасия Яковлева тивӗҫнӗ. Канаш районӗнче ҫуралнӑ Надежда Федорова 48 килограмлӑ виҫере кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралнӑ, халӗ Брянск тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алина Морева та виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснӑ. Республика ертӳҫин патшалӑхпа право управленийӗн ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна улшӑну кӗртни — Элтепер пуҫарӑвӗ. Ҫынсем ҫуралнине, вилнине, уйрӑлнипе вилнине, хушамат ылмаштарнине тата ытти ҫавӑн йышши факта 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа районсемпе хула тӑрӑхӗсенче хут тата электрон документсем ҫинче регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ЗАГСӑн пӗрлехи реестрне йӗркеленипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗнӗлӗх ҫынсене гражданла тӑрӑмсем ҫинчен калакан хутсене ҫыртарассине хӑвӑртлатассипе ҫыхӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ял старости ҫине паянхи кун питӗ нумай ӗҫ тиеннӗ. Вӑл ялта тирпей-илем кӗртессишӗн те, пушар хӑрушсӑрлӑхӗшӗн те, суйлав ирттерессишӗн те, кулленхи ытти ӗҫе туса пырассишӗн те яваплӑ. Ҫак ыйтусене шӑпах паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи старостӑсен слетӗнче сӳтсе явнӑ. Йӗпреҫ поселокӗнче иртнӗ ҫак мероприятие Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем Сергей Горбуновпа Леонид Николаев, Чӑваш Енӗн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял-сала старостисем хутшӑннӑ. Чи малтанах Шӑрттан ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси старости Николай Васильев тӑван ялне епле майпа хӑтлӑлатни пирки каласа кӑтартнӑ. Сергей Горбунов хӑйӗн сӑмахӗнче староста вырӑнти влаҫӑн сылтӑм алли пулнине палӑртнӑ. «Старостӑсем пач укҫасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тӑван хутлӑх илемлӗ пултӑр тесе чунран тӑрӑшаҫҫӗ», — тенӗ Станислав Николаев та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӗмпӗр хулинче Шупашкара килекен суккӑрсемпе анланманлӑх сиксе тухнӑ. Поводырь йытӑсемлӗ хӗрпе каччӑна асӑннӑ хулари тӗп автовокзалта контролер тата хуралҫӑсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫамрӑксенчен йытӑсемшӗн билет ыйтнӑ. Лешсем Раҫҫей правительствин ятарлӑ йышӑнӑвӗпе пӗркенме пӑхнӑ, анчах май килмен. Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видеона Ютуб видеохостингра вырнаҫтарнине «ZNAK» интернет-хаҫат ҫырса кӑтартнӑ. «Хӑлат пек сиксе ӳкрӗҫ. Полицейски саккуна хӑй те пӗлмест, ӑна суда памалла», — тенӗ видеора хӗр. Пӑтӑрмах пирки Чӗмпӗр облаҫӗн прокуратуринче те пӗлеҫҫӗ иккен. Надзор органӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине ӗнентернӗ. Сусӑрсене кӳрентернипе «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) общество организацийӗ те кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи 10 ял ҫутҫанталӑк газӗсӗр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. «Газпром газораспределение Шупашкар» акционерсен обществи унти кӑлтӑка пӗтернӗ. Предприятин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗ патӗнче ҫул-йӗр строительствин организацийӗ газ пӑрӑхне сиенлетнӗ. Аса илтерер, газ пӑрӑхӗ раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре сиенленнӗ. ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне 7 техника тата 36 ҫын пурнӑҫланӑ. Чӑваш Енӗн Строительство министерстви хальлӗхе тупса палӑртман ҫынсен хӑтланӑвне пула ялсем газсӑр тӑрса юлнине пӗлтернӗ. Ҫуртcемсӗр пуҫне 7 предприятие газ пыма пӑрахнӑ. Юсав ӗҫӗсене паян ирхи 6 сехетре ҫеҫ пуҫӑннӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Питӗрти Алена Татамирова Питӗрте пурӑнакан Алена Татамирова Шупашкарта иртнӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса хутшӑннӑ. «Питӗртен ҫак конкурсра юлашки хут 10 ҫул каялла хутшӑннӑ пулнӑ. Малашне кашни ҫул хутшӑнӑпӑр! Пикесем хатӗр пулӑр!» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче асӑннӑ хулари чӑвашсем. Аленӑна конкурса яма Питӗрти чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Артемий Павлов) тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Валериан Гаврилов) хатӗрленӗ. Тӗнче тетелӗсенче ҫырнине тишкерсен аякри йӑхташӑмӑрсем конкурспа кӑмӑлли сисӗнет. Питӗрсем те, Иркутск тӑрӑхӗнчисем те ҫав шухӑшах палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тӑрӑхрисем конкурса тупӑшса тенӗ пек хурлаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хут та пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи 10 ял ҫутҫанталӑк газӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗтӗмпе 485 ҫурт шар курнӑ. Мӗне пула ҫынсем газсӑр тӑрса юлнӑ-ха? Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре Кӑнар ялӗнче ҫӗр айӗнчи 160 миллиметрлӑ газ пӑрӑхӗ сиенленнӗ. Халӗ ӑна юсаҫҫӗ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе 7 техника тата 36 ҫын пурнӑҫлаҫҫӗ. ЧР Строительство министерстви вара кӑштах урӑхларах хыпарлать: ялсем хальлӗхе тупса палӑртман ҫынсен хӑтланӑвне пула газсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫуртcемсӗр пуҫне 7 предприятие газ килме пӑрахнӑ. Юсав ӗҫӗсене паян ҫеҫ ирхи 6 сехетре пуҫӑннӑ. «Газпром газораспределение Чебоксары» АУн тӗп инженерӗ Виталий Семенов аварие паян 9 сехет ҫурӑ валли пӗтерме шантарнӑ. Ҫынсем патне 13 сехетре газ ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Илья Леонтьев Нумаях пулмасть сусӑрсен хушшинче йӗркелекен «Абилимпикс» олимпиадӑн Раҫҫей шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ӑс пухакан Илья Леонтьев иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑрту Мускавра раштав уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта регион шайӗнче ҫӗнтернӗ 900 ҫамрӑк тупӑшнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче иртнӗ, унта 20 студент, 13 шкул ачи тата ӗҫлекен 5 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем йывӑҫран касса кӑларассипе, апат пӗҫерессипе, ҫӗлессипе, сӗтел-пукан пуҫтарассипе, массаж тӑвассипе тупӑшнӑ. Шкул ачисем тӗрлесе кӑтартнӑ, ӳнер дизайнӗпе тӗлӗнтернӗ. Мускаври тупӑшӑва Чӑваш Енрен 7 ҫамрӑк кайнӑ. Илья Леонтьев «Йывӑҫран касса кӑларасси» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенчи ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласшӑн. Вӗсем валли пылак парне туянмашкӑн укҫа пухнӑ ӗнтӗ. Кунашкал акцие республикӑра кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Министерствӑсенче тата ытти учрежденире ӗҫлекен ҫынсем пылак кучченеҫ туянмашкӑн укҫа-тенкӗ пухнӑ. Кӗске вӑхӑтрах 1 миллион та 80 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Ку укҫапа 5 пин пылак кучченеҫ туянма пулать. ЧР Ӗҫлев министерствипе ИӖМ укҫа пуринчен те ытларах пухнӑ-мӗн. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, ахаль тӳре-шара 200 тенкӗ панӑ. Ҫак кунсенче гуманитари пулӑшӑвне Ногинск хулине янӑ, унтан парнесене Украинӑна ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР Транспорт министерстви чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑватӑ пысӑк автобус туяннӑ. М3 категориллӗ транспортсем кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ҫӳреме тытӑнӗҫ. Хӑтлӑ автобуссем хӑҫан ҫула тухасси паллӑ: раштав уйӑхӗн 4-8-мӗшӗсенче. Хӑш ҫулпа ҫӳрӗҫ вӗсем? Пӗри «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 101-мӗш автобуса улӑштарӗ. Теприне «час пикра» «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ, унтан — 15-мӗш маршрутпа. Икӗ автобус 2-мӗш маршрутпа ҫӳрӗҫ: Роза Люксембург урамӗнчен «Садовӑй» микрорайона кайӗҫ. Ҫӗнӗ автобуссем ҫак маршрутсемпе ҫӳрени тивӗҫтермест-и сире? Тархасшӑн, ведомствӑна хӑвӑрӑн шухӑшсене пӗлтерме пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |