Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Олимп вӑййисене Чӑваш Енӗн 20 спортсменӗ хутшӑнма пултарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 26.04.2019 13:22 | 1640 хут пӑхнӑ
Спорт

Японири Токио хулинче 2020 ҫулта иртекен ҫуллахи Олимп тата Паралимп вӑййисене Чӑваш Енӗн 20 спортсменӗ хутшӑнма пултарать. Вӗсенчен 11-мӗшӗ ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин тӗп йышӗнче, ыттисем резерври йышра пулма пултарӗҫ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ йышӑну тӑрӑх Олимп тата Паралимп вӑййисене хутшӑнма пултаракан спортсменсене укҫан хавхалантарӗҫ. Ҫапла майпа ҫитес ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен

Татьяна Архипова, Анжелика Сидорова, Клавдия Афанасьева, Екатерина Ишова, Алина Прокопьева ҫӑмӑл атлетсем, Ирина Калентьева, Ольга Терентьева маунтинбайкерсем, Владислав Поляшов гимнаст, Мария Кузнецова кӗрешӳҫӗ, Александра Козловӑпа Александр Мышов йывӑр атлетсем уйӑхсерен 30-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Вӗсем Олимпиадӑна хутшӑнма пултаракансен тӗп йышне кӗнӗ. Елена Наговицына, Марина Максимова, Надежда Мокеева, Марина Новикова, Кирилл Фролов ҫӑмӑл атлетсем, Вероника Чумиковӑпа Евгения Захарченко кӗрешӳҫӗсем, Ирина Баймулкинӑпа Яна Мохина йывӑр атлетсем резерври йыша лекнӗ, ҫавна май уйӑхсерен 15-шер пин тенкӗ илӗҫ.

Паралимпиадӑра Елена Иванова ҫӑмӑл атлетӑн, Илья Паргеевпа Юрий Степанов бадминтонистсен хутшӑнма шанӑҫ пур. Вӗсене уйӑхсерен 30-шер пин тенкӗ парӗҫ. 15 пин тенкӗпе танлашакан стипендие Паралимпиадӑна резерврисен йышӗнче хутшӑнма пултаракан Денис Гаврилов ҫӑмӑл атлет тивӗҫнӗ.

#Паралимп вӑййисем, #Олимп вӑййисем, #спортсменсем, #спорт, #стипенди, #укҫа

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем