Ӳнер
![]() Чӑваш наци музейӗнче К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чаршава уҫсан» ятпа курав уҫнӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗрлӗ ҫак курав «СССР халӑх артисчӗ», «Раҫҫей халӑх артисчӗ», «Чӑваш халӑх артисчӗ», «Раҫҫей халӑх артисчӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ паллӑ артистсен пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе туллин паллаштарать. Экспозицире артистсен докуменчӗсемпе сӑнӳкерчӗкӗсем, театрӑн, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, «Чӑвашкино» киностудин тата электрон кинодокументаци архивӗсен материалӗсем вырӑн тупнӑ. Курава уҫма театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев, директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Владимиров, Наталия Сергеева режиссер, Вера Кузьмина, Нина Григорьева артистсем тата ыттисем пухӑннӑ. Наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова курава ҫитес вӑхӑтра тата ҫӗнӗ документсемпе пуянлатасси пирки каланӑ. Асӑнса хӑварар, «Чаршава уҫсан» курав нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗчченех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова тата Лана Прусакова Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче хӗллехи Олимп вӑййисем иртмелле. Аса илтерер, унта Чӑваш Енри икӗ спортсмен хутшӑнӗ: Татьяна Акимова биатлонистка тата Лана Прусакова фристайлистка. Татьяна Акимова нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӗрарӑмсен спринтне хутшӑнӗ. Тупӑшу 13 сехет те 15 минутра пуҫланӗ. Биатлонисткӑсен 7,5 километра чупма тивӗ. Пӗрне-пӗри хӑваласа ҫитмелли ӑмӑртӑва хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнче тухӗҫ, уйрӑм тупӑшӑва — нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, масс-старта — нарӑсӑн 17-мӗшӗнче. Слоуп-стайл ӑмӑртӑвӗ нарӑсӑн 17-мӗшӗнче иртӗ. Унта Лана Прусакова хутшӑнӗ. Хӗллехи Олимпиадӑна чӑваш спортсменӗсем 42 ҫул хутшӑнман. 2014 ҫулта Сочире иртнӗ вӑййа Елена Муратова могулистка ҫеҫ ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командипе кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Оксана Ачкасова Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радиокомпанин пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак пукана унччен ку тивӗҫе пурнӑҫланӑ Оксана Ачкасовӑна пама йышӑннӑ. НТРК пуҫлӑхӗ ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Йышӑнӑва ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Оксана Ачкасова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑнса унӑн финалне лекнӗ. Конкурсӑн ҫурма финалисчӗсемпе ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Ҫӗршыври 54 регионти 300 финалист шутӗнчи Оксана Ачкасова та Правительство ҫуртӗнчи курнӑҫӑва хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинче уйӑх каялла вилнӗ виҫӗ ҫынна халь тупнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте 81 ҫулти кинемей, унӑн 40-ри тата 42-ри ывӑлӗсем пурӑннӑ. Ҫемье кӳршӗ-аршӑпа хутшӑнман иккен. Вӗсене юлашки хут Ҫӗнӗ ҫулччен куракансем пулнӑ. Ҫемье епле пурӑннипе паллашма ӗнер полицин участокри уполномоченнӑйӗ, социаллӑ ӗҫчен тата тухтӑр ҫитнӗ. Шаккасан та алӑка уҫмантан вӗсем ӑна ватса кӗнӗ. Кил хуҫисем кашни расна пӳлӗмре выртнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Малтанласа тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӗсем уйӑх каяллах вилнӗ. Арҫынсенчен пӗри психиатр патӗнче шутра тӑнӑ. Ҫемьен килӗнче укҫа-тенкӗ пулнӑ иккен-ха. Ҫапах та апат-ҫимӗҫ пулман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Театрти тӗлпулу Чӑваш Енӗн культура, национальность ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев опера юрӑҫисемпе тата балет ӑстисемпе тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Республикӑри чи пысӑк театр коллективне Константин Яковлев культура отраслӗнчи тата министерствӑри иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ. Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен учрежденине аталантарас ыйтусене те хускатнӑ. Кӑҫалхи плансем ҫинчен учреждени директорӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров каласа кӑтартнӑ. Аса илтерер, театрти пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑнчӗ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Йӗпреҫре ҫуралнӑ. Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 17 тата 19-мӗш ҫуртсем хушшинчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тин ҫеҫ ҫуралнӑ хӗрачана тупнӑ. Ҫӳп-ҫап пеме тухнӑ арҫын вӑйсӑр сасӑ хӑлхана кӗнӗ хыҫҫӑн тӑрсах итленӗ, контейнерсене тинкернӗ. Вӗсенчен пӗринче тем хускалнине асӑрхасан пырса пӑхнӑ. Пусмапа чӗркенӗ ачана асӑрхасан арҫын ӑна хӑй ытамне илсе ӑшӑ ҫӗре илсе кайнӑ. Хӑй вара йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ. Ҫут тӗнчене сывӑ килнӗ ачана вилме тухса пенӗ амӑшне йӗрке хуралҫисем ҫине тӑрсах шыранӑ. Пуҫиле ӗҫ те самантрах пуҫарнӑ. Кӗҫех вӗсем ача ӳкерчӗкӗсемлӗ хутаҫа асӑрханӑ. Ҫав япала чунсӑр хӗрарӑм йӗрӗ ҫине ӳкернӗ те. Ӳкерме юратакан ачан 33 ҫулти амӑшӗ паян ирпе ҫуралнӑ тӗпренчӗкне тухса пенӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти тӳре-шара хулари киосксемпе ларёксене тӗрӗслеме тухнӑ. Ҫак кунсенче хула тата районсен администрацийӗсенче ӗҫлекенсенчен йӗркеленӗ ятарлӑ комисси Мускав районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. «МК Чебоксары» (чӑв. «МК Шупашкар») хыпарланӑ тӑрӑх, хайхи комисси ҫӗре яхӑн киоскпа ларёка тӗрӗсленӗ, вӗсенчен пӗрне — шаурма сутаканскере — саккуна пӑхӑнмасӑр, кирлӗ документсене пухса ҫитермесӗр лартса хунине ҫирӗплетнӗ. Ку киоска, Граждан урамӗнчи 48-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑскере, ҫав кунах куҫарса кайнӑ. Хула мэрийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси ӗҫе вӗҫлемен-ха, ҫитес вӑхӑтрах вӗсем Калинин районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене тӗрӗслесе ҫаврӑнӗҫ, унтан Ленин районне те ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Пӗлтӗр Чӑваш Енри виҫӗ ача пахчинче ачасем вар-хырӑм инфекцийӗпе йышлӑн чирлесе ӳкнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи санитарипе эпидемиологи кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхсан Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ ача пахчинче кунашкал пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ. Пӗри — 127-мӗш номерлӗ «Пилеш» ача пахчинче пуш-ака уйӑхӗсенче, тепри 1-мӗш номерлӗ «Пӗчӗк патшалӑх» ача пахчинче юпа-чӳк уйӑхӗсенче пулнӑ. Вӗсенче ун чухне пурӗ пӗрле вунвиҫӗ ача чирлесе ӳкнӗ. Виҫҫӗмӗш пӑтӑрмахӗ вара Шупашкарта пулнӑ. 202-мӗш номерлӗ «Тӗлӗнтермӗшсен хули» ача пахчинче пилӗк ача вар-хырӑм инфекцийӗпе пӗр харӑс аптӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем валли Чӑваш Енре медицина пункчӗ уҫӗҫ. Ку проект хальлӗхе сӑнавлӑ пулӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви йӗркелеме шутланӑ. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен тӳре-шара, чиркӳ ҫыннисем хутшӑннӑ. Килсӗррисем валли медицина пункчӗсене Хабаровск крайӗпе Иркутск облаҫӗнче те уҫмалла. Вӗсенче полиссӑр, паспортсӑр ҫынсене йышӑнмалла, тухтӑрсем пулӑшмалла. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене сиплекен тухтӑрсене хӳтӗлемеллине те канашлура сӳтсе явнӑ. Килсӗррисене пулӑшакан Чӑваш Енри медицина пунктне Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна хӑҫан ӗҫлеттерсе ярассине хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Анатолий Миттов. Земля наших дедов» (чӑв. Анатолий Миттов. Пирӗн асаттесен ҫӗрӗ) курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ художникӗ Анатолий Миттов (1932-1971 ҫҫ.) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. А.И. Миттов Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти художество училищинче, Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Анатолий Миттов художник пултарулӑхне тарӑннӑн хаклакансем вӑл чӑваш халӑх йӑли-йӗркине ӑша хывнипе пӗрлех тӗнчери художество культурин лайӑх тӗслӗхӗсене шута илнине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнчи Анатолий Миттов куравӗ 16 сехетре уҫӑлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |