Ҫурт-йӗр
![]() Яппунсен «Yunika» компанийӗ Чӑваш Енре ҫурт-йӗр хӑпартма кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Кун пирки асӑннӑ фирмӑн Раҫҫейри представителӗсем ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тӗл пулнӑ май каланӑ. Фирма ӗҫченӗсем республика тӗп хулинче нарӑсӑн 8-мӗшӗчченех пулӗҫ. Унччен вӗсем Чӑваш Енри строительство компанийӗсем хӑпартнӑ тата халь тӑвакан ҫуртсене ҫитсе курӗҫ, ку ӗҫ епле пурнӑҫланса пынине тишкерӗҫ, хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, яппунсен «Yunika» компанийӗ Раҫҫейре ҫурт-йӗр ҫӗклес енӗпе тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлет, ҫак тапхӑрта вӗсем Мускав, Пермь тата Ижевск хулисенче хӑйсен инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пысӑк укҫа-тенкӗ хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Антонина Кудрявцева. Шупашкарта пурӑнакан Антонина Кудрявцева 100 ҫул тултарнӑ. Ӗҫленӗ ҫулсенче вырӑнти депутата темиҫе хут та суйланнӑскер сумлӑ юбилейне нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа Антонина Ивановнӑна Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров тата унӑн ҫумӗ Елена Романова ӑшшӑн саламланӑ, чечек ҫыххипе парне тыттарнипе пӗрлех Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа панӑ. Палӑртса хӑвармалла, Антонина Кудрявцева Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Чиперуй ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑл килмен — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче колхозра бригадир пулса ӗҫленӗ. Качча тухсан виҫӗ хӗре кун ҫути парнеленӗ, мӑшӑрӗпе 58 ҫул килӗштерсе пурӑннӑ. Халӗ Антонина Ивановна хӑйӗн хӗрӗн ҫемйинче канлӗ ватлӑхӗпе киленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев Ҫӗркаҫпа паян ҫавӑрттарнӑ ҫил-тӑмана Чӑваш Енри ятарлӑ тытӑмсем ҫеҫ мар, ахаль ҫынсемпе тӳре-шара та хатӗр пулнине ӗҫпе ҫирӗплетрӗҫ. Ҫутӑсӑр юлнисене энергетиксем вӑхӑтра пулӑшма тӑрӑшрӗҫ. Ҫул-йӗре техника хыпӑнса тасатрӗ. Ҫут ҫанталӑк кӳнӗ мелсӗрлӗхе вӑхӑтра пӗтермеллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӳре-шарапа паян ирпе ирттернӗ канашлура та хускатнӑ. Дворниксемпе пӗрлех Шупашкарти организацисенче ӗҫлекенсем те алла кӗреҫе тытнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑнах хыпарланӑччӗ. Юр тасатма тухнисен шутӗнче республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев та пулнӑ. Администраци ҫурчӗ умӗнчи юра вӑл тасатнине сӑнлакан ӳкерчӗке Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗкре пуҫлӑх перчеткесӗр пулнӑран теприсем ӑна шанмасӑртарах пӑхнӑ. «Урамра ҫара алӑпа ӗҫлекенӗн алли шӑнса кӳтӗ. Самантлӑха кӑна кӗреҫе тытнӑ вӑл», — йӗкӗлтешнӗ хӑшӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова Атӑл ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗ хутлӑ ҫуртсемшӗн ятланӑ. «Юханшыв порчӗ патӗнче нумай хутлӑ ҫурт тума каллех ирӗк панӑ. 25–30 хутлӑ ҫурт хӑпартса лартса Атӑла хупласа хуратӑр. Унти ҫуртсен пилӗк хутран ытла пулмалла мар», — тенӗ иккен Элтепер хула администрацийӗн пуҫлӑхне. Ҫав тӑрӑхра «Альбатрос» ҫурт-йӗр комплексӗ хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна «Старко» предприяти ҫӗклет. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл комплекс ниепле те хута кайса пӗтеймест. Ҫавӑнтах теприсем «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗ тума пуҫланӑ. ЧР Стройминӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина та Михаил Игнатьев ӳпкеленӗ. Ӑна сӑмах строительсене ҫавӑн пек ҫӳллӗ ҫуртсем тума ирӗк панишӗн лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче фольклор уявӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӑна хӗллехи Акатуй тесе хакланӑ. Уявра «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» регионсем хушшинчи радиоконкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Республикин тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрле Ӗренпур, Тутар, Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи чӑвашсем куракансене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе, илӗртӳллӗ ташӑ-ҫемӗпе килентернӗ. «Епле ӗлккен курӑнаҫҫӗ тухья-хушпуллӑ пикесемпе арӑмсем. Чӑваш тӗрри-эрешӗ аякранах куҫа илӗртет, ҫепӗҫ юрри чуна тыткӑнлать, кӑмӑла уҫса ярать. Куракансем те пӗр вырӑнта чӑтса лараймарӗҫ. Халӑхран тухнӑ артистсемпе пӗрле юрласа-ташласа савӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ уявра пулнӑ хыҫҫӑн Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн сайтӗнче. Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш клубӗ ҫумӗнчи «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ 3 юрӑ шӑрантарнӑ. Вӗсене «Пултарулӑхри хӑйне евӗрлӗхшӗн» номинацире чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш пичетне» пируспа сутӑ тунӑ май Шупашкарти виҫӗ киоскра саккуна пӑснӑшӑн 90 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кун пирки «Ман хула Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал пӗлтерет. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланипе килӗшӳллӗн, Шупашкар хулинчи Кадыков урамӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш пичечӗ» павильонра пируса сентре ҫине кӑларса хурсах сутнӑ. Саккунпа пӑхсан, ун пек хӑтланма вуҫех юрамасть. Унсӑр пуҫне асӑннӑ павильонра пируссен хут ҫине ҫырнӑ списокӗ те пулман. Ку кӑна та мар, Мир проспектӗнчи тата И. Франко урамӗнчи киосксенче тапак сутма юраман ҫӗртех ӑна сутлӑха кӑларнӑ. Ҫак сӑлтавсене шута илсе «Чӑваш пичечӗ» акционерсен хупӑ пӗрлӗхӗ ҫине пысӑк штраф хума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ҫӳрерӗм, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче суйлав пуласси ҫинчен ниҫта та пӗлтерӳсем курмарӑм. Лавккасенче, киосксенче Президент суйлавӗ пирки пӗр экземпляр саккун та асӑрхамарӑм — вырӑсла та, чӑвашла та. Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ саккуна, пӗлтерӳсене чӑвашла кӑларма укҫа ыйтнӑ-ши? Чӑваш радиовӗпе те, телекуравӗпе те пӗлтерӳсем вырӑсла ҫеҫ», — ҫапла ыйтса ҫырнӑ иккен республикӑра тухса тӑракан «Хыпар» хаҫата Алексей Бойков ятлӑ ҫын. Журналистсем ыйту хуравне шыраса Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗпе ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ суйлав комиссийӗн секретарӗ Сергей Тарасов ку ыйтӑва анлӑн хуравланӑ-ха. Чӑвашла пӗлтерменнин тӗшши ҫакӑнта-мӗн: «Халӗ федерацин суйлав кампанийӗ пырать. Ӑна РФ Тӗп суйлав комиссийӗ йӗркелет, ҫавӑнпа пӗтӗм материала, пӗлтерӳсене, видео- тата аудиороликсене Мускавра хатӗрлеҫҫӗ, эпир вӗсен трансляцийӗсене тивӗҫтеретпӗр. Енчен те регион шайӗнчи суйлав пулнӑ тӑк информаци материалӗсене эпир хамӑрах хатӗрлӗттӗмӗр, ҫав шутрах — чӑвашла та», — ӑнлантарнӑ ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Александр Галкин 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри педучилищӗре, унтан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Александр Галкин Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ, «Капкӑн» сатира журналӗнче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 1953 ҫулта вӑл ытти ҫамрӑк авторпа тутар ҫыравҫин Кави Наджмин «Весенние ветры» романне чӑвашла куҫарнӑ. А. Галкин — лирика юррисен авторӗ те. Ҫапах та вӑл сатирӑпа юмор жанрӗнче уйрӑмах маттур пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
Статья ячӗ — Станислав Ежи Лец поляк сӑвӑҫи тата философӗ хайланӑ афоризм. Полякла вӑл ҫапла ҫырӑнать: «Marzenie niewolnikow: targ, gdzie mozna sobie kupic panow», вырӑсла вара ӑна ытларах «Мечта рабов: рынок, где можно было бы покупать себе господ» тесе куҫараҫҫӗ. «Чура ӗмӗчӗ: хуҫа туянмалӑх пасар пулинччӗ» тесе чӑвашла хам пӗлнӗ пек куҫартӑм (тен, эсир лайӑхрах та ҫавӑрттарса хума пултараятӑр — комментарире сӗнӗр). Мӗн пирки сӑмах хускатасшӑн-ха? Нумай пулмасть Шупашкар Раҫҫейӗпех чапа тухрӗ — парӗн шӗкӗр хулара, имӗш, Навальнӑй йӗркеленӗ «саккуна пӑхӑнман» митингра чи нумай ҫынна тытса чарнӑ. Шел те, ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче ҫутатма май килмерӗ. Ӗҫ пӗр купаччӗ те, хыпарсемпе паллашма та вӑхӑт ҫукччӗ. Кайран вара кая юлтӑмӑр — пулӑм иртсе кайнӑ хыҫҫӑн 3-4 кунран хыпарлани йӗркеллӗ япалах мар. Ҫавах та иртнӗ вырсарникунхи митинг пирки пӗр-ик сӑмах ҫырасах терӗм. Тӗрӗсрех, ун хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки. Сӑмаха Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире ӑс пухакан ачапа Наталья Андрианова вӗрентекен хушшинче пулса иртнӗ калаҫу пирки хускататӑп. Хайхи ҫак ача Навальнӑй митингне ҫитнӗ тет, ӑна унта йӗрке хуралҫисем ярса тытнӑ тет. |
Пӑтӑрмахсем
![]() ivteleradio.ru сӑнӗ Улталаса 3 миллион тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ чӑваш арҫыннине Ростов облаҫӗнче тытса чарнӑ. Патӑрьел районӗнче пурӑнаканскер унта йӗрке хуралҫисенчен пытанас тӗллевпе кайнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче полици уйрӑмне харӑсах темиҫе ҫын пынӑ. Вӗсем пурте 36 ҫулти арҫын хӑй усламҫӑ пулнине пӗлтернине, хайхискер бизнесне аталантарма укҫа кивҫен илнине каланӑ. 3 миллион тенкӗ ытларах пухӑнсан вара телефон номерне улӑштарнӑ та тарса ҫухалнӑ — арҫынна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн. Ҫак сӑлтавсене шута илсе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна федераци шыравне тӑратнӑ. Палӑртса хӑварар, Патӑрьел районӗн арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, нумаях пулмасть ӑна конвойпа Чӑваш Ене илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |