Чӑвашлӑх
![]() Иккасси шкулӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкула вырӑнти пӗлтерӗшлӗ истори палӑкӗсен статусне парасшӑн. Кун пирки кӑшт маларах «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗччӗ. Вӑл шкулта Николай Шупуҫҫынни сӑвӑҫ, Федор Павлов композитор пӗлӳ илнӗ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ҫине тӑнипе уҫнӑ ӑна. Унта паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Елена Атаманова пулнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫитнине халалласа «Иван Яковлев уҫнӑ шкулсем» ҫӗнӗ рубрика уҫасшӑн. Хаҫатҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «шкул ҫурчӗ паянхи кун та ҫирӗп. 1997–1999 ҫулсенче вӑл вӗренекенсене хӑйӗн ытамне ҫӗнӗрен йышӑннӑ. Ҫурта ӗлӗкхилле кӑмака хутса ӑшӑтнӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Шадриков Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районне ертсе пынӑ чӑваша, 41 ҫулти Александр Шадрикова, регионӑн экологипе ҫутҫанталӑк министрне лартнӑ. Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫапла хыпарлать регион ертӳҫин пресс-служби. Палӑртса хӑварар, чӑвашла та, тутарла та шакӑртаттарса калаҫакан Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Кивӗ Ҫӗпрел салинче ҫуралнӑ. Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче физикӑпа математика учительне вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухса юрист дипломне алла илнӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Ҫӗпрел муниципалитет районӗн пуҫлӑхне лартнӑ, вырӑнти канашӑн председательне суйланӑ. Вӑл — саппасри лейтенант та. Авланнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратать. Ачисем иккӗшӗ те тӑван чӗлхене манман, тутарла та таса калаҫаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ячӗпе пама пултараҫҫӗ. Маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫапла ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. В.И. Чапаев ятне парассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева хуравланӑ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ. Ырӑ хыпара Чӑваш Ен парламенчӗн сессийӗнче Валерий Филимонов спикер та пӗлтернӗ. Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтасшӑн иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн прокуратуринче пресс-конференци иртнӗ. Журналистсен ыйтӑвӗсене унта Василий Пословский прокурорпа унӑн ҫумӗсем, пай пуҫлӑхӗсем хуравланӑ. Ҫынсем прокуратурӑна ҫыракан ыйтусем пирки те калаҫнӑ унта. «Эпир ҫынсемшӗн тата вӗсен ырлӑхӗшӗн ӗҫлетпӗр. Пирӗн тӗп тӗллев — граждансен прависене, вӗсен интересӗсене хӳтӗлесси», — тенӗ Василий Пословский. Унӑн сӑмахне «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Ирина Клементьева ҫырнӑ. «Кирек мӗнле ыйтӑва та тӳрремӗнех пирӗн пата тата хӑвӑр сӑмахсемпе ҫырӑр. Интернетри «прокуратурӑна ҫыру ҫырма пулӑшатпӑр» йышши рекламӑна ӗненсе ҫав пӗлтерӳсене паракансемпе ан ҫыхланӑр, вӗсем ҫак утӑма укҫашӑн тунине шута илӗр», — тенӗ прокуратура ӗҫченӗсем журналистсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗмӗрле хулинчи Виктория Трончук НТВ каналпа пыракан «Ты супер!» (чӑв. Эсӗ супер) телепроекта хутшӑнать. Хӗрача асӑннӑ хулари «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура ҫуртӗнчи «Артон» эстрада музыкин халӑх ушкӑнне ҫӳрет. Ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнисем ӑмӑртакан «Ты супер» проектӑн иккӗмӗш сезонне хутшӑнать вӑл. Виктория 13 ҫулта кӑна-ха. Ҫак тарана ҫитсе вӑл хулари, республикӑри тата ҫӗршыври конкурссене хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Вика «Синяя птица» (чӑв. Сенкер кайӑк), «Челентано», «Одарённые дети Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем) конкурссене хутшӑннӑ. Викторийӑшӑн ҫак каҫӑпа http://www.ntv.ru/peredacha/Super/team/68240/17818/ иртсе сасӑламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Энгельс урамӗнчи 17-мӗш тата 19-мӗш ҫуртсем хушшинчи ҫӳп-ҫап контейнерне пепкине тухса пенӗ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма йӗрке хуралҫисене асӑрхаттармасӑр урӑх ҫӗре тухса каймалла мар алӑ пустарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ. Аса илтерер, ача чӗрех пулнӑччӗ. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче тупнӑ вилӗ ача амӑшне вара халӗ те шыраҫҫӗ. Акӑ еплерех пӗлтернӗччӗ пӑтӑрмах пирки Софья Савнеш Чӑваш халӑх сайтӗнче: «Шупашкарта ҫӳп-ҫап ешчӗкӗнче ача виллине тупнӑ. Ӑна пӗр предприяти ӗҫченӗсем кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тин кӑна ҫуралнӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме пуҫларӗҫ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Куславккара пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Пухуччен Михаил Игнатьев Куславкка район пуҫлӑхӗпе Юрий Петровпа тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ. «Ертӳҫӗсем муниципалитетӑн бюджечӗ пирки сӳтсе явнӑ, районӑн малашнехи аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗ ҫинчен калаҫнӑ», — хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. «Ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах та пулмалла мар. Халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерсе пымалла. Вӗрентӗве, сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫине тӑмалла. Халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес ыйтупа та пысӑк тимлӗх уйӑрмалла», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Ыран Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пухусем иртӗҫ, шӑматкун — Муркашра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ыран, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртмелле. Пуҫламӑшӗ 10 сехетре. Петр Степанович Краснов, институт директорӗ, пӗлтӗрхи ӗҫсемпе паллаштарӗ, малашнехи плансем пирки каласа парӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ сесси иртӗ. Пӗринче Вера Никифорова хальхи литературӑри ӗҫсем пирки каласа парӗ — унӑн доклачӗ ХХ-XXI ӗмӗрсен чиккинчи интеллектуаллӑ чӑваш прози тавра пулӗ. Иккӗмӗш сессинче Александр Кузнецов чӑваш диалектологийӗн ыйтӑвне ҫӗклӗ. Виҫҫӗмӗш сесси «Духовная культура чувашского народа» (чӑв. Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл культури) ятпа иртӗ. Унта В. Родионов, И. Кириллова, Н. Ефремова-Ильина, О. Терентьева, Т. Семёнова тухса калаҫӗҫ. Паянхи гуманитари ӑслӑлӑхӗ мӗнпе сывланине пӗлес текенсене пурне те йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Пушкӑртстанра чӑваш чӗлхипе литературине вӗренмелли кӗнекесем ҫителӗксӗррине тӳре-шарана пӗлтернӗ. Шкулта чӑвашла вӗрентмелли кӗнекесемпе тивӗҫтерменнине унтисем систернӗ иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ирӗклӗх» хастарӗсем Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ тата Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ ячӗпе электрон ҫыру шӑрҫаланӑ. «Шкул ачисене йӗркеллӗ вӗренӳ кӗнекисемпе тӳлевсӗррӗн те ҫителӗклӗн тивӗҫтерессишӗн патшалӑх яваплӑ», — тенӗ ҫырура. Пушкӑртстанрисем «Ирӗклӗхе» шкулсенче 1990, 2003-мӗш ҫулсенче пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе усӑ курнине, кашни ачана кирлӗ чухлӗ кӗнеке ҫитменнине пӗлтернӗ иккен. «Чӑваш нацин пысӑк пайӗ республика тулашӗнче пурӑнать. [...] Чӑваш чӗлхипе литературине тивӗҫлӗн вӗренме те пултарайман чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ те иккӗленӳллӗ», — шухӑшне палӑртнӑ «Ирӗклӗх». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре хир сыснисене тытнине специалистсем вӗсене ӗрчеттерсе ярас маррипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑрманти тискер чӗрчун ял-хулана иленсен тем амакӗ курса ларӑн. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ветеринарсем Африка мурӗллӗ сыснана асӑрханӑччӗ. Каярах республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви хир сыснисене тытма ирӗк паракан хушу кӑларнӑччӗ. Ҫак тапхӑр ака уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех тӑсӑлӗ. Хир сыснисене «Дирекция по охране и использованию животного мира и особо охраняемых природных территорий» (чӑв. Чӗрчун тӗнчине тата уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсене асӑрхассипе тата усӑ курассипе ӗҫлекен дирекци) хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем персе пӑрахаҫҫӗ. Сунарҫӑсем те тискер ҫак чӗрчунсене тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра сунарҫӑсем 23 хир сысни тытнӑ, маларах асӑннӑ дирекцин специалисчӗсем — 25. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |