Республикӑра
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗ республикӑри амӑшӗн капиталне тӑсас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: капитал 100 пин тенкӗпе танлашать. Патшалӑх Канашӗ йышӑну тунӑ: республикӑри амӑшӗн капиталне тепӗр 3 ҫула тӑсмалла. ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев капиталпа мӗнле усӑ курмаллине тепӗр хутчен аса илтернӗ. Ку укҫапа пурӑнмалли условисене лайӑхлатма, ачана вӗрентме, сусӑр ача валли ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянма пулать. Ҫулсерене ку тӗллевпе 200 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, 100 пин тенке сахал тупӑшлӑ ҫемьесем тивӗҫӗҫ. Сӑмах май, РФ Патшалӑх Думи федераци программипе килӗшӳллӗн амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен парасси пирки йышӑну тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 19-мӗшенче РФ Федераци канашӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Семья и город – растем вместе» (чӑв. Ҫемье тата хула — пӗрле аталанатпӑр) VIII конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ӑмӑртӑва Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд Раҫейри пӗчӗк тата вӑтам хуласен ассоциацийӗпе йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Карелова саламланӑ. «Конкурс ачасене пулӑшакансене ҫӗнӗ социаллӑ технологисене тата опыта сарма пулӑшать», – тенӗ Федераци Канашӗн вице-спикерӗ. Конкурса 293 ял-хула хутшӑннӑ. Кӑҫал ял тӑрӑхӗсене те ӑмӑртӑва явӑҫтарнӑ. 100 пин ҫынтан ытларах ҫын пурӑнакансем хушшинче пирӗн республикӑри Ҫӗнӗ Шупашкар иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗшӗнче — Ростов облаҫӗнчи Батайск, виҫҫӗмӗшӗнче – Ханты-Манси округӗнчи Сургут. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 4-мӗш гимнази директорне ҫирӗплетес тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Уголовлӑ ӗҫсем пуҫарнӑран должноҫран хӑтарнӑ хӗрарӑм вырӑнне халӗ Андрей Михайлова лартнӑ. Унпа ҫывӑхрах паллаштарар, 1995-1998 ҫулсенче Андрей Михайлов тӗп хулари 18-мӗш тата Шупашкар районӗнчи Карачура шкулӗсенче учительте ӗҫленӗ. 1998 ҫулта ӑна асаннӑ шкул директорне уйӑрса лартнӑ. Ку должноҫре ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Шупашкар район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗнче, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комитетра, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх тата Вӗрентӳ министерствисенче, Патшалӑх Канашӗнче ӗҫленӗ. Палӑртса хӑварар, гимназин унчченхи директорӗ Эльвира Казакова тӗлӗшпе ҫичӗ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Следовальсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ачасене гимназие вырнаҫтарма ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ. Халӗ ӑна килте хупса усрама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Йӗпреҫри «Пятерочка» лавккара юрӑхсӑра тухнӑ таварсем сутнӑ. Ҫакна прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май хуҫине — тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӗве — судпа айӑпланӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернипе килӗшӳллӗн, хайхи лавккара темиҫе кӑлтӑк та асӑрханӑ. Акӑ, сӑмахран, сентресем ҫинчех усӑ курма юранӑ вӑхӑт иртнӗ сӗт юр-варӗ, канфет-печени, ҫӑкӑр-булка, шӑнтнӑ пулӑ выртнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхри тӑватӑ торта хӑҫан пӗҫерсе кӑларни паллӑ пулман. Тӗрӗссипе вара ҫакӑ – саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни. Ҫапла майпа тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура ӗҫченӗсем тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӳ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ вара пӗрлешӗве 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Николай Плотников «Чӑваш халӑх сайчӗ» электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗн тӗп редакторӗ тӗлӗнмелле пӑтӑрмаха лекнӗ. Аҫтахар (Николай) Плотников паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Вокзалҫум урамри 1А адреспа вырнаҫнӑ ҫурта ЕТК (пӗрлехи транспорт картти) ҫине укҫа хума кӗнӗ. Ҫавӑнта ларакан хӗрарӑма Чӑваш Республикин тӗп хулинче клиент хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн чӗлхипе, чӑвашла, калаҫни тарӑхтарнӑ. «Саккун ирӗк панӑ тӑрӑх эпӗ унта ларакан хӗрарӑмпа калаҫӑва чӑвашла пуҫларӑм. Вӑл вара мана ҫакӑншӑн тем те пӗр каласа пӗтерчӗ, чӑвашла калаҫса эп каппайланса ҫӳретӗп, ЕТК карточки ҫине укҫа хума чӑвашла ыйтни ӑна хисеплеменни пулать терӗ. Ку ҫеҫ те мар, чӑвашла калаҫнӑшӑн вӑл мана Китая куҫса кайма ыйтрӗ», — тесе пӗлтернӗ Николай Плотников Шупашкар троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ тата Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырура. Тӑван республикӑра тӑван чӗлхепе калаҫнишӗн хӑртса пӗтернӗ хӗрарӑма ӗҫрен хӑтармах ыйтнӑ. Ҫырӑва янӑ хыҫҫӑн тепрер сехетрен Аҫтахар Плотников Троллейбус управленийӗнчен шӑнкӑравланине, унта вӗсем ЕТКшӑн яваплӑ маррине пӗлтернине систерчӗ. Чӑн та, ЕТК — уйрӑм организаци, апла пулсан пӑтӑрмах пирки унта ӑнлантарассине кӗтме тивӗ. |
Ҫурт-йӗр
![]() ЧР строительство министрӗ Владимир Михайлов Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Рудольф Селивановпа 5 тӑлӑха тата нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине панӑ. Ку – Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парне тейӗн. Тӑлӑхсемпе ҫемье уява ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ. Викторовсем 5 ачана кун ҫути парнеленӗ. Вӗсем Ҫӑл Атӑк ялӗнче пурӑннӑ, халӗ Патӑрьеле ҫӗнӗ хваттере куҫӗҫ. Вӗсене патшалӑх виҫӗ пӳлӗмлӗ кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Ҫемье пуҫӗ Сергей Викторов савӑнӑҫне палӑртнӑ: «Ачасем хӑйсем валли пӳлӗм, сӗтел-пукан суйларӗҫ. Хваттер панӑшӑн питӗ савӑнатпӑр». Кӑҫал Патӑрьел районӗнче ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 11 тӑлӑх хваттер уҫҫине илнӗ. Ку тӗлӗшпе республика хыснинчен 10,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул 8,1 миллион тенкӗ парӗҫ, ку нумай ачаллӑ икӗ ҫемьене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме кайӗ. Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре 145 тӑлӑх тата нумай ачаллӑ 13 ҫемье пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх тумӗ» этнографи словарӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Наталия Захарова-Кульева пухса хатӗрленӗ. Кӗнекере чӑваш халӑхӗн тумӗсен, вӗсен пайӗсен, ҫири ҫи-пуҫӑн, пуҫа тӑхӑнмалли тумтирӗн, атӑ-пушмакӑн, эрешсен тата ытти япалан ячӗсене тупма пулать. Терминсене тупма меллӗ пултӑр тесе алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарнӑ. Чылайӑшне автор хӑйӗн тата архиври ӳкерчӗксемпе сӑнласа кӑтартнӑ. Автор ҫак кӗнекене пухса хатӗрлес тӗлӗшпе сахал мар ӗҫленӗ. Вӑл 15 ҫул тӗрлӗ ҫӑлкуҫра терминсем шыранӑ, XVIII-XIX ӗмӗрсенчи тӗпчевҫӗсен истори, фольклор, этнографи енӗпе ӗҫӗсене тишкернӗ. Хӑш-пӗр тумӑн ятне Наталия Захарова-Кульева ваттисем каланипе ҫырнӑ, ҫавна май хӑшӗ-пӗри кӗнекере пӗрремӗш хут пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Унччен Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ федераци харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Халӗ вӑл Чӑваш Ен харпӑрлӑхне куҫнӑ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, культура еткерлӗхӗн объекчӗ республикӑна ахалех куҫать. Ҫапах пур здани те харпӑрлӑхра пулмасть, 2-мӗш помещени ҫеҫ, 91,3 тӑваткал метрлӑскер, куҫать. Сӑмах май, Ҫеҫпӗл музейне патшалӑх харпӑрлӑхне куҫарасси пирки кӑҫал ҫу уйӑхӗнчех калаҫнӑ. Ун чухне тӳре-шара пур здание те Чӑваш Ен харпӑрлӑхне куҫарни лайӑхрах тенӗ. Кун хыҫҫӑн музея анлӑлатма, ҫӗнӗ залсем уҫма планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май саламсем килме пуҫланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-сужбин порталӗнче Михаил Игнатьев ячӗпе килнӗ саламӑн сӑмахӗсем те пур: «Ҫак асамлӑ кунсенче кашни килте уяв сӗмӗ палӑрать, ҫынсем пӗр-пӗрне чунран телей тата ырлӑх сунаҫҫӗ, малашлӑх валли плансем хатӗрлеҫҫӗ». Михаил Игнатьева РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗн пайташӗсем, федераци тата республика министерствисемпе ведомствисен ертӳҫисем, республикӑри район-хуласен пуҫлӑхӗсем, регионти ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул саламӗ яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Студентсен сесси хӗрсех пырать. Зачетсем, экзаменсем… Ахӑртнех, нумайӑшӗ ку тапхӑрта канлӗхне ҫухатнӑ. Теприсем, тен, нервисене лӑплантараймаҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра Шупашкарти «Студентсен хули» чарӑнура темӗнле ҫын И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори вӗрентекенне тапӑннӑ. Хайхискер ӑнсӑртран чупса пынӑ та 30 ҫулти арҫынна ҫурӑмӗнче икӗ хутчен кӗрслеттернӗ. Тапӑннӑ ҫын питне шарфпа хупланӑ. Хӑй 170-175 сантиметр ҫӳллӗш. Полицейскисем тӗрех «Квадрат» планпа ӗҫлеме пуҫланӑ, анчах преподавателе тапӑннӑ ҫынна тупайман. Вӗрентекене пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |