Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмар районӗнчи шкул директорне ҫынна ырӑ тӑвас тениех суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ курӑнать. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен хайхи шкул директорӗ ӗҫ вӑхӑчӗн табельне хӑй ҫырса тултарнӑ, унта хӑйӗн пӗлӗшӗ тирпейлӳҫӗре ӗҫлет тесе палӑртнӑ. Ӑна куншӑн шалу та тӳленӗ. Лешӗ вара шкулта урай ҫума мар, унта пырса та курман иккен. «Ҫак хӗрарӑма шалу тӳленӗ, хысна тулашӗнчи фондсене уншӑн укҫа куҫарнӑ, асӑннӑ тапхӑрта ӑна преми пама виҫӗ хутчен хушу кӑларнӑ, ӗҫрен кайнӑ чухне усӑ курман отпускшӑн тӳленӗ, укҫан пулӑшу панӑ. Ҫапла майпа шкул 65 пин тенкӗ сӑтӑр курнӑ», — хыпарлать следстви управленийӗн пресс-служби. Палӑртса хӑварар, следстви вӑхӑтӗнче шкул директорӗн ҫӑмӑл машинине арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Швецинчи Эстерсунд хулинче иртнӗ Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, хӗрарӑмсем 7,5 километра спринта чупнӑ чух Дмитриев Губерниев телекомментатор Татьяна Акимова Чӑваш Енре биатлон центрне тума май килменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнине тӳрӗ эфирта |пӗлтернӗччӗ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ, сӑмах май, тепӗр кунне ҫырнӑччӗ. Дмитрий Губерниев каланӑ тӑрӑх, Инстаграмра тата ытти халӑх тетелӗнче ун патне ачасем пулӑшу ыйтса ҫыраҫҫӗ-мӗн. Ҫак кунсенче Францинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртрӗ. Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хӗрарӑмсем спринта тухсан Дмитриев Губерниев каллех Чӑваш Енри биатлон центрӗ кирлине Раҫҫейӗпех калаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ телекомментатор. Сӑмах май, Михаил Игнатьев Элтепер битлон центрӗ тӑвас ыйтӑва иртнӗ эрнере Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. Укҫа уйӑрнӑ иккен, анчах ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ саманта пула строительство урӑх вӑхӑта куҫнӑ — биатлон центрне килес ҫул хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш класра вӗренекен 5,4 пин ытла шкул ачи раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырнӑ, вӑл шутран сусӑрсем 80 ача пулнӑ. Аса илтерер, патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн ҫырнӑ сочинени темисем тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтра кӑштах калаҫтаракан та, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ тенӗччӗ ун чух. Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев сочинени темине экзаменччен 15 минут маларах ҫеҫ пӗлтернине паян республика Элетперӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марат Никитин. Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть «Лаборатори» ятпа кино тата театр студийӗ уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи фестивальсен лауреачӗ, кино тата театр режиссерӗ Марат Никитин актер, режиссер ӑсталӑхӗн курсӗсене тӳлевсӗрех вӗрентӗ. Каласа хӑвармалла, Марат Никитинӑн фильмӗсене хамӑр патра иртекен кинофестивальсенче те куракансем хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ. Хайхи вӗренӗве 14 ҫултан аслӑрах ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта вӗсене пултаруллӑ режиссер актер ӑсталӑхне вӗрентӗ, сцена ҫинче хӑйсене тытма, кино сценарийӗ ҫырма, фильм ӳкерме хӑнӑхтарӗ. «Ку кӑна та мар, пирӗн студире киноклуб та ӗҫлӗ. Унта эпир пӗрле пухӑнса илемлӗ тата документлӑ фильмсем пӑхӑпӑр, вӗсене пӗрле сӳтсе явӑпӑр», — каласа кӑтартнӑ студи ертӳҫи Марат Никитин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ рейс автобусӗ МАЗпа ҫапӑннине, инкекре МАЗ водителӗ вилнине, автобусри 7 пассажира пульницӑна ӑсатнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса автобуспа ҫапӑннӑ. Паян ирпе Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкекре 27 ҫын шар курнӑ. Пӗр ҫын авари пулнӑ вырӑнтах, тепри пульницӑра вилсе кайнӑ. Чӑваш Енри ҫынсенчен халӗ виҫҫӗшӗ Чулхула тӑрӑхӗнче сипленеҫҫӗ, иккӗшӗ — Чӑваш Енри пульницӑсенче. Шупашкарти Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑри тухтӑрсем патне ҫиччӗ пынӑ, вӗсенчен улттӑшӗ халӗ килте сипленет. Улттӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине тата иккӗн Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницине пынӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене тухтӑрсем амбулатори мелӗпе сипленме киле янӑ. Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑна пынӑ пӗр ҫынна вырттарнӑ, тепри йывӑр аманманнине кура килте сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле республикӑра вӑйлӑ ҫил пулнӑ. Шӑпах ҫав кун Ҫӗмӗрле хулинче тӗп чӑрӑш, капӑрлатнӑскер, персе аннӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата Сергей Прохоров пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ вӑйлӑ ҫиле пула тӳннӗ. «Хулара ҫил питӗ вӑйлӑ пулчӗ. Чӑрӑша тӗкӗлӗнӗ япала чӑтайман. Юрать, никам та шар курман», — тенӗ Сергей. Чӑрӑша тепӗр кунах, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехет валли, каялла вырнаҫтарнӑ, электричествӑна юсанӑ. Халӗ вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисене йӑлтӑр-ялтӑр теттисемпе савӑнтарать. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлере Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне раштав уй ӑхӗн 1-мӗшӗнче лартнӑ. Вӑл 15 метр ҫӳллӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ рейс автобусӗ МАЗпа ҫапӑннӑ. Инкекре МАЗ водителӗ вилнӗ. Автобусри 7 пассажира пульницӑна ӑсатнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗ водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та автобуспа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ автобус «Мерседес» маркӑллӑ. Унӑн номерӗ – АН50021. Вӑл «Йошкар-Ола – Мускав – Йошкар-Ола» маршрутпа ҫӳренӗ. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус аварие лекнӗ. Ун чухне 9 пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Енри ӳнерҫӗ Каллиста Иванова Аслӑ Британие хӑйӗн ҫӗнӗ картинине парнеленӗ. Вӑл «Матрешка» ятлӑ. Картинӑна Аслӑ Британин посольствин департаменчӗн директорне Джон Линдфилда панӑ. Каллиста Иванова «Матрешка» ятлӑ картинӑна ятарласа Аслӑ Британи валли ӳкернӗ. «Матрешка – Англи тата Раҫҫей палли», - тенӗ ӳнерҫӗ. Каллиста Иванова арт-стильпе ӗҫлет. Вӑл хӑйӗн методикипе усӑ курать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, картина ӳкермешкӗн вӑхӑт нумай кирлӗ. Халӗ унӑн коллекцийӗнче 50 яхӑн ӗҫ. Ытларахӑшӗ – Раҫҫей тулашӗнче. Каллиста Ивановӑна тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑнма тӑтӑшах чӗнеҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла Францири фестивальте хӑйӗн картинисемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакан Сергей Мускаври хваттере выляса илнӗ. Вӑл 9 миллион тенкӗ тӑрать. Сергей «Авторадио» ирттернӗ вылява хутшӑннӑ. Унта вун-вун пин ҫын хутшӑннӑ. Выляв 8,5 уйӑха тӑсӑлнӑ. «Пӗрремӗш хутчен шӑнкӑравласан ӗненмерӗм. Халӗ чӗтретӗп, шока кӗрсе ӳкрӗм. Кунашкал туйӑм ман нихӑҫан та пулман. Телефон номерӗн юлашки тӑватӑ хисепне каласан хӑлха тӑратрӑм. Унтан шӑнкӑрав килчӗ», - тенӗ Сергей. Мускаври хваттер 42,5 тӑваткал метрлӑ. Вӑл Кремльтен 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сергей радио ертӳҫисене акӑ мӗн пӗлтернӗ: ҫав хваттерте унӑн аслӑ хӗрӗ пурӑнӗ. Анчах малтан Сергейӑн хваттер хакӗн 36 процентне налук тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ҫак брошюрӑна вуласа тухма пурне те сӗнетпӗр. Ӑна Финлянди Вӗрентӳ министерстви кӑларнӑ! Кама? Иммигрантсем валли (хайхи вариант вырӑсла калаҫакансем валли). Мӗн каласшӑн вӗсем унта? Тархасшӑн, кил-йышра, тӑван чӗлхепе калаҫӑр тесе. Финн чӗлхине вара эпир сирӗнсӗр сирӗн ачасене вӗрентетпӗр! Тата мӗн ҫинчен: Тӑван чӗлхе вӑл — пуянлӑх, вӑл — пурнӑҫра пулӑшакан хатӗр, ӑна упрамалла! Финлянди Вӗрентӳ министерстви иммигрант ачисене тӑван чӗлхепе усӑ курма ыйтать, Европӑри чи лайӑх пӗлӳ паракан ҫӗршывра! Брошюра вӑрӑм мар, анчах питӗ лайӑх мӗншӗннине ӑнлантарса парать...», — «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх сетӗнче ҫырнине Алпарух (Александр) Блинов хӑйӗн страницинче репост тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |