Культура
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑ пултарулӑхне тишкерӗҫ. Ольга Иванова (чӑн хушамачӗ ҫавӑн пек) Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫлет. Литература клубне пыракансем Ольӑн «Чӑлах пуканисем» кӗнекине кӗнӗ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Унчченхи тӗлпулусенчен пӗринче Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне, пуш уйӑхӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явнӑччӗ. Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист Фейсбукра тахҫанах ҫапла ҫырса хунӑччӗ: «Кӗнекинчи пур калавне те вулатпӑр, пур калавӗ пирки те калаҫма пултаратпӑр, кам хӑшӗн ҫинчен калаҫасшӑн». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Халӑх сасӑлавӗ пырать. Ҫынсем Элтепере мӗнле шаннине, пурнӑҫ шайне, регион сӑн-сӑпатне, коррупципе мӗнле кӗрешнине, информаци уҫӑлӑхне, ҫулсен пахалӑхне тата ыттине балл лартса кӑтартма пултараҫҫӗ. Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен халӑх танлаштарӑмӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑнать. Чӑваш Ен ҫыннисем унӑн ӗҫӗ-хӗлне 5 балран 3,3 балпа хакланӑ. Сасӑлав малалла пырать-ха. Эппин, эсир те Элтепере паллӑ лартса пама пултараҫҫӗ. Халӑх Элтепере шанать-и? Ҫынсем ҫакна 3 балпа хакланӑ, пурнӑҫ шайне – 3,07 балпа, коррупципе кӗрешнине – 3,2 балпа. Пӗтӗмӗшле илсен, сасӑлава Чӑваш Енри 150 ҫын хутшӑннӑ. Элтепере балл лартса парас тесен ҫак ссылкӑпа куҫмалла: http://governors.ru/glava-regiona/Chuvashskaya-Respublika/Ignatev-Mikhail-Vasilevich#pub_rating. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чеб.ру сайт журналисчӗсем Инстаграм халӑх тетелӗнче ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн аккаунчӗ пурри пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна @mihail_ignatiev_chuvashiya никпа уҫнӑ. Страницӑна уҫнӑранпа 11 кун иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра Михаил Игнатьевӑн страницине 5 ҫын ҫырӑннӑ. Страницӑра 15 публикаци, вӗсенче пӗр «лайк» кӑна пуснӑ. Камне пӗлеетӗр-и? Владимир Аврелькин. Страницӑна ҫырӑнса илекенсен йышӗнче – ЧР экономика министрӗ, кап.ру сайтӑн официаллӑ аккаунчӗ тата «Советская Чувашия» хаҫатӑн темиҫе журналисчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Паян вӗренӳ иститутӗнче Мӑн Тытӑҫу вӑйӑ ирттертӗм. 12 ушкӑн хутшӑнчӗ», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗринче Александр Блинов чӑваш хастарӗ. Унта вӑл ҫырса кӑтартнинче эпир пӗр саманта асӑрхарӑмӑр, сире те ун пирки шухӑшласа пӑхма сӗнесшӗн. «Тӗрлӗ пулӑм мӗн чухлӗ ирттеретӗп те пӗрмаях пӗр пекрех иртсе каять. Пуҫламӑшӗнче ушкӑнсем пӗчӗк хӑтлав вырӑнне пӗр сехетлӗх хӑйне евӗрлӗ «пултарулӑх ушкӑнсене фестивалӗ» ирттереҫҫӗ», — ҫырнӑ вӑл. Пурте (пӗр ушкӑнсӑр пуҫне) халӑх тумӗсемпе килсе ҫитнӗ иккен. «Нихӑҫан та ҫак йӑла-йӗркине ҫӗнтерсе илме пулмасть пуль. Чӑваш чӗлхи 19-мӗш ӗмерти тумӗпе ассоциациленет, фольклор евӗрлӗ презентаципе...», — шухӑшне тӑснӑ Александр Блинов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» курав уҫӑлнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех ӗҫлӗ. Унпа Китай ҫамрӑкӗсем ҫитсе паллашнӑ та ӗнтӗ. Культурӑпа курав центрӗнчи курава «Паха тӗрӗ» музей хатӗрленӗ. Унта вӑл хайӗн коллекцийӗнчи паха ӗҫсене илсе пынӑ. Куравра Чӑваш халӑх художникӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Екатерина Ефремован, РФ тава тивӗҫлӗ художникӗн Мария Симакован, Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ художникӗн Татьяна Петрован, халӑх промыслисен ӑстин Анастасия Андрееван ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн ҫӗр пин тӗррипе ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университене Китайран вӗренме килнӗ студентсем паллашнӑ. Вӗсем чӑвашсен тӗрӗ пӗлтерӗшӗпе те кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Китайри Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннӑ. Ку хыпара И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлтернӗ. Шупашкарти аслӑ шкулӑн журналистика уйрӑмӗн тӑваттӑмӗш курс студенткипе ҫыхӑннӑ ырӑ пулӑм ӗнер пулса иртнӗ. Татьяна Кучерова университетӑн Халӑхсем хушшинчи студентсен пӗрлешӗвӗн реклама пайӗн пуҫлӑх пулса тимлӗ. Шупашкарта вӗренекен хӗр Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухать. Ҫӗнӗ тивӗҫе Татьяна пуҫӑннӑ та. Вӑл университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрать, университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать. Пулас журналистка малтан корея чӗлхине вӗренмелле Кӑнтӑр Корейӑра 3 эрне пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сар.ru сӑнӗ Хусанта спорт гимнастики енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатӗнче 150 гимнаст йышӗнче ӑмӑртса чӑваш каччи Владислав Поляшов бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ чемпионата Владиславсӑр пуҫне пирӗн республикӑран Полина Федоровӑпа Анастасия Яковлева хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте ӑсталӑха Олимп резервӗсен 6-мӗш спорт шкулӗнче туптаҫҫӗ. Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗн пӗрлештернӗ команди, пирӗн ентешсем шӑпах ун йышне кӗнӗ, ӑмӑртура тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, чӑваш ҫамрӑкӗсем паян тата ыран иртекен тупӑшусене те хутшӑнаҫҫӗ. Чемпионата пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланса юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Канадӑра иртекен тӗнче чемпионатне кам хутшӑнассине палӑртӗҫ. Апла пулсан чӑваш ҫамрӑкӗсен те ҫак йыша кӗме шанӑҫ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сар.ru сӑнӗ Ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Кӑмӑл пуррисем пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсемпе, ытти специалистпа канашлама пултарӗҫ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, республикӑри кардиологи диспансерӗнче кардиологсем тата чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗсем ҫынсене 8 сехетрен пуҫласа 13-ччен йышӑнӗҫ. Кирлӗ пулсан тухтӑрсем ҫавӑнтах электрокардиографи тата чӗрепе юн тымарӗсен ультрасасӑ тӗпчевӗ ирттерӗҫ. Республикӑри наркологи диспансерӗн специалисчӗсем вара «Психотроплӑ япаласемпе усӑ курассипе кӗрешес ӗҫри ҫемье пӗлтерӗшӗ» ятпа калаҫу йӗркелӗҫ. Психиатрсемпе наркологсемпе, социаллӑ ӗҫченсемпе ҫынсем диспансерӑн Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери поликлиникисене ҫитсе канашлама пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин алӑкӗсем те ыран пациентсемшӗн уҫӑ пулӗҫ. Аса илтеретпӗр, тухтӑр патне кайма пуҫтарӑннисен хӑйсемпе пӗрле медполис, паспорт тата СНИЛС илме манмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти шкул апатланмӑшӗсенче ирхине тата кӑнтӑрла ҫинӗшӗн ҫитес вӑхӑтрах хаксене хӑпартма пултарасси пирки сас-хура тухнӑ. Кун пирки тӳре-шара уҫҫӑн каламан, анчах асӑрхаттарнӑ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул апатланмӑшӗсенче хак 2016 ҫултанпа ӳсмен. Паянхи кун 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем ирхи тата кӑнтӑрлахи апатшӑн — 65 тенкӗ, 5-11-мӗш классем 69 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хаксене ҫак таранччен хӑпартмасӑр тытса тӑма май килнӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ тавара йӳнӗ хакпа курттӑммӑн туяннӑ. Анчах капла пулсан малашне шкул апатланӑвӗн комбиначӗсен тӑкакӗсем тупӑшӗнчен ытларах пулӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, Шупашкарти хаксем, федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти хуларипе танлаштарсан, чи пӗчӗккисем. Йошкар-Олари шкулсенче ачасем апатланнӑшӑн — 104 тенкӗ, Хусанта — 80 тенкӗ, Самарта — 150 тенкӗ, Саранскра — 97,5 тенкӗ, Чулхулара 146 тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта малашне ҫӗнӗ тупӑ курма май пулӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Т-12 танка хулан муниципалитет харпӑрлӑхне панӑ. Демилитаризаци процедури хыҫҫӑн 100 миллиметрлӑ тупӑ республика харпӑрлӑхӗнчен хуланне куҫӗ. Ку хушӑва ЧР Министрсен Кабинетӗнче алӑ пуснӑ. Ҫар техникине ӑҫта илсе килесси хальлӗхе паллӑ мар. Ку тупӑна федераци хыснинчен укҫасӑрах панӑ. Ку хушӑва пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ЧР хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |