Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӗнтерӳ кунӗнче Элтепер Ҫӗршыври чипер пикепе тӗл пулнӑ

Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Вика Сорокина 10.05.2018 19:19 | 585 хут пӑхнӑ
Республикӑра

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» ята тивӗҫнӗччӗ. Ун хыҫҫӑн пике хӑй вӗренекен аслӑ шкулта пресс-конференци те ирттерчӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ те унпа тӗл пулчӗ. Ӗнер вӑл, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, салтак евӗр тум тӑхӑнса урама тухнӑ, ҫывӑх тӑванӗн сӑн ӳкерчӗкӗпе «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑннӑ.

Ҫӗршыври кӑҫалхи чи чипер пикепе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев урамра тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич та, пике те — сӑн ӳкерчӗксемпе. Раҫҫей чиперккипе ӳкерӗннӗ фотона Михаил Игнатьев Инстаграмри хӑйӗн страницине лартса хунӑ. Сӑмах май, ҫав акцие республика ертӳҫин мӑшӑрӗпе ывӑлӗ те хутшӑннӑ.

#конкурссем, #Шупашкар, #акцисем, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хитре юрлакан вӗрентекенсем канма кайӗҫ
2017, 10, 07
Ыран «Ҫулталӑк ҫемйине» палӑртӗҫ
2017, 12, 07
Шупашкарти ҫемьене республикӑри конкурсра чысланӑ
2017, 12, 08
Экспертсем Элтепере суйлав лайӑх иртнӗшӗн ырланӑ
2018, 05, 04
2-мӗш класс ачи Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ
2018, 05, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org