Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарти ҫӗнӗ микрорайонсенче 10 ача пахчи хӑпартасшӑн. Вӗсене туса лартма хула тӳри-шари «Пурӑнмалли кӗтес» тата 2 уйӑхрисенчен пуҫласа 3 ҫула ҫитичченхи пепкесем ача пахчисенче хушма вырӑнсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ программӑсене хутшӑнса Мускавран укҫа илесшӗн. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.

«Пурӑнмалли кӗтес» программӑпа килӗшӳллӗн «Ҫӗнӗ хула» тата «Соляной» микрорайонсенче икӗ ача пахчи хӑпартӗҫ, вӗсене 380 ача ҫӳреме пултарӗ.

Иккӗмӗш программӑпа килӗшӳллӗн 8 ача пахчи туса лартасшӑн. «Университет» микрорайонти 250 вырӑнлӑх ача сачӗ валли проектпа смета документацине экспертизӑна панӑ. «Савӑклӑ» микрорайонти тата Сосновка поселокӗнчи ача сачӗсен проекчӗсем тӗрӗслевсем витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Вӗсене 390 ача ҫӳрӗ. «Ҫӗнӗ хула», «Сад», «Кӑкшӑм» тата «Хӗвеллӗ» микрорайонсенчи ача сачӗсен проекчӗсене экспертиза валли хатӗрлеҫҫӗ.

 

Политика

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн улттӑмӗш пухӑмри Патшалӑх Канашне депутат суйлассипе Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗнче сасӑлав иртмелле. Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.

Аса илтерер, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Николай Малов депутат чӑваш парламентӗнче «халӑх тарҫи» пулма пӑрахнӑччӗ. Тӗрӗссипе, вӑл халь те депутатах-ха, анчах РФ Патшалӑх Думин. Шӑпах ҫавӑн хыҫҫӑн Николай Малов ЧР Патшалӑх Канашӗнчи должноҫӗпе те, депутат мандачӗпе те сывпуллашрӗ. Чӑваш парламентне вӑл Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗпе 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче суйланнӑччӗ.

Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче хушма суйлав кунне ҫеҫ мар, ӑна хатӗрленсе ирттермелли ӗҫ планне те ҫирӗплетнӗ.

 

Хулара

Кӑҫалхи ҫулла Шупашкар хулинче футбол мечӗкӗ тата футболҫӑ евӗр чечек кӳлеписем нумай пулӗҫ. Ҫулла республикӑн тӗп хулине епле капӑрлатма шухӑшланипе «Зеленстрой» предприяти пуҫлӑхӗ Олег Скворцов хула администрацийӗнче паян иртнӗ планеркӑра паллаштарнӑ.

Олег Скворцов каланӑ тӑрӑх, Шупашкара чечекпе илемлетнӗ чух пирӗн ҫӗршывра кӑҫал Футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне тӗпе хурӗҫ. Аса илтерер, ӑмӑртусем ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пымалла.

Футболҫӑ, ӑмӑртӑвӑн талисманӗ Забивака кашкӑр евӗр топиар-кӳлепесем вырнаҫтарӗҫ. Хӗрлӗ лапама, Юханшыв портне, ҫул ҫаврӑмӗсене, спорт учрежленийӗсен умӗсене те чемпионат сӗмне кӗртӗҫ.

«Хула пурӑнакансен ӑмӑрту пынине туймалла», – тенӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков.

 

Пӑтӑрмахсем

Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пӑкӑян ялӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын ентешӗпе эрех ӗҫнӗ. Ӳсӗрӗлсе кайнӑскерсен хирӗҫмелли сӑлтав тупӑннӑ. Кил хуҫи хӑнана ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.

Арҫын преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене тӗп сакайне чавса чикнӗ, унӑн тумтирне вара ҫунтарса янӑ.

Кӗҫех 59-ти арҫын патне полицейскисем килнӗ, унпа пӗрле эрех ӗҫнӗ ҫынна шыранӑ. Лешӗ суйнӑ-ха, анчах пакунлисем ӑна ӗненмен.

Арҫын полиграфпа тӗрӗсличчен хӑй преступлени тунине йышӑннӑ. Ҫак кунсенче вӑл суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатӗҫ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫее Беларуҫран типӗ сӗт кӳрсе килеҫҫӗ. Ялсенче пурӑнакан ҫынсенчен пуҫтаракан сӗт хакӗ йӳнелнине хӑшӗ-пӗри шӑпах ҫакӑнпа ҫыхӑнтарать. Асӑннӑ ҫӗршывран типӗ сӗт кӳрсе килессине чарма палӑртнӑччӗ. Ку йышӑну нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен вӑя кӗмелле пулнӑ. Анчах чарӑва каяраха хӑварчӗҫ.

Кун хыҫҫӑн йышӑну пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вӑя кӗмеллеччӗ. Анчах ӑна та куҫарнӑ. Мӗншӗн? Россельхознадзор ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «техника сӑлтавне» пула.

Чару пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӑя кӗмелле. Хальлӗхе ӑна куҫарасси пирки сас-хура пулман.

Беларуҫ президенчӗ Александр Лукашенко чару йышӑнсан алӑ усса лармассине пӗлтернӗ. Вӑл ҫакна хирӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48301
 

Республикӑра

Куславкка хулинче пурӑнакан 30 ҫулти арҫынна пӗччен эрех ӗҫме кичем пулнӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл ЧР прокуратурине.

Хайхискер пӗччен черкке пушатма тунсӑх тесе 16 ҫулти арҫын ачана сӗтел хушшине чӗннӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче аслӑраххи кӗҫӗннине шурӑ эрех тата сӑмакун ӗҫме сӗннӗ. 30 ҫулти арҫын 16-ри ачана «хаярри» туянма укҫа панӑ, унтан вӗсем 40 градуслине иккӗшӗ ӗҫнӗ.

Ҫак йӗркесӗрлӗх пирки полицейскисем пӗлнӗ. 30 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48299
 

Статистика

Чӑвашстат кам мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутланӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, хысна организацийӗсенче вӑй хуракансен шалӑвӗ 10 процент ӳснӗ.

Ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем ыттисенчен ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ – вӑтамран 49,8 пин тенкӗ. Аслӑ шкулсенче вӗрентекенсем вӑтамран 48,7 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Тухтӑрсен шалӑвӗ те ҫавӑн чухлех. Ытти категорири ӗҫченсем 25 пин тенкӗрен сахалрах ӗҫлесе илеҫҫӗ.

Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӑтам ӗҫ укҫи 7,2 процент ӳснӗ, ку кӑтарту 24 пин те 531 тенкӗ те 3 пуспа танлашнӑ. Палӑртмалла: 2017 ҫулта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференцире вӑтам ӗҫ укҫи кашни ҫулах ӳссе пырассине каланӑччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пилӗк ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Телее, пурте чӗрех. Ку инкек кӗҫӗр Павлов мичман урамӗнчи пӗр хваттерте пулнӑ.

Ҫӗрле 2 сехетре йӗрке хуралне 16, 13, 14, 12 тата 9 ҫулсенчи ачасем наркӑмӑшланни пирки пӗлтернӗ. Вӗсем пӗр пӳлӗмре ҫывӑрма выртнӑ. Тепӗр пӳлӗмре пулнӑ ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хваттерте газ шӑрши туйӑнман. Килте газ колонки пулнӑ. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, шӑпах ҫавӑнтан шӑршӑ тухнӑ та.

Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, медпулӑшу панӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн управляющи компанипе газ служби ӗҫченӗсен айӑпӗ пурри-ҫукки пирки калама май пулӗ. Газ колонкине юлашки хутчен нарӑс уйӑхӗнче тӗрӗсленӗ-мӗн.

 

Культура

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканал ирттерекен «Ты – супер!» кӑларӑма хутшӑнать. Кӑларӑм пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Пирӗн ентеш чӗрӗк финала лекме пултарнӑ.

13 ҫулти Вика конкурса кукамӑшӗпе пӗрле килнӗ. Хӗрача сцена ҫинче юрланӑ, кулиса хыҫӗнче вара ӑна парне кӗтнӗ. Ӑна пиччӗшӗ курма килнӗ-мӗн.

Вика кукамӑшӗпе тата кукашшӗпе пурӑнать. Амӑшӗ 10 ҫула яхӑн каялла аварире вилнӗ. Хӗрача ун пирки калаҫма, унӑн сӑнӳкерчӗкӗсене пӑхма юратмасть – ытла та чуна ыраттарать.

Ҫӗмӗрле хӗрачи конкурсра акӑлчанла юрланӑ. Юрӑ жюрие килӗшнӗ – тӑваттӑшӗ те Викӑшӑн сасӑланӑ.

 

Хулара

Шупашкарти 18 ҫуртра ҫитес вӑхӑтрах лифтсене улӑштарӗҫ. Ҫак ӗҫе Чӑваш Енӗн капиталлӑ юсав фончӗ перекетлесе пухнӑ укҫа-тенкӗпе пурнӑҫлӗҫ. Асӑннӑ фонд хӑйӗн сайтӗнче телейлисен списокне пичетленӗ. Ҫапла майпа 81 лифт вырнаҫтарӗҫ, вӗсемпе ҫав ҫуртсенче пурӑнакан 8549 ҫын усӑ курӗ.

Хайхи списока Пролетари урамӗнчи 14-мӗш ҫурт (4 лифт), Красин урамӗнчи 4-мӗш ҫурт (1 лифт), З. Яковлева урамӗнчи 44-мӗш ҫурт (2 лифт), 139-мӗш Стрелок Дивизийӗн урамӗнчи 10-мӗш ҫурт (2 лифт), Чапаев урамӗнчи 4-мӗш ҫурт (6 лифт), 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 19/37-мӗш ҫурт (8 лифт), Социализм урамӗнчи 10-мӗш ҫурт (2 лифт), Ленинла Комсомол урамӗнчи 38-мӗш ҫурт (5 лифт), ҫак урамри 40/1-мӗш ҫурт (2 лифт), Трактор Тӑвакансен проспектӗнчи 33-мӗш ҫурт (3 лифт), Пролетари урамӗнчи 16-мӗш ҫурт (2 лифт), Элмен урамӗнчи 18-мӗш ҫурт (4 лифт), Шумилов урамӗнчи 35-мӗш (3 лифт), Павлов мичман урамӗнчи 34-мӗш ҫурт (8 лифт), Ленинла Комсомол урамӗнчи 48-мӗш ҫурт (7 лифт), 139-мӗш Стрелок Дивизийӗн урамӗнчи 8-мӗш ҫурт (11 лифт), Шумилов урамӗнчи 31-мӗш ҫурт (4 лифт), М. Горький урамӗнчи 39-мӗш ҫурт (7 лифт) кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48293
 

Страницӑсем: 1 ... 2200, 2201, 2202, 2203, 2204, 2205, 2206, 2207, 2208, 2209, [2210], 2211, 2212, 2213, 2214, 2215, 2216, 2217, 2218, 2219, 2220, ... 3955
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...