Ҫынсен правине хӳтӗлекен Европӑри суд Чӑваш Ен арҫыннине майлӑ пулнӑ. Вунӑ ҫул каялла пакунлисем кӳрентернӗ этем тӗрӗслӗх шыраса Страсбурга ҫитнӗ. Юридици енчен ӑна Алексей Глухов юрист пулӑшнӑ.
«Зона права» (чӑв. Право зони) юридици организацийӗпе ӗҫлекен Алексей Глухов пӗлтерни тӑрӑх «Интерфакс» информаци агентсви хыпарланӑ. Этем правине хӳтӗлекен суд йышӑнӑвне Страсбургри суд хӑйӗн сайтӗнче паян вырнаҫтарнӑ иккен.
Асӑннӑ суд енсене мирлӗ килӗшу тума сӗннӗ имӗш. Унти тӳресем 7100 еврӑпа калаҫса татӑлма ыйтнӑ. Анчах Раҫҫей правительстви шар курнӑ арҫынна хай вӑхӑтӗнче 20 пин тенкӗ тӳленипе ҫырлахасшӑн пулнине журналистсене Алексей Глухов пӗлтернӗ.
Иванов хушаматлӑ арҫынна 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти милицин 1-мӗш номерлӗ участокри пунктне тытса кайнӑ. Унта хайхине милици капитанӗ темиҫе хутчен ҫапнӑ. Шар курнӑ арҫыннӑн хӑрах хӑлхи илтми пулнӑ. Пакунлине 2008 ҫулта виҫӗ ҫуллӑха хупса хунӑ.