|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем, ҫав шутра ял ҫыннисем те, йӑлари хытӑ каясшӑн малашне укҫа тӳлеме пуҫлӗҫ. Пӗр ҫын пуҫне 75 тенке яхӑн кӑларса хума тытӑнӑпӑр. Хулари е район центрӗсенчи хваттерсенче тӗпленнисем унччен те тӳленӗ-ха. Анчах ҫын пуҫне мар. Хваттер лаптӑкне кура. Чӑваш Енӗн строительство министрӗ пулнӑ Владимир Михайлова ӗнер ӗҫрен хӑтарнине йӑлари хытӑ каяшсене турттарас енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем республикӑра татӑлса пӗтменнипе сӑлтавлакансем те пур. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Игорь Моляков каяша турттарасси ҫинчен ял ҫыннисемпе килӗшӳ туманнине палӑртнине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланинче тӗрӗсси пурах. Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче, сӑмахран, йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланӑ. Вӑл тӑрӑхрисем каланӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче икӗ хутчен тиесе кайнӑ. Анчах килӗшӗве чылайӑшӗ алӑ пусман. Тӗрӗсрех каласан, алӑ пусма сӗнмен. Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, килсерен 75 тенке яхӑн тӳлемелле. Апла пулсан ку ыйтӑва вырӑнсенче уҫӑмлатса пӗтерменни, чӑн та, сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Владимир Михайлов экс-министр Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Унтан тепӗр сӑмах-юмах та тухнӑччӗ: Владимир Михайловӑн министр портфельне каярах пама тивӗ. Ҫакӑ тӳре-шаран шӑпине Мускаври пуҫлӑхсемпе сӳтсе явма тивнипе ҫыхӑннӑ тесе сӑлтавларӗҫ. РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полпречӗ Чӑваш Ене килес умӗн харӑсах икӗ министра пукансӑр хӑварни аван мартан йышӑнӑва каяраха хӑварнӑ текенсем те тупӑнчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ чӑн сӑлтавне пӗлмест те, анчах ӗнер, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Владимир Михайлова Михаил Игнатьев тилхепесӗр хӑварнӑ-хӑварнах. Хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Ишек ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ, ҫавна май лешӗ вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫак арҫын 55 ҫулти арӑмӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер мӑшӑрне хырӑмӗнчен пӗр хутчен ҫапнӑ. Хирӗҫӳ хыҫҫӑн темиҫе кун иртнӗ. Япӑххи пирки упӑшкипе арӑмӗ шухӑшламан пуль-ха. Анчах хӗрарӑм шалти органсем сиенленнипе вилнӗ. Халӗ арҫынна арестлес ыйтӑва татса параҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Кирилл Степанов мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Унӑн – мрамор чирӗ. Ӑна шӑмӑ сӑссине куҫарса лартнӑ, химиотерапи тунӑ. Нумаях пулмасть унӑн пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Ҫичӗ ҫулти арҫын ача тахҫанах пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫак кунсенче вӑл нимеҫӗсем пулӑшнипе пуйӑса ларса пускӑчсене пуснӑ, транспорта ҫӳреттернӗ. Паллах, Кирилпа юнашар машинист Александр Бологов пулнӑ. Палӑртмалла: нумаях пулмасть Раҫҫейре йывӑр чирлӗ ачасен тата ватӑсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан проект хута кайнӑ. Вӑл «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» ятлӑ. Пӗрремӗш ӗмӗт Шупашкарта пурнӑҫланнӑ. Телейлисен йышне шӑпах Кирилл кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑваш халӑх артистки Валентина Музыкантован пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫав кун «Чи кирли, чи юратни» мелодрама кӑтартӗҫ. Валентина Музыкантова пултарулӑхне куракансем унти сӑнар тӑрӑх хаклӗҫ. «Театртан каяс килмест. Мӗнле уйрӑлмалла унпа - пӗлместӗп. Сывлӑх пулсан малалла та ӗҫлесчӗ», — тенӗ сцена ӑсти 5 ҫул каялла «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫачӗн корреспонденчӗпе калаҫнӑ чух. Театрта ӗҫленӗ вӑхӑтрах диктора вырнаҫнӑ. Пуҫлӑхсем артист ӗҫне пӑрахма сӗнсен те театртан уйрӑлман. Телекуравра, радиора нумай кӑларӑм хатӗрленӗ. Хӗрарӑм телейне вӑл ҫемье ӑшшинче, куҫ тулли ачасенче, мӑнуксенче, юратнӑ ӗҫре курать. Унӑн чун киленӗҫӗ — кушак. Урамрисене те вӑл хӗрхеннипе ҫитерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, IV ялти кинофестиваль вӗҫленет. Пилӗк кунлӑх кӑҫалхи мероприятие тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале темиҫе вырӑнта йӗркеленӗ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑна юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Пархикассинчи информаципе культура центрӗнче уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн киномобиль ытти района ҫул тытнӑ. Етӗрне районӗнчи Хучашри пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта, Элӗк районӗнчи Юнтапари ифнормаципе культура центрӗнче, Муркаш районӗнчи Калайкассинчи А.Г. Николаев ячӗллӗ вӑтам шкулта пулса кино кӑтартнӑ. Ктнофестиваль вӑхӑтӗнче «Мое чувашское дело» тата «И.Я. Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильмсене кӑтартнӑ. Вӗсене «Чӑвашкино» киностудире тата электрон документацин архивӗнче хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче арҫын хӗрачана лифтра тапӑнни пирки хыпар сарӑлнӑччӗ. Хӑш-пӗри ҫакна ӗненмерӗ, сас-хура кӑна тесе йышӑнчӗ. Анчах ку чӑнах та пулнӑ иккен. Ҫав арҫынна тытса чарнӑ, арестленӗ. Вӑл – Красноармейски районӗнчен, ҫав кун Шупашкарта пулнӑ. Хайхискер киревсӗр ӗҫ тунине тунман. Авӑн уйӑхӗнче ҫакскер нумай хваттерлӗ ҫуртӑн лифтне кӗнӗ, унта вӑл пӗчӗк хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ, унтан тарса ҫухалнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, вунӑ ытла суд экспертизи ирттернӗ. |
|
Спорт
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗ Раҫҫей чемпионатне ӑҫта ирттерессине палӑртнӑ. Ӑна Шупашкарта йӗркеленӗ. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ 100-мӗш хутчен иртӗ. Ӑна ӑҫта ирттерессине халӗ татӑклӑн татса панӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗ икӗ хула хушшинче суйланӑ: Шупашкар тата Хусан. Чемпионат ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртӗ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн заявкине 90 процент ырланине пӗлтернӗ. Ку ҫитес ҫул Шупашкар 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тунипе те ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарта Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗ умӗнче ҫӗнӗ скульптура вырӑн тупнӑ. Ӑна Раҫҫейпе Китай туслӑхне халалланӑ. Скульптурӑна Китайри паллӑ скульптор Лю Янг хатӗрленӗ. Вӑл 5 метр ҫӳллӗш. Ӑна Шупашкарта монумент тата парк скульптурисен пӗтӗм тӗнчери симпозиумӗнче тума йышӑннӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулнӑ. Унта Китайри, Чилири, Азербайджанри, Чехири, Колумбири, Раҫҫейри регионсенчи скульпторсем хутшӑннӑ. Малтанах ӗҫе «Туссем тӗл пулни» ят пама тӗллевленнӗ. Анчах автор «Раҫҫей тата Китай – пӗртӑвансем ӗмӗрлӗх» ят лайӑхрах тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енӗн Строительство министерстви ҫынсем пайҫӑ пулса ҫурт-йӗр хӑпартакан объектсене малалла тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерет. Ҫак эрнере Стрйомин Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пулнӑ. 18-мӗш позициллӗ ҫурта малтанласа 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ тӗлне туса пӗтерме палӑртнӑ. Кайран ҫав вӑхӑта авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑсса панӑ. Ӑна, чӑнах та, туса пӗтернӗ. Пассажирсене турттаракан 7 лифт ӗлеме хатӗр. Тепӗр ҫиччӗшне вырнаҫтарасси юлнӑ. Ӗҫе 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пӗтерме палӑртаҫҫӗ. 21-мӗш позицири объекта 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах вӑхӑта 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑснӑ. Ҫурт стенисене сӑрласа пӗтернӗ, ҫурт-йӗри тавра йӗри-тавра хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Лифтсене хальлӗхе кӳрсе килмен. 19-мӗш позицирине 2018 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен пӗтермелле, 25-мӗшӗнчине — 2019 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
