Культура
![]() Тӗмерти курав «Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм». Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче ҫак ятпа курав ӗҫлет. Ӑна Митта Ваҫлейӗ поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ. Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиора, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче Митта Ваҫлейне асӑнса уҫнӑ хӑма умне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайнине Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80 ҫул каялла ҫав кун аслӑ сӑвӑҫӑмӑра «буржуалла национализмшӑн» сӑлтавсӑр айӑпласа тытса хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче ирттернӗ мероприятире Людмила Кинер юрӑ авторӗсене аса илмен имӗш. Ҫакна Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ. «Куракансем каласа пачӗҫ... Питӗ шел, концерт вӑхӑтӗнче авторсене аса илменнине ханӑхрӑмӑр ӗнтӗ... Юрӑҫсем куна вӑхӑт ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ... Конкурсра та пулсан хӑть аса илесчӗ... Автор прависен саккунне ахаль ҫырмаҫҫӗ пек туйӑнать... Ҫакна шута илӗр-ха, тархасшӑн, Вера Севастьяновна Архипова, эх, совет саманинчех лайӑхчӗ ҫав.. Авторсене питӗ хисеплетчӗҫ... Концертсенче те авторсене аса илме пуҫласан тата та аванрах пулӗччӗ... Хамшӑн тӑрашатӑп тесе ан шутлӑр... Мана пачах та кӳрентермеҫҫӗ... Асӑнсах тӑраҫҫӗ... Хама хам хӳтӗлеме вӗренсе ҫитрӗм... Анчах та пурте ман пек чӑрсӑр мар ҫав...», — тесе ҫырнӑ Альбина Юрату. |
Культура
![]() «Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнинче, шучӗпе тӑваттӑмӗш хут пуҫтарӑннинче, Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне пӑхса тухнӑччӗ. «Варкӑш» клубӑн черетлӗ вулав каҫӗ каллех Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явӗҫ. Ку тарана ҫитсе Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагедине, Николай Мартыновӑн «Кӑвак хуппи», Василий Эткелӗн «Лили» тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Арсений Тарасовӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫӗсене тишкернӗ. Юлашкинчен асӑннинче автор та пулнӑ. Литературӑри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ май вӑл: «Эпир пӗр-пӗрне кӳрентересрен хӑратпӑр тата, тӗрӗссипе каласан, ҫав тери кӳренетпӗр», — тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӑш-пӗр яла пырса кӗрсен юртан ӑсталанӑ кӳлепесене курма пулать. Ӳркенмен ӑста пулнӑ теҫҫӗ вӗт. Ҫакнашкал ҫынсем ӑсталанӑ кӳлепесем иртен-ҫӳрене савӑнтараҫҫӗ, ача-пӑчана илӗртеҫҫӗ. Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче пурӑнакан Анатолий Антонов пысӑк танксем ӑсталанӑ. Т-90 тата ИС-3 маркӑллӑ танксем чӑн-чӑннисем пекех – пысӑк. Ҫак кӳлепесене ӑсталама Анатолие арӑмӗ ыйтнӑ. Ӗҫе вара ҫемйипех кӳлӗннӗ. Танксене икӗ эрнере ӑсталаса пӗтернӗ. Анатолий вӗсен ӳкерчӗкӗсене тӗнче тетелӗнче тупнӑ, ҫавсене пӑхса ӗҫленӗ. Кӳлепесене хӑйсен килӗ умӗнче ӑсталаса лартнӑ. Халӗ сӑрласа илемлетнӗскерсемпе иртен-ҫӳрен киленет. Анчах вӑхӑт нумаях юлмарӗ – кӗҫех юр ирӗлме пуҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем 5 ҫул ӗнтӗ нушаланаҫҫӗ. Ҫурчӗ ҫӗнӗ, анчах унта пурӑнма ҫук: шӑршӑ кӗрет. Тӳрех палӑртмалла: кунта ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарнӑ. Вырӑна «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем ҫитнӗ. Ҫурта строительсем чӑнах та ҫиелтен тунине хӑйсем курса ӗненнӗ. Подъезд умӗнчи плиткӑна ҫӗр ҫинех пӑрахнӑ, ӑна ҫӑмӑллӑнах хӑйпӑтма пулать. Шала кӗрсен те ним савӑнмалли ҫук. Стенасем тӑрӑх шыв анни палӑрать. Канализаци лайӑх ӗҫлемест, ҫавна май каяш хваттерсене те юхса тухать. Уйрӑмах 1-мӗш хутра пурӑнакансене йывӑр. Вӗсен каяша тӑтӑшах тасатма тивет. 14 витре шаршлӑ шыв тухса тӑкаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ку ҫуртран куҫса кайнӑ ӗнтӗ. Чӑваш Енри судпа экспертиза лабораторийӗ ҫурта пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрри хулин сучӗ те ҫакӑнпа килӗшнӗ. Анчах вырӑнти тӳре-шара тапранмасть, нимӗн те тӑвасшӑн мар. Корреспондентсемпе калаҫма та хирӗҫленӗ. Корреспондентсем вара ку ҫурт пирки ЧР Строительство министерствине, ҫурт-йӗр инспекцине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Питтукассинчи ҫӳп-ҫап купине 2014 ҫултах тӗп тума тытӑннӑ. Палӑртмалла: полигона йӗркене кӗртмешкӗн 319 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах паянхи куна пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ку – саккунри улшӑнӑва пула. Полигонри вун-вун ҫул пухӑннӑ ҫӳп-ҫапа тӗп туса тӑпрана йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Тӑпрана тата тӑма Шупашкар районӗнчен илсе килесшӗн пулнӑ. Ҫав вырӑн полигонран 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Анчах ку ҫӗрсем – ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ, саккунра улшӑнусем пулнӑ май вӗсемпе усӑ курма юрамасть. Халӗ Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви урӑх мел шырать: тӑпрана ӑҫтан илсе килме пулать? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 29-мӗш шкул директорӗ ачасене хӗненӗшӗн судра явап тытнӑ. Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, экс-директора тӗрмене лартмасӑр 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тата следстви ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 29-мӗш шкулта директорта ӗҫленӗ арҫын 2014, 2015 тата 2017 ҫулсенче виҫӗ ачана кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ. Судпа айӑпланнӑ арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Анчах следовательсем пачах урӑхла ҫирӗплетнӗ. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Евгений Кузнецов (халӑх ӑна концерт, ташӑ йӗркелекен пек пӗлет) ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Контактра халӑх тетелӗсенчен Киремет ТВ ушкӑнра пӗлтернӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Евгений Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ирттерекен "Пасаркасси мыскари" шоу-концерта кӗрес шухӑшпа пынӑ. Комментарире хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, урамра кинемейрен 100 тенкӗпе билет туяннӑ. Культура керменӗн хуралҫисем ӑна: «Сана кӗртме хушман», — тесе малалла иртме чарнӑ. Кун пек хушӑва ҫӳлерех асӑннӑ союз Президенчӗ Алина Федорова панӑ имӗш. Президента епле итлес мар? Пӑтӑрмаха сӳтсе явакансем Евгений Кузнецова тепрехинче ӑслӑрах пулма, видео ӳкерме сӗннӗ. Культура ҫурчӗ - халӑх ҫӳрекен вырӑн. Ҫын хӑйне йӗркеллӗ тытсан, билет туяннӑ пулсан унта кӗме чарма никамӑн та ирӗк ҫук. Мӗнле хура кушак чупса каҫнӑ Кузнецовпа Федорова хушшинчен? Йӑлтах ҫав Киремет ТВ ушкӑн айӑплӑ иккен. Ҫавӑнта Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ, унӑн Президенчӗ пирки калакан постсем кӑларнӑ. Алина Федорова ку Женя Кузнецовӑн ӗҫӗ тесе шухӑшланӑ пулас. |
Хулара
![]() Шупашкарта «Тӑван патруль» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн патшалӑх автоинспекторӗсем водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет параҫҫӗ. Ку акци икӗ эрнене тӑсӑлӗ. ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, акцин пӗрремӗш кунхине инспекторсем Шупашкарти Энгельс урамӗнче пулнӑ. Вӗсем вырӑна пӗрремӗш ҫитнӗ водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет парнеленӗ. Палӑртмалла: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем пулӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫул ҫинче инкек пулсан, тавралӑх тӗттӗмленсен ял ҫывӑхӗнче мар чарӑнсан водительсен ятарлӑ жилет тӑхӑнмалла. Унашкал тума Шупашкарти водительсем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен илме пултарӗҫ. Вӗсене акци вӑхӑтӗнче салатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускаври Хусан вокзалӗнче Чӑваш Ен ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл 8,5 пин доллар вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Хусан – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑспа килнӗ пӗр ҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл купере ӑнсӑртран укҫа манса хӑварнӑ-мӗн. Хайхискер Мускава ҫитсен укҫа чикнӗ конверта кӑларнӑ та матрас ҫине хунӑ. Ҫав вӑхӑтра тепри япалисене пуҫтарнӑ, тухма хатӗрленнӗ. Ҫак арҫын куперен тухса кайнӑ, укҫи пирки вара маннӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах купере нимӗн те пулман. Транспорт полицийӗ пуйӑсра ҫак арҫынпа урӑх пассажирсем те пулнӑ. Полицейскисем Чӑваш Енри хӗрарӑма тытса чарнӑ. 40 ҫултискерӗн ҫумӗнче конверт пулнӑ, унта вара – 8,5 пин доллар. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |