Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен валли 826,4 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Федераци хыснинчен килнӗ укҫа-тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха?

Ҫак нухратпа усӑ курса патшалӑх пособийӗсемпе социаллӑ тӳлевсем парӗҫ, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене шалу тӳлӗҫ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Ене федераци хыснинчен 2 479,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.

Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал ҫемьере ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн уйӑхсерен пособи тӳлӗҫ. Чӑваш Енре ку тӳлев 8910 тенкӗпе танлашать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48383
 

Культура

Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра хитре хӗре суйлӗҫ. Кастинг (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ҫак сӑмах «умӗн суйлани» е «малтанхи конкурс» тенине пӗлтерет) пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче иртмелле.

Конкурса «Volga Models» модель агентстви ирттерет. «Чӑваш Ен пики — 2018» конкурса хутшӑнма тивӗҫ хӗрсен суйлавӗ Шупашкарти модӑсен ҫуртӗнчи 515-мӗш офисра 16 сехетре пуҫланӗ. Унта 14 ҫултан аслӑрах пикесене йыхравлаҫҫӗ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсен ҫӳллӗ кӗлӗллӗ туфли тата купальник илмелле. «Чӑваш Енӗн пики — 2018» конкурсра ҫӗнтернӗ хӗр Раҫҫейри илем конкурсне килес ҫул хутшӑнӗ.

Маларах, сӑмах май, «Ҫӗнӗ Шупашкар пики — 2018» конкурс иртнӗ. Унта «Volga Models» модель агентствин модельсемпе фотомодельсен курсӗсене ҫӳренӗ Ванесса Васильева ҫӗнтернӗ. Кун пирки модель агентстви халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vistanews.ru/society/219397
 

Ҫул-йӗр

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пуйӑспа «ГАЗель» машина ҫапӑннӑ. Чукун ҫул ҫинчи пӑтӑрмах 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Чукун ҫул каҫҫинче «ГАЗель» ҫине тавар турттаракан пуйӑс пырса кӗнӗ, ӑна вӑл лапчӑтсах лартнӑ. Инкек «Тутаркасси – Кӳкеҫ – Ҫӗнӗ Шупашкар» трасса ҫинче сиксе тухнӑ.

Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах пирки хыпарлакан МИХсенчен пӗри 10 вакунлӑ пуйӑс Шупашкар еннелле кайнине пӗлтерет, «ГАЗель» машина вара — Илпеше. Инкекшӗн хӑшӗ айӑпли хальлӗхе уҫӑмлӑ мар, ӑна палӑртӗҫ. «ГАЗель» автомобиль рулӗ умӗнче пулнӑ 48 ҫулти водитель ал лаппине касса янӑ.

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫул каҫҫи ҫинче фурӑпа ҫапӑннӑччӗ. Светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ водителе явап тыттарнӑччӗ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуса пенӗ. Хальхинче транспортӑн хыҫалти чӳречи сиенленнӗ. Аса илтерер: унашкал пӑтӑрмах пӗлтӗр Шупашкарта та пулнӑччӗ.

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусри ҫынсем темӗн кӗмсӗртетнине илтнӗ. Унтан вӗсем хыҫалти чӳрече ҫурӑлса кайнине асӑрханӑ.

Вырӑна полицейскисем ҫитнӗ, пассажирсемпе калаҫнӑ. Вӗсем чарӑнура аннӑ каччӑн аллинче пистолет пек япала пуррине асӑрханӑ. Ҫав ҫамрӑка шыраса тупнӑ. Вӑл — техникумра вӗренекен 16-ри каччӑ. Хайхискер троллейбуса пенине йышӑннӑ-ха, анчах ҫакна мӗншӗн тунине ӑнлантарайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48381
 

Спорт

Чӑваш Ен биатлонистки Татьяна Акимова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинчен кайнӑ. Пӑшӑханса ан ӳкӗр, яланлӑхах мар, вӑхӑтлӑха кӑна.

Татьяна Акимова Кӑнтӑр Корейӑри Пхёнчханра иртнӗ Олимп вӑййисем хыҫҫӑн кӑштах канасшӑн. Ҫавӑнпа вӑл Ҫурҫӗр Карелире (Контиолахтире) иртекен Тӗнче кубокне хутшӑнмӗ.

«Халӗ эпӗ килте, Шупашкарта, тренировка ирттеретӗп. Тренерпа шухӑшларӑмӑр та: Олимп ваййисем хыҫҫӑн канса илмелле манӑн. Вӑй-хал хушмалла, психологи тӗлӗшӗнчен ҫирӗпленмелле. Тӗнче кубокне хутшӑнмашкӑн вӑй пухса ӗлкӗреймӗп», — тенӗ Татьяна Акимова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48382
 

Раҫҫейре

Сирире персе аннӑ АН-26 самолетра пулнӑ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта (вӑл — чӑваш ялӗ) ҫуралнӑ Владимир Еремеев генерал-майора паян пытарнӑ.

Владимир Вениаминович 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, ашшӗ водитель пулнӑ. 1979 ҫулта вӑл Суворов училищине кӗнӗ. Унтан танк училищинче вӗреннӗ. Малтан Чехословакире хӗсметре тӑнӑ, кайран — Калининградра. Калининградра Владимир Еремеев полк командирӗ пулнӑ, кайран — Балти флотӗнчи ҫыран хӗрри ҫарӗсен штаб пуҫлӑхӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ. 2012 ҫулта вӑл Мускаври парадра 27-мӗш мотострелок бригади гвардеецӗсен колоннине ертсе пынӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.

Сирири командировкӑна генерал-майор 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-146053914_1210
 

Харпӑр шухӑш Кӳршӗре

Чӗмпӗр облаҫӗ. Майна районӗ. Чӳреккел ялӗ.

Чӳреккел, вырӑсла Чирикеево, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Майна районӗнчи историлле чӑваш ялӗ. Ӑна Чӑваш республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал ҫыннисем никӗсленӗ.

Асӑннӑ Майна районӗнче чӑвашсем ушкӑнланса пурнакан ялсем татах та пур. Анчах та вӗсем е чылай каярах никӗсленнӗ е унчченхи "таса" вырӑс е "таса" ирҫе ялӗсем демографи енчен улшӑннӑран сасартӑк чӑвашланнӑ темелле. Ҫапла вара Чӳреккел ку районта ҫапах та хӑйӗн чӑн чӑвашлӑхӗпе уйрӑлса тӑратех. Паллах, паянхи куна вӑл та вырӑсланса кайман пулсан.

Пӗлместӗп, тен, камӑн та пулсан мӗнле те пулин сӑлтава пула кунта ҫитсе килме те тивӗ.

Енчен те чӑнах та ун пек май килсе тухсан, унашкаллисем валли ку тӑрӑхра пӗр тӗлӗнттермӗш пур. Вӑл ҫак Чӳреккелтен пӗр пилӗк ҫухрӑмра уй варринче ларакан пӗччен чиркӳ.

Сухаласа тӑкнӑ Хир варринче ларакан тӑлӑх чиркӳ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем
Михаил Ефремов актер
Михаил Ефремов актер

Мускаври «Современник» театр актерӗ Михаил Ефремов Самарти гастрольте куракансене кӳрентернине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Кун пирки федераци МИХӗсене паян ирпе театрӑн ертӳҫи Игорь Попов пӗлтернӗ.

Театр Гарольд Пинтерӑн «Не становись чужим» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе гастрольте пулнӑ. Спектакль хыҫҫӑн куракансенчен пӗри халӑх тетелӗнче Михаил Ефремова хурласа ҫырнӑ. Актер сцена ҫине ҫур сехет кая юлса тухнӑ, вӑл ӳсӗр пулнӑ, текста пӑтраштарнӑ, сӑмахсене манса кайнӑ иккен. Хытӑрах калама ыйтсан куракансене усал сӑмахпа хуравланӑ имӗш. Билетсем 4 пинтен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран тӑнӑ.

РБК пӑтӑрмах пирки ӑнлантарма ыйтсан: «Самарӑри кураканшӑн ку вӑл кӑткӑс пьеса. Урӑх нимӗн те каламӑп», — тенӗ иккен Михаил Ефремов.

 

Спорт

Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче Хабаровск хулинче самбо енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Спортӑн ҫак енӗпе хӑйсен вӑйне кӑтартма унта мӗнпур регионтан пин ытла спортсмен пухӑннӑ.

Чӑваш Енӗн самбисчӗсем те ӑмӑртӑва ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ. 68 килограмм виҫеллисен хушшинче Александр Бондарев бронза медале тивӗҫнӗ, 52 килограмлӑ хӗрарӑмсен хушшинче кӗрешнӗ Вера Лоткова та чӑннипех палӑрнӑ: вӑл та бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи маттурсем пӗлтӗр те ӑнӑҫлӑ кӗрешнӗ. Раҫҫейӗн кубокӗнче Александр Бондарев 68 килограмлӑ виҫере ҫӗнтернӗ. Вера Лоткова ун чухне 48 килограмлӑ виҫере кӗрешнӗ, ентешӗмӗр юниорсен тӗнче ӑмӑртӑвӗнче тата Европа кубокӗнче мала тухнӑ.

 

Раҫҫейре

Экспертсем Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен ӗҫӗ-хӗлне хакласа танлаштарӑм йӗркеленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ темиҫе йӗрке аяларах аннӑ.

Нарӑс уйӑхӗнче Михаил Игнатьев танлаштарӑмра 45-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Темиҫе йӗрке аяларах аннӑ пулсан та вӑл «Вӑйлӑ витӗмлисен» ушкӑнӗнчен тухман. Кӑрлач уйӑхӗнче Михаил Васильевич танлаштарӑмра 39-мӗш пулнӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара вӑл 11-мӗш вырӑн йышӑнать.

Танлаштарӑмра малти йӗркесене Собянин, Кадыров, Тӗменри Якушев йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара Тутарстан ертӳҫи пуринчен те маларах пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48329
 

Страницӑсем: 1 ... 2178, 2179, 2180, 2181, 2182, 2183, 2184, 2185, 2186, 2187, [2188], 2189, 2190, 2191, 2192, 2193, 2194, 2195, 2196, 2197, 2198, ... 3937
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 13

1934
91
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
80
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
72
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
59
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...