Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: «Русада» тӗпчевне шанман Чӑваш Енри тӳре-шара валли семинар ирттересшӗн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.06.2019 07:11 | 1196 хут пӑхнӑ
Спорт

«Русада» допинга хирӗҫ агентство Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснӑ фактсене тупса палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ку сӑмах Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РБК информаци агентствипе калаҫнӑ чух «Русада» тӗпчевне ӗненмесӗртерех калаҫнӑ. Ҫакна вӑл хӑй нимӗнле тӗпчев материалне те курманнипе сӑлтавланӑ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче ӗнер брифинг ирттернӗ. Михаил Богаратов министр «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗ.

Ӗнер каҫхине Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министертствин сайтӗнче асӑннӑ ведомствӑн спорт медицини енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман специалисчӗн Арнольд Карзаковӑн комментарине вырнаҫтарнӑ. Допинг правилисене ҫул ҫитмен ачасем те пӑснӑ тесе РБК ҫырнине вӑл кӑмӑлсӑрланса вуланӑ-мӗн. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн спорт медицинин врачӗсем ҫамрӑк «олимпиецсен» сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, вӗҫӗмех медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. Спорт тухтӑрӗсем хӑйсен квалификацине ӳстерсех тӑнине те палӑртнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах «Русада» агентствӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Маргарита Пахноцкая ТАСС информагентствӑна каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри спорт отраслӗн ертӳҫисемпе тӳре-шари валли планпа пӑхман семинар ирттерсех допинг пирки ӑнлантарса парасшӑн. Ҫакна вӑл пирӗн тӑрӑхри тӳре-шарана «Русада» агентствӑн тӗпчевӗ иккӗлентернӗрен каланӑ.

#МИХсем, #тӗпчевсем, #спортсменсем, #пӑтӑрмахсем, #спорт, #тӳре-шара

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/sport/6564441
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем