Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул парни темелле-ши ҫакна — Шупашкарта пурӑнакансен тата хӑнасен автобуспа тата троллейбуспа ҫӳремешкӗн малашне, ахӑртнех, укҫа ытларах кӑларса хума тивӗ. Хула влаҫӗ халӑх транспорчӗпе усӑ курнӑшӑн хака ӳстересшӗн. Документа ҫирӗплетме кирлӗ ҫӗре тӑратнӑ та иккен. «Троллейбуспа ҫӳренӗшӗн укҫан тата пӗрлехи транспорт карттипе тӳленӗ май хаксене пӗрер тенкӗ хӑпартасшӑн эпир. Уйӑхлӑх ҫӳрев билечӗн хакне вара 50 тенкӗ ӳстересшӗн», — хайхи канашлура ӑнлантарса панӑ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин. Палӑртса хӑварар, хака ӳстерме Шупашкарти машруткӑсен хуҫисемпе автобуссем тытса тӑракан предприяти ертӳҫисем те каланӑ. Анчах канашлу вӑхӑтӗнче ку тарифсем хӑҫан вӑя кӗрессине каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӗлхе ыйтӑвӗ халӑхшӑн пурнӑҫпа вилӗм ыйтӑвне куҫнӑ вӑхӑтра чӗрре кӗрсе калаҫасси вӑй илме пуҫламалла. «Чӗрре кӗрсе шухӑшлакан кӑна – чӑн философ», – тет Мартин Хайдеггер. Ҫирӗм пӗррери Валери Туркай 1982 ҫулта ҫырнӑ сӑввинче философилле чӑнлӑх пирки калаННӑ.
Ҫӗр ҫул пурӑнасчӗ, Ҫӗр ҫул юратасчӗ, Ҫӗр ҫул, ывӑнмасӑр, Ӗҫре тар тӑкасчӗ! Пин хут ҫураласчӗ, Пин хут ман вилесчӗ… Ҫапах та нихҫан та В и л е пулас марччӗ! Ҫунасчӗ вутра та, Путасчӗ шывра та. Кӗрлетӗрччӗ ҫеҫ манӑн пурнӑҫ манра. Ҫӳле хӑпарсан та, Ӳксе салансан та… Туясчӗ хама яланах Пурнӑҫра!
Манифест пек, ӗненӳ символӗ пек вуланакан сӑвва Валерий Владимирович 35 ҫул каялла мар – паян ҫырнӑ тейӗн. Какӑр (горн) сассине илтсен вӑрҫа хӑнӑхтарнӑ ут, ватӑ пулсан та, чӗрнисемпе ҫӗре чӑтӑмсӑррӑн чавать. |
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри Шоссе урамӗнче пурӑнакансем хӑтсӑр хваттерте пурӑнса ывӑннипе «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫырнӑ. Кӳкеҫӗн «элита районӗнче» пурӑнса та Шоссе урамӗнчи темиҫе ҫуртра тӗпленнӗ ҫынсем кӑмӑлсӑр. Элита район тесе вӗсем хӑйсем палӑртнӑ. Ҫырура асӑннӑ ҫуртсем М-7 федераци трасси хӗррипе вырнаҫнӑ. Халӑха кӑмӑлсӑрлантаракан пӳртсенче газ, шыв, канализаци тата санузел ҫук. Ҫав ҫуртсенче пурӑнакансем апата газ баллонӗпе пӗҫереҫҫӗ. Ҫуртсене ятарлӑ комисси темиҫе хут та хакланӑ, ҫапах пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑнман. Шоссе урамӗнчи 4-мӗш тата 14-мӗш ҫуртра пурӑнакансен правине хӳтӗлесе кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ведомствӑсем хушшинчи комисси йышӑнӑвне суд пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн тата тепре экспертиза ирттернӗ, ҫуртсене пурӑнма юрӑхсӑр тесе пӗрех йышӑнман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче хӑпартнӑ ҫуртра тӑлӑх ачасене хваттер уҫҫи панӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче юсанмалли колонирен тухнӑ каччӑ та унта пурӑнма тытӑнӗ. Ӑна та, тӑлӑха, хваттер уҫҫи панӑ. Ҫамрӑк ҫынна колони ӗҫченӗсем хваттер илме пулӑшнӑ. Унӑн ашшӗ те, амашӗ те вилнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, каччӑна хваттер памалла пулнӑ. Йӗпле пралук леш енче ларнӑ чухне ӑна ку ыйтӑва татса пама 4-мӗш юсанмалли колони ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. «4-мӗш юсанмалли колони ӗҫченне Оксана Анатольевна Киселевӑна тав тӑвас килет. Вӑл мана хваттер илме пулӑшрӗ. Эпӗ пурӑнмалли кӗтес уҫҫине алла иличченех манпа пӗрле пулчӗ», - тенӗ нумаях пулмасть йӗплӗ пралук леш енчен тухнӑ С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Питӗрти блогер Сергей тӑлӑх ачасене пулӑшать, вӗсем валли укҫа пухать. Вӑл «Твиттерта» пост туса икӗ эрнере 190 пин тенкӗ пухнӑ. Ку йӑлтах тӑлӑхсем валли. Блогер пӗтӗмлетӳсем тунӑ май Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачан ҫырӑвне палӑртнӑ. 15 ҫулти ача ыркӑмӑллӑх валли 150 тенкӗ куҫарса панӑ. «Каҫарӑр кунта сахал пулнӑшӑн. Эпӗ 15 ҫулта, ҫакӑн чухлӗ укҫапа ҫеҫ пулӑшаятӑп. Шупашкарти Гриша» тенӗ вӑл ҫырӑвӗнче. «Ҫын 15 ҫулта ыркӑмӑллӑх мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланать. Ку Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ», - шухӑшне палӑртнӑ блогер. Сӑмах май, Пушкин хулинче пурӑнакан тӑлӑхсем валли укҫа халӗ те пухаҫҫӗ. Кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем ҫемье ҫурчӗсенче воспитательсемпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленме тытӑннӑ ахӑртнех. Хайхискерсем вӑрмана кайса чӑрӑш касса килнӗ. Анчах ҫул ҫинче вӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ, чӑрӑш-качки полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Йӗрке хуралҫисемпе вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем ҫав икӗ арҫын мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине палӑртӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Арҫынсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ, ҫавӑнпа чӑрӑш касма кайнӑ. Анчах ку мӗнпе вӗҫленесси пирки шухӑшламан-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хӗрарӑмне 7 ҫул шыранӑ. Ӑна федераци шыравне те панӑ. Нумаях пулмасть ҫав хӗрарӑма тытса чарнӑ. Ҫӗмӗрле хӗрарӑмӗ ултав ӗҫӗпе аппаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫынсене 1,5 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. 2008-2009 ҫулсенче вӑл пӗрле пурӑнакан арҫынпа пӗр ҫынна пурӑнмалли кӗтес йӳнӗпе туянма пулӑшасса шантарнӑ. Ӗненмелле пултӑр тесе хайхискерсем Шупашкарта хӑтлӑ хваттерсем тара тытнӑ. Шупашкар хулин, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне районӗсен ҫыннисем ҫав хӗрарӑмпа арҫынна 1,5 миллион тенкӗ тыттарнӑ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем регион тулашне тухса тарнӑ, телефон номерӗсене улӑштарнӑ. 2010 ҫулта вӗсене федераци шыравне панӑ. Тӑватӑ ҫултан арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. Вӑл УДОпа тухнӑ ӗнтӗ. Халӗ хӗрарӑмӑн явап тытмалла. Ӑна Киров полицейскийӗсем тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Кӗҫех суд пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Патӑрьел районӗнче санитари енӗпе тата эпидемие хирӗҫ ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем вӗренӳ учрежденийӗсенчи эпидемиологи лару-тӑрӑвне сӳтсе явнӑ. Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ — комисси ертӳҫи Рудольф Селиванов ертсе пынӑ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне муниципалитетра 42 ҫын, ҫав шутран 40 ача, пульницӑри мар пневмонипе (ӳпке шыҫҫи) чирленӗ: Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулта 19-ӑн, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта 7-ӗн, Нӑрваш Шӑхальти шкулта 4-ӑн, Алманчӑкринче 3-ӗн аптӑранӑ. Сисчӗвлентерекен ҫак тӑрӑм хыҫҫӑн районта Роспотребнадзор ӗҫченӗсем эпидемиологи тӑрӑмне тӗпченӗ. Шкулсенче пӳлӗмсене дезинфикцилеме, сывлӑша кварцпа сиенсӗрлетме хушнӑ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулта ачасене вӗрентме вӑхӑтлӑха чарнӑ, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта — пӗр класра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхне алла илеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӗсене Шупашкарти социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрта «Основы компьютерной грамотности» (чӑв. Компьютер ӑсталӑхӗн никӗсӗ) программӑпа пӗлӳ илни ҫинчен калакан удостоверени панӑ. Ватӑсене Чӑваш Енре 2017-мӗш ҫуллӑха йышӑннӑ Социаллӑ программӑпа килӗшӳллӗн хысна шучӗпе вӗрентнӗ. Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрӗнче Патӑрьел, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенчи 109 пенсионер компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Вӗсен Шупашкара килсе ҫӳреме тивмен: ноутбуксене социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмсенче вырнаҫтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнче, Атӑлҫи технологи университетӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялта паянхи кун та ӗлӗкхиллех улах лараҫҫӗ иккен. Ҫакӑн пирки унти «Авангард» хаҫат пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрле пуҫтарӑнса ҫӑм арлаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа пир татӑкӗ ҫине тӗрлӗрен эреш тӑваҫҫӗ... «Анчах та кукамай-асаннесем евӗр пӗр-пӗр килте мар, юсав хыҫҫӑн капӑрланса чиперленнӗ ял клубне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Асаннесемпе кукамайсем йӗркеленӗ «Ӑстапи» кружока ҫӳрекенсем паянхи кун кашниех мастер-класс кӑтартма та хатӗр. Хӑйсен ӗҫӗсенче чӑн ӑста! Вӗсене ертсе тата хавхалантарса пыраканӗ — О. Мадюкова. Ольга Петровнӑн ку тӗлӗшпе опычӗ пахучӗпех. Хӗрарӑм тухья-хушпу нумай ӑсталать. Ҫывӑх вӑхӑтра вара вӑл ӗҫтешӗсене хутран карҫинкка авма хӑнӑхтарасшӑн», — тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |