Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт шкулӗн лаша спорчӗн шкулӗ валли тӑватӑ лаша туяннӑ. Ун валли пӗр миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ. Голштин ӑрачӗллӗ «Ваттерлоо» тата «Фалькор» икӗ ӑйӑр, ҫурма ӑратлӑ «Проф де Стенд» кастарнӑ ӑйӑр тата тракен ӑрачӗллӗ «Мечта поэта» (чӑв. Поэт ӗмӗчӗ) кӗсре туяннӑ. Халӗ вӗсем тренерсем ӗҫлӗҫ. Лашасене турнирта тепӗр 1,5—2 ҫултан ҫеҫ курма май килӗ. Паянхи кун лаша спорт шкулӗнче 20 ҫултан аслӑрах лашасемпе тренировка ирттерҫҫӗ. Ҫавӑнпа та унтисем янаварсемшӗн питӗ савӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра шкул лашасене аякри турнирсене илсе каймашкӑн ятарлӑ транспорт туянасшӑн. Ун валли республика хыснинче 6,7 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Ку сӑнсене ак ҫак тӗлсенчен илнӗ: 3), 2), 1).
Ӗлӗкхи Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчен юлнӑ, пирӗн вӑхӑтченех сыхланса упраннӑ ҫыруллӑ чул юпасем пур. Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчен, 13-14-мӗш ӗмӗрсем. Юпасем ҫинчи ҫыравсенчен ытларахӑшӗ — Р,Л-сӑнарлӑ тӗрӗк чӗлхипе. Е, ансатраххӑн каласан, чӑвашла. Ҫав чӗлхене ӑслав тӗнчинче пулхӑр чӗлхи е вӑтам пулхӑр чӗлхи теҫҫӗ. Вӑл чӗлхене паянхи ӑслав тӗнчинче пурте пит аван пӗлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл чӗлхен ятарласа ӑсталанӑ сӑмахсарӗ паянхи кунччен те ҫук пулас. Ҫапла вара кирек кам та хӑй умне ҫавнашкал сӑмахсар ӑсталас тӗллев лартма пултарать. Паллах, ятарлӑ пӗлӳ, хӑнӑху тата ытти майсем пур пулсан. |
Культура
![]() Cheboksary.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Паян пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей пичет кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Сӑмах май, пичет ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене саламласа ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи тата тӗнчери пысӑк пулӑмсемпе, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вӑхӑтра паллаштаратӑр. Халӑха ҫутта кӑларас, социаллӑ ҫивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗҫӗн хакӗ пысӑк. Эсир яланах малти ретре, ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, улшӑнусемпе паллӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, вӗсене хак паратӑр. Ку питӗ кӑткӑс тата яваплӑ ӗҫ, ҫапах ӑна пичет ӗҫченӗсем пысӑк шайра тата тивӗҫлӗ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Ахальтен мар пӗлтӗр республикӑри кӑларӑмсенчен чылайӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе лауреатсем пулса тӑчӗҫ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музейра паян уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Ӑна музей йӗркелӳҫи, унӑн пӗрремӗш директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ Толстов-Атнарский Валериан Григорьевич 105 ҫул тултарнине халалланӑ. Валериан Григорьевичӑн ячӗ ӗмӗрлӗхех район историйӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Пухӑннисем таврапӗлӳҫе халалланӑ экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров ҫапла хак панӑ: «Валериан Толстов пурнӑҫӗ ҫамрӑксемшӗн яланах тӗслӗх пулса тӑмалла», — тенӗ. Вӑл музей ӗҫне пысӑка хурса хакласа пухӑннисене культура ӗҫне, район чысне яланах ҫӳллӗ шайра тытса пыма чӗнсе каланӑ. Музей ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Чемалина хӑнасене «Подвигу жить в веках» (чӑв. Паттӑрлӑх ӗмӗрлӗх) хӑтлавпа (презентаципе) паллаштарнӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ Валерий Романов, Лев Медведев, Галина Афанасьева, Васса Столярова, Сергей Баринов, Галина Зотова ҫак музея епле йӗркелесе янӑ пирки, сумлӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Уяври самант Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ял вулавӑшӗнче паян Христос ҫуралнине халалласа «Рождество идет, радость нам несет» (чӑв. «Раштав килет, пире савӑнӑҫ парнелет» ятлӑ уяв каҫӗ иртнӗ. Хутарти чиркӳ ҫумӗнчи вырсарни ушкӑнне ҫӳрекен ачасемпе (ертӳҫи Озякова Л.И.) кунта ӗҫлекен Николаева А.Н., Шангеева А.А. вӗрентекенсем уява тӗплӗн хатӗрленни аван курӑнчӗ. Сӑмахран, Христос ҫурални ҫинчен хӑтлав (презентаци) та ӑсталанӑ. пухӑннисен чӗринче икӗ пирӗшти ташлани, «Валенки» (чӑв. Ҫӑматӑ) ташӑ, Ҫӗнӗ Ҫула тата хӗле халалланӑ сӑвӑ-юрӑ, Хутарти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ӗмӗт» фольклор ушкӑнӗ «Сурхури» йӑли-йӗркипе паллаштарни асра юлчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнче паян пӗрремӗш мӑшӑр мӑшӑрлану керменне ҫул тытнӑ — Пӗрҫырланти Дениспа Анастасия Бажайкинсем ҫемье ҫавӑрнӑ. Етӗрнери мӑшӑрлану керменӗн ертӳҫи Н.Леонтьева ҫамрӑксене мӑшӑрланни ҫинчен свидетельство панӑ май вӗсене юратӑва упрама, пӗр-пӗрне кулленхи пурнӑҫра пулӑшса пыма сӗннӗ. Уява пухӑннӑ хӗрсем пурте хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнса сӑн ӳкерӗннӗ! Сӑмах май, Етӗрнери мӑшӑрлану керменӗнче пӗлтӗр пурӗ 134 ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртаннӑ. 2016 ҫулпа танлаштарсан шучӗ 17 ытларах пулнӑ. Утмӑл пилӗк ҫемье саланнӑ. Ку кӑтарту та иртнӗ ҫулхичен аванрах пулнӑ — ҫак шут 9 таран чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерӗ пирки темиҫе ҫул ӗнтӗ калаҫаҫҫӗ. Шупашкара 500 ҫул паркра тата Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ҫывӑхӗнче аталантаракан ҫак проекта пурнӑҫа кӗртсе юлашки ҫулсенче самай ӗҫ тукаларӗҫ-ха. 2013 ҫултанпа проекта 3 миллиарда яхӑн тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 1 миллиарда яхӑн — федераци хыснинчен. Ҫапах та паянхи куна «Амазония» центрта малтан шантарнӑ аквапарк та, океанариум та ҫук. Инфраструктурӑн пӗр пайне ҫаратнине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Туризма аталантарассипе ҫыхӑннӑ федераци программи епле пурнӑҫланнине пӗтӗмлетнине тишкернӗ. Унта Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин Константин Яковлева хытах критикленӗ иккен. Туризм кластерӗ валли уйӑрнӑ укҫапа епле усӑ курнине федераци казначействи тӗрӗсленӗ мӗн те 24 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи отчет та юрӑхлӑ пулмасан штраф виҫи тата тепӗр 200 миллионлӑх ӳсме пултарасси пирки сӑмах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне йӗрке хуралҫи Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсене вырӑнтах вилмеллех амантнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комсомольски районӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин пайӗнче ӗҫленӗскере ҫийӗнчех ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Халӗ ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарас хӑрушлӑх пур. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 5-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ. Ун чухне ҫавскер «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ, автомобиле сехетре 80 ҫухрӑмран кая мар хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ иккен, ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑх ҫуккине сӑнаса ҫитереймен. Ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Кӑшарни праҫникне хатӗрленме пуҫланӑ. Халӑха вакка чӑмма меллӗ те кӑмӑллӑ пултӑр тесе нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Ҫавна май мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ, Атӑлта вакӑ касма вырӑнсем уйӑрнӑ. Вӗсем арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн ҫывӑхӗнче пулӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вакӑсем патне ҫитме ҫул сарӗҫ, йӗри-тавра турникет тытса ҫавӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне вакка чӑмакансемшӗн меллӗ пултӑр тесе саксем вырнаҫтарӗҫ, ҫӳп-ҫап пӑрахма урнӑсем, хальхи йышши контейнерсем, биотуалетсем лартӗҫ, хывӑнса тумланмалли пӳлӗмсем, ӑшӑнмалли пунктсем хӑтлӗҫ. Ҫакна та каласа хӑвармалла, тӑватӑ талӑк, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен, вакӑсем патӗнче МЧС, ГИМС, шырав-ҫӑлав службин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсем хурал тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарти Роман Ефимов Ухӑран перессипе иртнӗ хӗллехи Раҫҫей кубокӗнче «кӗмӗл» медаль ҫӗнсе илнӗ. Унта 30 ытла регионти 73 спортсмен хутшӑннӑ. 17-ри маттур каччи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӑмӑртӑвӑн паянхи кунӗнче лайӑх пенипе палӑрнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Романӑн Ухӑҫӑсен пӗтӗм тӗнчери турнирне хутшӑнма тивӗ. Тепӗр виҫӗ кунтан Раҫҫейӗн чемпионачӗпе первенстви иртӗ. Унта вӑл каясси хальлӗхе паллӑ мар, мӗншӗн тесен республикӑн Спорт министерстви кун пирки пӗлтермен. Роман Ефимов Ирина Солдатова ячӗллӗ сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе ӑсталӑха туптаттаракан олимп резервӗн шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗ — Максим Яриков. Роман Ефимов – ухӑран перессипе Раҫҫей спорт мастерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |