Спорт
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта, Олимп вӑййисен чемпионки В. Егорова ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетсен манежӗнче хальхи вӑхӑтри пилӗк енлӗ ӑмӑрту енӗпе, «лазер-ран» дисциплинӑпа, пуҫласа тупӑшу иртӗ. Ҫак хыпара ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Правительство ҫуртӗнче тӗл пулсан чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи, Хальхи вӑхӑтри пилӗк енлӗ кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацийӗн президенчӗ Алексей Мурыгин пӗлтернӗ. «Федераци умне эпир икӗ тӗллев лартатпӑр: пилӗк енлӗ ӑмӑртӑва анлӑ сарасси тата профессионал спортсменсене хатӗрлесси», – тенӗ Алексей Мурыгин. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче пилӗк енлӗ тупӑшакансен уйрӑмне уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн прокуратури шалу вӑхӑтра тӳлемен тӗслӗхсемпе пӗлтӗр пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкернӗ. Судсем пурӗ 15 ӗҫ пӑхса тухнӑ май ҫынсене 4 миллиона яхӑн тенкӗ тӳлесе татнӑ. Шалупа татӑлма васкаман пуҫлӑхсене Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 145-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама юрать. Пӗлтӗр ун йышши ӗҫсене 15 хутчен пуҫарнине маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ. Айӑплӑ пуҫлӑхсем хӑйсене тӗрлӗрен тытаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри чунтан ӳкӗннине ӗнентерме тытӑннӑ. Пӗрремӗш инстанцири суд ӑна шелленӗ-ши — пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ. Анчах прокуратура тӳрен ҫак йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Ҫапла вара пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ айӑплӑ пуҫлӑха судпа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР ШӖМ министрӗ Сергей Неяскин Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ сессийӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ саккун проектне пӑхса тухса йышӑннипе пӗрлех республикӑн Шалти ӗҫсен министрӗн - Сергей Неяскинӑн - докладне те итленӗ. Хастартарах та чӗрӗрех депутатсем доклад итленипех ҫырлахман, министра ыйту ҫине ыйту панӑ. Сергей Семенов парламентари, сӑмахран, пакунлисем хушшинче саккуна пӑсакансем пирки сӑмах хускатнӑ. Министр ун пек пӗр ҫынна тытса чарнине пӗлтернӗ. Пакунли вӑйӑ усламне хӳтӗлесе пурӑннӑ иккен. Министр тепӗр наркодилерсем эрнере 100-150 пин тенкӗ услам курнине те пытарман. Вӑл ашшӗ-амӑшне ачисемпе тимлӗрех пулма, наркотик сутакансене ҫирӗп явап тыттарнине аса илтерме чӗнсе каланӑ. Александр Андреев депутат преступление хӳтӗленӗ фактсемпе кӑсӑкланнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарман тӗслӗхсем сахал. Константин Степанов полицин участокри уполномоченнӑйне хурласа калаҫнӑ. Тата вӑл полицин штатра тӑман ӗҫченӗ пулса вырнаҫма депутата суйланассинчен те йывӑртараххине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ арҫын суя дипломпа ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав ҫын 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче хула администрацине муниципалитет служащийӗ пулса вырнаҫнӑ чухне суя диплом илсе пынӑ. Кайран вӑл ҫав хута хула администраицйӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса вырнаҫнӑ чух та усӑ курнӑ имӗш. Дипломра кӑтартнӑ аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче хӑй вӗренмен те иккен. Ҫакна Канашри районсем хушшинчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Суя дипломлӑ специалиста кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫак пӑтӑрмахлӑ ӗҫе халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем малалла тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти ӳсӗр ҫамрӑк шурӑ халатлисене хӑйӗн асламӑшӗ патне чӗнсе илнӗ. Анчах кайран мӗн пайлайман-ши — пулӑшма ҫитнӗ шурӑ халатлисене хваттерти пӳлӗмсенчен пӗринче питӗрсе хунӑ. Каччӑ вӗсене пӗр сехете яхӑн тытса тӑнӑ. Хӑй тепӗр енче кӑшкӑрашнӑ, усал тӑвассипе хӑратнӑ имӗш. Каччӑ туалета кайсан тухтӑрсенчен пӗри алӑка ҫапса ватнӑ та ӗҫтешӗпе иккӗшӗ хваттертен тухса тарнӑ. Ҫамрӑк хӑй тӗрӗс мар хӑтланнине кайран ӑнланнӑ курӑнать, тӗпчевҫӗсем вӑл айӑпа йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Ҫынсене ирӗксӗр хӑварнӑ фактпа пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫуркунне ҫитсен хваттерсенче ытла ӑшӑ пулнишӗн, уншӑн укҫа кӑлӑхах тӳлеме тивнишӗн пӑшӑрханнине илтме тивет. Ӑшӑтмалли хатӗрсем кашни хваттерте чухне ҫын хӑйне кирлӗ пек йӗркелесе тӑраять-ха. Ҫапах та ун пек май ҫуккисен те, пӗрле пухӑнса, хӑйсен ҫуртӗнче ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарма ирӗк пур. Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен 26 проценчӗ ҫав майпа хальлӗхе усӑ курнӑ. Ӑшша йӗркелесе тӑракан хатӗр температурӑна хӑй тӗллӗн майлаштарса пырать. Шупашкар хулин Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарни ӑшӑ тӑкакне 35 процент таран чакарма май парать. Хатӗре вырнаҫтарса тӑкакланнин хӑй хаклӑхӗ ӑшӑтмалли 1-2 тапхӑрта саплашӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ыран, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хальхи пек тӗрлӗ тӗслӗ пулмӗ. Кемӗрти суту-илӳ центрӗнче пысӑк инкекре шар курнисене асра тытнине, вӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе сайт хурапа шурӑ тӗс ҫине куҫӗ. Турра шӗкӗр (усаллинчен ыр хӑватсем хӑтарччӑр), яланлӑха мар. Пӗр кунлӑха. Ыран пирӗн ҫӗршывӗпех Хурлӑх кунӗ тесе йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Вӑл хӑй те Кемӗрте пулнӑччӗ. Сӑмах май, унта ҫынсем митинга тухнӑ. Пухӑннисем ҫӑлавҫӑсен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑрланса калаҫнӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ яваплисене тупмаллине, право енчен хак памаллине хытарса каланине федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ-ха. Ҫӗршыв прокуратури регионсенчи суту-илӳ центрӗсенче тӗрӗслев ирттерме хушнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче республикӑн ҫут ҫанталӑк тата экологи министрӗ пулнӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ апелляци ҫӑхавне пӑхса тухнӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк тата экологи министрӗ пулнӑ 58 ҫулти ҫынна вӑрман каснӑшӑн айӑплама йышӑннӑ. Приговорта палӑртнӑ тӑрӑх, тӳре-шара ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк тӑкак кӳнӗ. Анчах экс-министр 2015 ҫулта РФ Президенчӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа йышӑннӑ амнистие лекнӗ, яваплӑхран пӑрӑннӑ. 2010 ҫулта вӑрман кастарнине пула патшалӑха 121 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ имӗш. Ленин район сучӗ прокурорӑн гражданла тавӑҫне тивӗҫтермен иккен. Ҫавна май прокурор Чӑваш Енӗн Аслӑ судне апелляци тавӑҫӗпе ҫитнӗ. Унтисем экс-министра тӑкака саплаштармалла йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк Ӗнер Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче Пӗтӗм тӗнчери хӗрлӗ-кӑвак куна палӑртнӑ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗ эпилепсипе чирлисен кунӗ шутланать. Хӑйне евӗр куна 2008 ҫулта Канадӑри тӑхӑр ҫулти Кессиди Меган пуҫарса янӑ. Эпилепсипе чирлекенскертен аслисем те, тантӑшӗсем те тӑрӑхланӑ. Хӗрачан хӑй ыттисенчен нимпе те кая маррине кӑтартас килнӗ. Пӗчӗкшерӗн ҫак акци тӗнче шайне тухнӑ. Чӑваш Енре 1998 ҫултах Ачасемпе ҫамрӑксен эпилепси центрне йӗркеленӗ. Тухтӑрсем ҫине тӑрса сипленине кура пациентсен 80 проценчӗ сывӑ ҫынсемпе танах пурнӑҫпа киленме пултарать. Ку цифрӑна республикӑн Сывлӑх сыхлав центрӗнчен пӗлтереҫҫӗ. 2004 ҫултанпа пирӗн республикӑра эпилеписпе чирлӗ 2500 яхӑн ачана шута илнӗ. Ку йыша ҫулсерен 230-240 ача хушӑнса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кемӗрти «Зимняя вишня» (чӑв. Хӗллехи чие) суту-илӳ центрӗнчи пушарта вилнисене асӑнса вӑл тӑрӑхра виҫӗ кунлӑх хурлану тесе пӗлтернине паян федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ. Чӑваш Енри пӗр интернет-кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, ӗнер Шупашкарти темиҫе ҫемье Амӑш палӑкӗ умне тухнӑ. Унта пухӑнас шухӑша халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Ольга ятлӑ хӗрарӑм ҫырнӑ иккен, ӑна илтсе виҫӗ ҫемье ҫитнӗ. Татьяна ятлӑ хӗрарӑм ывӑлӗн ҫуралнӑ кунне уявлассине ҫитес эрнене куҫарнине пӗлтернӗ. Кузбасри инкеке сӳтсе явакансенчен хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑра та кемӗрсемпе пӗрле хурлану кунӗ ирттермелле имӗш. Паян Шупашкарти Амӑш палӑкӗ умӗнче 19 сехетре асӑну акцийӗ иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |