Икӗ эрне каялла Шупашкарти 2-мӗш полици уйрӑмне 87 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Хайхискер «ырӑ ҫын» аллине лексе шар курнӑ.
Ватӑскер каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пульницӑра сипленнӗ чухне вӑл ӑна тата тӑванне пӑхма килӗшнӗ арҫынпа паллашнӑ. Ҫак «ырӑ ҫын» вӗсен хваттерне темиҫе хутчен килнӗ, ҫакӑнпа усӑ курса хайхискер ваттисен укҫа хунӑ вырӑнне куҫ хывнӑ.
«Ырӑ чунлӑ» арҫын килсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канури ҫынсем 45 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Леш арҫын вара шӑнкӑравласан телефона тытман, хваттере килме пӑрахнӑ.
Ваттисен укҫине вӑрлама пултарнӑ ҫынна полицейскисем часах тупса палӑртнӑ. Вӑл – Красноармейски районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ӑна тытса чарнӑ.