Республикӑра
![]() Чӑваш Енри паллӑ блогер Андрей Федоров тӑван республика ҫинчен ӳкерчӗксемлӗ кӗнеке кӑларма ӗмӗтленет. Анчах вӑл ахаль кӑларӑм пулмӗ, блогер кӗнеки. Хӑйӗн шухӑш-ӗмӗчӗпе Андрей Федоров Фейсбукра паллаштарнӑ. Блогер хӑйӗн пулас кӗнеки валли хальлӗхе ҫапларах ят шухӑшласа кӑларнӑ: «Чувашия глазами блогера» (чӑв. Чӑваш Ен блогер куҫӗпе). Блогер Чӑваш Енпе ҫыхӑ кӑсӑклӑ проектсем тӗнче тетелӗнче хальхи вӑхӑтра темиҫе пуррине палӑртнӑ. Ҫавсен шутне вӑл Максим Ивановӑн «Одноэтажная Чувашия» (чӑв. Пӗр хутлӑ Чӑваш Ен), Данил Салиховӑн «ЧувЭксп», Алексей Заболотновӑн «#ПушкинвЧувашии» проекчӗсене, Александр Удиковпа Павел Шароновӑн, Илья Степановӑн районсем тӑрӑх ҫӳресе ӳкернӗ фотоотчечӗсене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |