Хулара
![]() Ladykov_official сӑн ӳкерчӗкӗ. Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформине пуҫарнӑ хыҫҫӑн халӑх ниепле те лӑпланаймасть. Маларах ГАЗельсем йӗркесӗр хутлаҫҫӗ, ҫул-йӗр правилине пӑхӑнмаҫҫӗ йышши ӳпкев сисӗнкелетчӗ. Халӗ автобус кӗтсе илме йывӑр, хулан пӗр районӗнчен теприне пӗр транспортран тепри ҫине куҫса ларсан тин ҫитме май килет тесе шавлама пуҫларӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулан кашни районӗнче пуҫару ушкӑнӗсем йӗркелесшӗн. Вӗсен транспорта епле маршрутпа ҫӳретсен аваннине халӑх шухӑшне шута илсе пӗлтермелле. Ҫак ыйтупа раштавӑн 13-мӗшӗнче хулан виҫе районӗн администрацийӗсенче 17 сехетре пуху иртмелле. Автобуссен схемине og21.ru порталта халӑхпа сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |