Хулара
![]() Шупашкар хулинче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн транспорт реформи пуҫланчӗ. Хулари тӳре-шара ҫавна ҫынсемшӗн тӑрӑшнипе, ҫул ҫинче ҫӳреме меллӗ пулассипе сӑлтавларӗҫ. Анчах Шупашкарта пурӑнакансенчен хӑшӗсем ку меллӗхе ӑнлансах кайманнине пӗлтереҫҫӗ — тепӗр чух транспорта 15-20 минут кӗтме тивет имӗш. Пӗр маршрутка хускалнӑ хыҫҫӑн тепри пырса чарӑннине хӑнӑхнӑ халӑха транспорт реформи килӗшмен. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт епле хутланине тӳре-шара, пурӗ 60-а яхӑн ҫын, кунсерен тӗрӗслет. Сити-менеджер хӑй те черетлӗ хутчен общество транспортне ларнӑ. Ҫула вӑл ирхи 6 сехет те 30 минутра тухса 8 сехет те 30 минутчен ҫӳренӗ. Чарӑнусенче халӑхпа калаҫнӑ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Транспорт епле хутланине тӗрӗслесе тӑма bus.cheb сервис тата ГЛОНАСС оборудованийӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе йывӑр-мӗн. Маршрутсенче вырӑнти водительсем ҫуккине те асӑннӑ. Вӗсене автобуссен хуҫи сехетре 300-н яхӑн тенкӗ сӗнсен те лешсем ӗҫлесшӗн мар имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
темиçе хут хаклăрах. Уйрăмах ачасемпе пĕрле. Хĕрарăмсем уйрăмах кăмăлсăр. Анчах мэр хăвăл кăмăл çине тăрать.