Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() Шупашкарта хулари 14 маршрутпа пассажирсене илсе ҫӳремешкӗн ирӗк илме усламҫӑсенчен ыйту йышӑнма пуҫланӑ. Паянхи кун ҫав 14 маршрутран 13-шӗнпе Чӑвашавтотранс автобусӗсем хутланӑ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, тӗп хула администрацийӗ хулари 2, 3, 5, 7, 10, 12, 14, 15, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24 тата 26-мӗш маршрутсемпе уҫӑ конкурс ирттермесӗрех кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӳремешкӗн ирӗк пама документсем йышӑнма тытӑннӑ. Каласа хӑвармалла, 13 маршрутпа Чӑвашавтотранс усӑ курнӑ пулсан, тепринпе, 19-мӗшпе, Троллейбус упраленийӗ транспорт ҫӳретнӗ. Асӑннӑ маршрутсемпе ҫӳрес кӑмӑллисен юрӑхлӑ транспорт пулмалла, вӗсене хуҫисен карттӑпа тӳлеме май паракан терминалпа, ГЛОНАСС е ГЛОНАСС/GPSпа тивӗҫтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |