Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчен Шупашкарта халӑх транспорчӗпе ҫӳремешкӗн хаксене татах хӑпартӗҫ. Кун пирки паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ.
Ҫапла тума сити-менеджер пассажирсене илсе ҫӳрекен маршрутсен хуҫисем тупӑш тӑкаксене саплаштарма ҫитсе пыманнипе кӑмӑлсӑрланнӑран йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти троллейбус управленийӗпе «Чӑвашавтотранс» та ҫул ҫӳрев хакне 2-4 тенкӗ хушма ыйтса ҫырупа тухнӑ иккен. Ҫавна май утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче троллейбуссемпе автобуссенче кӑна мар, маршруткӑсенче те билет хакӗ ӳсӗ.
Каласа хӑвармалла, хулара автобуспа тата троллейбуспа ҫӳренӗшӗн хака нумаях пулмасть — нарӑс уйӑхӗнче — хӑпартнӑччӗ. Хальхи вӑхӑтра автобуспа, троллейбуспа пӗрре ларса кайнӑшӑн — 18 тенкӗ, машруткӑсенче 22 тенкӗ тӳлемелле.